Комментировать

1 Мар, 2016

Парăмсем, панкрут тата шалу тавра

Федерацин патшалăх регистрацийĕн, кадастр тата картографи службин /Росреестр/ Чăваш Республикинчи управленийĕ нумаях пулмасть ĕçе хăй тĕллĕн йĕркелекен организацисен сферинче тĕрĕслевсем ирттерессипе тата арбитраж управляющийĕсем тĕлĕшпе административлă ĕçсем пуçарассипе çыхăннă ыйтусемпе тÿрĕ лини ирттернĕ. Ыйтусене ĕçе хăй тĕллĕн йĕркелекен организацисен сферинчи асăрхавпа тĕрĕслев уйрăмĕн пуçлăхĕ Лариса МАРКОВА хуравланă.

- Пирĕн организацин финанс тăрăмĕ питĕ япăх, çакăн пирки пурте пĕлеççĕ. Сăнав палăртни çинчен илтнĕ-ха, анчах пире, ĕçлекенсене, никам та пухса нимĕн те ăнлантармасть. Нивушлĕ эпир нимĕн пĕлмесĕрех юлатпăр?

- Арбитраж управляющийĕ парăмçă патĕнче ĕçлекенсен /çав шутра ĕçрен кайнисен те/ пухăвне ирттермелле. Ку - панкрут пирки калакан саккунри çĕнĕлĕх. Пухăва кредиторсен пухăвне ирттериччен 5 ĕç кунĕ е тата маларах йĕркелемелле. Енчен те çак вăхăтра пухăва ирттермесен ăна ĕçченсем хăйсем те йĕркелеме пултараççĕ. Унсăр пуçне парăмçă патĕнче ĕçлекенсен представительне кредиторсен пухăвне те чĕнмелле. Ăна хăçан ирттерессине федерацин панкрут çинчен калакан сведенисен пĕрлехи реестрĕнче /Интернетри уçă сайт/ пĕлме май пур.

- Парăмсене ниепле татса пĕтерейместĕп. Кирек кам та, çав шутра гражданин та, хăйне панкрут тесе пĕлтерме пултарни çинчен илтрĕм.

- Ку чăнласах та çапла. Пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнчен вăя кĕнĕ нормăсемпе килĕшÿллĕн виçĕ уйăхра 500 пин ытла тенкĕлĕх парăм пухăнсан гражданина панкрут тесе пĕлтерме юрать. Арбитраж судне заявленипе пĕрле кирлĕ документсене панă вăхăтран гражданина панкрут тесе йышăнаççĕ. Çак утăма çыншăн кредитор /тĕслĕхрен, банк/ е налук инспекцийĕ те тума пултарать. Панкрут процедурине суд çирĕплетнĕ финанс управляющийĕ ирттерет.

- Панкрута тухнă пуçлăх шалу тÿлемест. Камран пулăшу ыйтмалла?

- Тÿлевсене панкрут пирки калакан саккунра палăртнă йĕркепе /черетпе/ памалла - укçа пур пулсан паллах. Енчен те парăмçăн шалу парăмне пĕтермешкĕн уйăрнă укçа пурри паллă пулсан, анчах вăл тĕрлĕ сăлтавпа ăна тÿлемесен - арбитраж управляющийĕ пирки Росреестр управленине е ЧР прокуратурине çăхав çырма юрать.

- Кредит кооперативне укçа хутăмăр, лайăх процентсем шантарчĕç. Анчах кĕтмен çĕртен ертÿлĕх çухалчĕ, ун вырăнне арбитраж управляющийĕ килчĕ. Малалла мĕн пулĕ-ши?

- Панкрут процедурине йышăнни организацие пĕтернине пĕлтермест. Çапах питĕ пысăк тупăш илессе те кĕтмелле мар. Чи кирли ­ кредиторсен требованийĕсене реестра кĕртесси çинчен çырнă заявленипе арбитраж судне каймалла /сирĕн ыйтусене те предприяти парăмĕсен тытăмĕнче официаллă майпа шута илччĕр/. Парăмçă-кооперативăн пурлăх пур-тăк ăна сутса тунă укçана кредиторсен ыйтăвĕсене тивĕçтермешкĕн яраççĕ. Ку тĕслĕхре те - панкрут çинчен калакан саккунра палăртнă йĕркепе тата черетпе.

- Манăн кÿршĕ - хисеплĕ çын, колхоз председателĕ пулнă. Мĕншĕн ăна пирĕн ЯХПКра конкурс управляющине лартма юрамасть? Çак вырăна урăх хулари çынна лартрĕç, эпир ăна курмастпăр та.

- Аслă пĕлÿллĕ, ятарлă вĕренÿ хыççăн экзамен ăнăçлă тытнă тата арбитраж управляющийĕсен ĕçе хăй тĕллĕн йĕркелекен организацин членĕ çеç арбитраж управляющийĕ пулаять. Çавăн пекех унăн судпа айăпланмалла мар, палăртнă чухлĕ ĕç стажĕ кирлĕ, квалификацисĕр хăварнă тата ĕçе хăй тĕллĕн йĕркелекен ытти организаци членĕнчен кăларнă фактсем пулмалла мар, яваплăхăн обязательнăй страхованийĕн килĕшĕвĕ кирлĕ. Çавăн пекех организаци те, кредиторсем те арбитраж управляющийĕ тĕлĕшпе ытти требовани те тăратма пултараççĕ.

- Арбитраж управляющине вĕренес килет. Ку енĕпе Чăваш Енре ăçта пĕлÿ илме пулать?

- Росреестрпа тунă килĕшĕве тĕпе хурса пирĕн республикăри 3 учреждени арбитраж управляющийĕсене хатĕрлеме пултарать: И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ, ЧР Суту-илÿпе промышленноç палатин вĕренÿ-методика центрĕ.

Марина ИВАНОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.