Тăватă паттăрпа пукане пек хĕрача
Шупашкарта пурăнакан Сергейпе Надя Яблоковсем пĕр-пĕринпе кану çуртĕнче паллашнă. Хĕре пĕрре курсах канăçне çухатнă каччă. «Ку хĕрачана çухатма юрамасть, вăхăта та ытла тăсса ямалла мар, унсăрăн чиперккене вĕçертетĕп», - тĕв тунă ăшĕнче.
Пĕрремĕш тĕлпулурах Сергей Надьăна хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтнă. «Шăп санашкаллине шырарăм эпĕ. Чун-чĕре суйма памасть, халь акă тупрăм пулмалла. Манăн анне пилĕк ача, виçĕ хĕрпе икĕ ывăл, çуратнă. Пирĕн кăшт урăхларах, тăватă паттăрпа пукане пек пĕр хĕрача пулĕ», - тенĕ каччă хăюллăнах.
Çемьере пĕччен çитĕннĕ Надя пилĕк ача пирки асăнсан хăраса ÿкнĕ, çапах хирĕçлесе пĕр сăмах та каламан, ăшшăн çеç кулнă. Сергей сăмахĕсене çав вăхăтра Турă илтнĕ темелле-ши? Шăп арçын каланă пек пулса тухнă та. Яблоковсем тăватă ывăл тата пĕр хĕр çитĕнтереççĕ паян. Чи асли, Павел, 13 çулта. Дима унран икĕ çул кĕçĕнрех. Ача садне çÿрекен Злата - пиллĕкре. Алеша - çулталăк та çичĕ уйăхра. Чи кĕçĕнни - Илюша, вăл ултă уйăхра çеç-ха.
«Эпĕ Елчĕк районĕнчи Хăвăл çырмара çуралса ÿснĕ. Аслă Таяпа каччипе туслине илтсен аннен сехри хăпнăччĕ. Вăл ялтисем харсăртарах та пăртак хаяртарах пулнăран шикленчĕ-ши? Пĕртен пĕр хĕрне мĕнле качча парас терĕ-ши Таяпана? Чăваш йăлипе Çимĕкре çураçрĕç мана. Ăшă чунлă та йăваш Сергея, тарават та ырă кăмăллă тăванĕсене курсан аннен чунĕ тинех лăпланчĕ. Яблоковсемпе пĕрлешнишĕн халь савăнать çеç çывăх çыннăм», - ăшшăн каласа кăтартать кил хуçи арăмĕ.
Шупашкарти хĕвелтухăç районĕнче, Гремячево ялĕнче, пурăнаççĕ Яблоковсем. Икĕ хутлă тăпăл-тăпăл çурт çавăрнă вĕсем. Шел те, хальлĕхе ăна харпăрлăха куçарма тата кунта пропискăна тăма та май çук. Кăвак çулăм хăçан çитесси пирки те шарламаççĕ. Хĕллехи кунсенче кашни килтех кăмака хутса ăшăнаççĕ.
«Юратнă çынпа ÿплере те лайăх», - тени тĕрĕсех пулĕ çав. Пĕр-пĕрне чунтан килĕштерекен мăшăр нумай вăхăт пĕчĕк засыпушкăра пурăннă. Çамрăк мăшăра кăвак çулăм çукки те хăратмасть. Сергей ашшĕ ялтан килсе вырăс кăмаки купаласа панă. «Нимле духовка та кирлĕ мар мана. Кукăль-пÿремеч те, яшка-пăтă та тутлă пиçет, çунса та каймасть юмахри пек çак кăмакара. Авалхилле, чÿлмекпе пĕçеретпĕр эпир. Аттене пысăк тав ĕнтĕ куншăн», - савăнăçне пайлать 5 ача амăшĕ.
Çемье амăшĕн капиталĕпе Çĕнĕ Шупашкарта пÿлĕм туяннă. Злата çуралнă хыççăн Çĕрпÿ тăрăхĕнче çĕр панă вĕсене. Кĕçĕнни çут тĕнчене килнĕ хыççăн «5 е ытларах ачаллă çемьесен пурăнмалли çурт-йĕрне хăтлăлатасси» программăпа килĕшÿллĕн черете тăнă-ха Яблоковсем. Тен, хăçан та пулсан хваттерпе те тивĕçтерĕç? Çурчĕ пур-ха вĕсен, çĕнĕ, пысăк та хăтлă, харпăрлăха куçарма май çукки çеç шухăшлаттарать çемьене.
Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕнче аслă пушарнăйра тăрăшакан Сергей Яблоков ĕçтешĕсемшĕн те, çавăн пекех çемьере те ырă тĕслĕх пулса тăрать. Ачисем те ашшĕ пекех харсăр та хастар. Аслă ывăлĕ Павел - дзюдо енĕпе пĕтĕм тĕнчери тата регионсен хушшинчи ăмăртусен çĕнтерÿçи. Пĕчĕккĕллех каратэне кăмăллаканскер 5 çултах ылтăн медале тивĕçме пултарнă арçын ача. Икĕ çул каялла Санкт-Петербургра иртнĕ «Олимп старчĕсем - Çĕнтерÿ кубокĕ» дзюдо енĕпе пĕтĕм тĕнчери 17-мĕш турнирта 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
Яблоковсен ачисем пушă вăхăта компьютерпа телевизор умĕнче ирттермеççĕ. Тĕрĕссипе, спорт шкулĕнчен сакăр сехетре çеç киле çитекенскерсен пĕр пушă вăхăт та çук. Дима та Павелтан юласшăн мар. Пĕлтĕр вăл «Спартак» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн уçă ăмăртăвĕнче дзюдо енĕпе 2-мĕш вырăн йышăннă. «Чутах «ылтăн» çĕнсе илмерĕмĕр», - савăнăçне пытараймасть амăшĕ. Пилĕк çулти Злата та тетĕшĕсенчен юласшăн мар.
Яблоковсен çемйинче пĕр вăрттăнлăх та çук. Вĕсем пур ыйтăва та сĕтел хушшине вырнаçса пĕрле сÿтсе явма хăнăхнă. «Туслă пурăнмалла. Пĕр-пĕрне яланах хÿтĕлемелле. Тăванран хакли никам та çук», - çапла вĕрентет ашшĕ ачисене.
Ăшăлăхпа килĕшÿ хуçаланать нумай ачаллă çемьере. Ашшĕ каçхине ачисемпе сĕтелçи вăййисем вылянă, вĕсен урокĕсене тĕрĕсленĕ вăхăтра амăшĕ яланхи пекех вĕри кăмака умĕнче ăшталанать. Повара вĕренсе тухнă Надежда тутлă апат-çимĕç пĕçерме ăста. Хальхинче те ывăлĕсем шкултан таврăннă çĕре пÿрте çĕрулми кукли шăрши сарăлма ĕлкĕрнĕччĕ.
Елена ГЛУХОВА.