Комментировать

3 Мар, 2016

Хамăра шанса талпăнар малалла

Вăрнар районĕнчи «Мураты» хуçалăха вунă çул каяллах пĕртăван Геннадийпе Юрий Спиридоновсем йĕркелесе янă. Усă курмасăр выртнă çĕрсене тепĕр хут акса-лартса хăварма тытăннă. Майĕпен лаптăка ÿстерсех пынă. Халĕ предприятин усă куракан çĕрĕ 1453 гектар. Ялсенче пурăнакансем фермăра, уй-хирте вăй хураççĕ. Вăхăтра шалу илеççĕ, малашлăха шанса пурăнаççĕ.

Эпир çитнĕ тĕле «Мураты» хуçалăхăн техника паркĕнче шăв-шав кĕрлесе тăратчĕ. Механизаторсем ака-суха умĕн техникăна тепĕр хут тĕрĕслеççĕ, юсаççĕ. Гаражри сÿтсе пăрахнă машина умĕнче арçынсем кĕпĕрленсе тăнă та хĕрсех темĕн калаçаççĕ. Кĕçех çынсен калаçăвне татса токарь станокĕ хыттăн кĕрлесе кайрĕ. Анатолий Романов тимĕр касăкне якатма, тÿрлетме пикенчĕ. «Юрăхсăра тухнă хăш-пĕр саппас пайĕсене хамăрах çĕнететпĕр. Пурне те туянма укçа çитмĕ. Ытти техникăна уй-хире тухма хатĕрленĕ, çак машинăна кăна юсамалла», - терĕç ĕçченсем. Ĕçе пĕр-пĕрин хушшинче пайламаççĕ кунта. Пĕри вăй çитереймесен тепри пулăшма васкать. Акă хуçалăх ертÿçин заместителĕ Юрий Спиридонов ятарлă маска тăхăнчĕ те тимĕре шăратма пикенчĕ. Йĕри-тавра хĕм сирпĕнет кăна. «Эпир пурте пĕр тан, пĕр лава туртатпăр», - ăнлантарчĕ вăл кĕскен.

- Кĕркунне уй-хирте ĕç вĕçленсенех çуракине хатĕрленме пуçлатпăр: вăрлăх тасатса сортлатпăр, техникăна юсама пуçлатпăр. Кăçал ака-сухана çичĕ тракторпа ултă машина тухмалла. Çурхи культурăсем 600 гектар акса хăвармалла, çĕрулми 120 гектар лартмалла. Ĕçĕ нумай, çапах çанталăк лайăх тăрсан вăраха каймалла мар, - терĕ Юрий Петрович.

Хĕрÿ тапхăрта пĕр сменăпах ĕлкĕресшĕн. Механизаторсене кунне икĕ хут вĕри апат çитерме палăртнă. Ĕçленине кура хуçалăхра тивĕçлипе тÿлеме тăрăшаççĕ, хăй хакĕпе утă, тырă параççĕ.

Мĕн акатăн - çавă шăтать тенĕ. Вăрлăха кĕркуннех тасатса кондицие лартнă. Çапах хĕл каçа ăна тĕрĕслесех тăраççĕ, нÿрленесрен, сăтăрçăсем тапăнасран асăрханаççĕ, анализа параççĕ.

- Нумай пулмасть каллех анализа ятăмăр. Хальлĕхе пахалăх тивĕçтерет, пурте акма юрăхлă, - пĕлтерчĕ уй-хир бригадирĕ Ираида Прокопьева. - Унсăр пуçне районти Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхран 50-60 тонна элита тулă та туяннă.

Ираида Прокопьева, Родион Фадеев, Алевтина Смирнова хуçалăхăн çĕрулмине суйлаççĕ-мĕн. Халĕ ăшăнма, канма хурал пÿртне кĕнĕ. Çутă, таса çурта каçхине хуралçăсем йышăнаççĕ. Хуçалăхăн пурлăхпа техника бази çĕнелнĕ, пуянланнă май сыхламах тивет.

- Çур енне çĕрулми, тырă туянакансем килсех тăраççĕ. Вĕсене сутма михĕсене тултаратпăр, - терĕ калаçăва малалла тăсса Ираида Прокопьева. - Лартма çĕрулми вăрлăхĕ çителĕклех.

- Лартма-кăларма «Гримми» техника пур. Унпа ĕç хăвăртлăхĕ ÿсет. 120 гектара вунă кунра лартса пĕтермеллех. Кая юлсан каю шăтма пултарĕ, - сăмахлать Юрий Петрович.

Хĕлле - урапа, çулла çуна хатĕрлеме каланă. «Мураты» хуçалăхра удобрени, ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли хатĕрсем кĕркунне йÿнĕрех хакпа туянса ĕлкĕрнĕ.

- Минерал удобренийĕ 240 тонна ытла. Кашни гектара 200 килограмм хывасшăн. Унсăрăн тепле чаплă вăрлăх аксан та пысăк тухăç илеймĕн. Хакла ларсан та çĕр пулăхне пуянлатсах тăмалла. Халĕ çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянасшăн. Паян 1 л топливо хакĕ - 26 тенкĕ те 50 пус. Пире вăл çулталăкра 80 тонна кирлĕ. Техникăна шывпа чуптараймăн, туянмаллах, - пĕлтерчĕ хуçалăх ертÿçи Геннадий Спиридонов.

- Ака-сухана хăвăр вăйпах ирттересшĕн е çăмăллатнă кредит илесшĕн?

- Çăмăллатнă кредит аван, анчах вăл хуçалăхшăн каллех хушма çĕклем. Çавăнпа ытларах хамăра шанса ĕçлеме, укçа-тенкĕ çитерме тăрăшатпăр. Вĕçĕм парăмра пурăнаймăн.

- Кĕрхи культурăсем çулсерен пысăк тухăç паракан. Вĕсем хĕл мĕнле каçаççĕ-ши?

- Тĕрĕсленĕ тăрăх – калча аван хĕл каçать. Анчах çанталăк ăшăтнипе пирĕн тăрăхри хăш-пĕр уй юртан тасалма пуçларĕ ĕнтĕ. Çанталăк сасартăк сивĕтсен калча пĕтме пултарасси хăратать. Чăн та, тепĕр хут сухаласа акма вăрлăх çителĕклех, çапах ку – хушма ĕç, тăкак.

- Пăхатăп та, Çĕньял Явăш çурма пушă ларнăн туйăнать: кил сиктерсе тенĕн хупă çурт. Апла хуçалăхра ĕçлекенсене те тупма йывăр-тăр?

- Ял пушанса пыни кăмăла хуçать. Мускав укçине хăнăхнă çамрăксене хуçалăх ĕçне явăçтарма йывăр. Шалăва вăхăтра пама, тивĕçлипе тÿлеме тăрăшатпăр, анчах Мускав укçипе танлашаймăпăр. Килте ниçта ĕçлемесĕр ларакансем те пур. Çавăнпа ĕç-хĕле механизацилемелле. Пĕчĕк йышпах пысăк калăпăшлă ĕç тума пултăр, - терĕ Юрий Спиридонов.

Хуçалăх паркĕнче ларакан груз турттармалли «ГАЗ» çĕнĕ машинăна савăнсах кăтартрĕ вăл. Хăватлă техника туянсан, ĕç условийĕсене лайăхлатсан çамрăксем те хуçалăха туртăнасса шанаççĕ ертÿçĕсем.

Лариса АРСЕНТЬЕВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.