А.Аршинова малтанхи сасăлава хутшăнĕ
РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова Патшалăх Думин депутатне суйланас кăмăлне палăртса ĕнер "Единая Россия" партин малтанхи сасăлавне хутшăнма регионри йĕркелÿ комитетне заявлени пачĕ.
Алена Игоревна суйлав умĕнхи сасăлава /праймериза/ федераци округĕпе хутшăнĕ. Йĕркелÿ комитечĕ парламентарин докуменчĕсене пăхса тухрĕ, вĕсене тата заявление йышăнни пирки справка пачĕ. Асăннă документсене комитет 5 кун тĕрĕслĕ. "Историе кĕрсе юлакан самант çакă. Йĕркелÿ комитечĕн членĕсен ячĕпе эпĕ сире саламлатăп, ăнăçу сунатăп. Ку процедура уççăн та йĕркеллĕ иртессе шанатăп", - терĕ регионри йĕркелÿ комитечĕн председателĕ, "Единая Россия" партин регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов Алена Игоревнăна справка панă май.
"Историе кĕрсе юлакан çак самант хумхануллă та яваплă. "Единая Россия" парти мана депутат мандатне пачĕ, ку мандат - Чăваш Енре пурăнакансен. Тăватă çула яхăн тăсăлнă тапхăрта эпĕ хам мĕн пултарнине йăлтах тума тăрăшрăм, Чăваш Енре пурăнакансем маншăн питĕ çывăх пулса тăчĕç. Ку ĕçе малалла тăсас ĕмĕт пур, çавăнпа партин малтанхи сасăлавне хутшăнатăп. Пĕлетĕр ĕнтĕ: кандидатсен пурин те дебатсене хутшăнмалла, хăйсен программипе паллаштармалла. Малтанхи сасăлав - уçă процедура, унта республикăра пурăнакан кашни çын хутшăнма тата Патшалăх Думинче хăй курас текен кандидатшăн сасăлама пултарать. Çывăх вăхăтра эпĕ Чăваш Енĕн кашни кĕтесне çитесшĕн, çынсемпе пĕрле хăйнеевĕрлĕ халăх экспертизи ирттересшĕн: хăш ыйтусене татса пама май килнĕ, хăшĕсене вара мĕншĕн май килмен? Енчен те республикăра пурăнакансем маншăн сасăласан - вĕсен интересĕсене хÿтĕлесси маншăн пысăк чыс пулĕ", - пĕлтерчĕ шухăшне Алена Аршинова.
Аса илтеретпĕр: партин малтанхи сасăлавĕ кăçалхи çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче иртет. Çав кун Чăваш Енре 236 счет участокĕ - суйлав участокĕсен 20% - ĕçлĕ. "Суйлав умĕнхи сасăлава "Единая Россия" членĕсем çеç мар, нимĕнле партире тăманнисем те хутшăнма пултараççĕ. Чăваш Ен аталанăвĕшĕн тăрăшакан çынсене пурне те курма хавас эпир", - пĕлтерчĕ Николай Малов журналистсен ыйтăвне хуравланă май. Вăл йĕркелÿ комитечĕ заявленисене ака уйăхĕн 10-мĕшĕччен йышăнассине палăртрĕ.
Алена Аршинова Чăваш Енри праймериза хутшăнас текен иккĕмĕш çын пулчĕ. Кăшт маларах унта хутшăнмашкăн Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕ Ильяс Калмыков /федераци округĕпе тата Канашри пĕр мандатлă суйлав округĕпе/ документсем тăратнă.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА