Комментировать

23 Ноя, 2013

Информаци кунĕнчи тĕл пулусем

Чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕрлехи информаци кунне хутшăннă май Шупашкарти тĕрлĕ объектра пулнă.

Михаил Васильевич тĕп хулари ачасен ÿнер шкулĕпе паллашнă. Кунта тĕрлĕ программăпа 530 ача тÿлевсĕр вĕренет. 2011 çултанпа дистанци мелĕпе хевтесĕр ачасене те вĕрентеççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхне курав залне, ачасен этнографи музейне, классене кăтартнă, çавăн пекех Михаил Игнатьев он-лайн режимпа йĕркеленĕ урокра пулнă. Михаил Васильевича ЧР Пуçлăхĕн стипендиатки, тĕрлĕ конкурс çĕнтерÿçи 13 çулти Аня Чаркинăн ÿкерчĕкне парнеленĕ. Çавăн пекех ун валли ятарласа «Асамат кĕперĕ» культурăпа курав центрĕнче пĕчĕк экскурси йĕркеленĕ.

Унтан Михаил Игнатьев Шупашкарти строительство профилĕсен «СТэП» заводне çитнĕ. Предприяти тăрă витмелли, стена тумалли çĕнĕ йышши материалсем кăларса сутать, вĕсемпе промышленноçра, çурт-йĕр строительствинче анлă усă кураççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ, тĕп хулан тата унăн администрацийĕн пуçлăхĕсем Леонид Черкесовпа Алексей Ладыков, пĕрле килнĕскерсем, кунта ĕçлекенсен ыйтăвĕсене хуравланă.

Малалла ЧР Пуçлăхĕ «Дорэкс» АУО техникăна хĕле мĕнле хатĕрленине тĕрĕсленĕ. Предприяти çулсене кирлĕ пек тытса тăрас енĕпе талăкĕпех ĕçлет. Кунта тăрăшакансен коллективĕпе тĕл пулса ыйтусене хуравланă май Михаил Васильевич республикăра çамрăксене спортпа туслаштарас тĕллевпе нумай сооружени туни çинчен каласа панă. «Компьютерпа телевизор пирĕн ачасене магнит пекех туртаççĕ. Апла ан пултăр тесен урама тухмалла, спорт площадкисенче пулмалла - вĕсем нумай картишре пур. Республикăра халăха спорт сооруженийĕсемпе тивĕçтересси 40% танлашать. Çакăн пек тĕллев лартрăмăр: кашни иккĕмĕш çын физкультурăпа тата спортпа туслă пултăр, çапла майпа сывлăхне çирĕплеттĕр», - тенĕ вăл.

Михаил Игнатьев нумай хваттерлĕ çуртсенчи пулăшу ĕçĕсен тарифĕсем ÿснипе, сахал тупăшлă тата нумай ачаллă çемьесене субсидисемпе пулăшассипе çыхăннă ыйтусене те çĕкленĕ. Шупашкарта - кашни пиллĕкмĕш, республикăра кашни тăваттăмĕш çемье патшалăхăн социаллă тÿлевĕсене илет. «Патшалăхăн ача çуратассине хавхалантармалли мерисене 2014, 2015, 2016 çулсенчи бюджетра та шута илнĕ. Федераци тата регион шайĕнчи амăшĕн капиталĕсем, çĕр лаптăкĕ уйăрса пани, амăшĕсене пособи тÿлени - çакă пĕтĕмпех çемьене патшалăх тимлĕхне туйма май парать», - палăртнă Михаил Игнатьев. Тĕл пулура çĕкленĕ ыйтусен пĕр пайне татса парассине вăл хăй тĕрĕслесе тăма шантарнă.

Ю.ВОЛКОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.