Комментировать

26 Фев, 2016

Урăх идея шухăшласа кăлармалла мар

Путин каланине шута илсе

Кÿршĕллĕ хăшпĕр патшалăх историе çĕнĕрен çырса, хăйсене кирлĕ пек хайланă кĕнекесене шкулсемпе институт-университетăн вĕренÿ программине кĕртсе пĕр ăру ÿстерчĕ. Çав çамрăксем аслă пĕлÿллĕ педагогсем уроксенче каланине-ĕнентернине ăса хывнăран Раççей пирки ырă сăмах калас çук. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хăйсен куçĕпе курнă, ун нушине пайтах тутаннă аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ пурнăçран яланлăхах уйрăличчен каласа хăварма ĕлкĕрейнĕ пулсан кăна тĕрĕслĕхе кăшт ăнкараççĕ вĕсем. «Информаци вăрçи» терминпа тăтăшах усă кураççĕ халĕ, политологсемпе историксем кандидат, доктор диссертацийĕсем çыраççĕ. Çĕршыв ертÿлĕхĕн вара Раççей тĕрĕс çул-йĕре тытса пынине пĕтĕм тĕнчене куллен ĕнентерме тивет.

Нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче Владимир Путин Президент бизнесменсемпе тĕл пулсан: «Наци идейи - патриотизм. Пирĕн урăх нимĕнле идея та шухăшласа кăлармалла мар», - терĕ. Владимир Владимировичăн çак сăмахĕсене Раççей Федерацийĕн, ЧАССРăн ăслăлăхăн тава тивĕçлĕ деятелĕ Лев Кураков академик тÿрех шута илнĕ. ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Старейшинăсен канашĕн председателĕ Лев Кураков нарăсăн 19-мĕшĕнче Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче «çавра сĕтел» ирттерчĕ. «Раççейĕн культурăпа патриотизм стратегине хатĕрлессипе çыхăннă çивĕч ыйтусем» ятпа йĕркеленчĕ вăл.

- Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче патриотизм ыйтăвне хускатсан пире хурлатчĕç, тиркесе хăртатчĕç. Çамрăксене патриот воспитанийĕ памалла марри пирки ахаль çынсем мар, çĕршыв шайĕнчи паллă çынсем, ят-сумлă ăсчахсем, министрсем калатчĕç. Телее, вĕсем тĕрĕс мар павранине юлашки вăхăтра чылайăшĕ ăнланчĕ, - калаçăва пуçларĕ Лев Пантелеймонович. - Раççей Общество палатинче «çавра сĕтел» ирттертĕмĕр, унта 50 регион представителĕсем хутшăнчĕç. Мероприятире шăпах çамрăксене Тăван çĕршыва юратма-хисеплеме вĕрентмелли майсем пирки калаçрăмăр.

Лев Кураков Мускаври сумлă вузсенче ĕçлесе уйăхсерен 200-300 пин тенкĕ шалу илекен ученăйсем Крым Раççей территорине кĕнине, çĕршыв ертÿлĕхĕ тытса пыракан политикăна сивлесе калаçнине тиркет кăна мар, ун пек шухăшлакан çынсен çамрăксене вĕрентме ирĕк пулмалла марри пирки асăрхаттарать. Кунашкал профессорсем çамрăк ăру чунĕнче патриотизм туйăмне мар, курайманлăха амалантарнине çирĕплетет вăл.

Лев Кураков чăваш халăхĕн Тăван çĕршыва юратасси юнра пулнине Иван Яковлев Вĕрентекенĕмĕрĕн Халалĕнчи йĕркесемпе çирĕплетрĕ: «Раççее шанăр, юратăр! Вара вăл сирĕншĕн анне пулĕ...» Сăмах май, патриарх Халалне вăл Мускаври вĕрентÿ академийĕ йĕркеленĕ пĕр мероприятире вуланă. Академи президенчĕ ăна итленĕ хыççăн çапла ыйтнă: «Ку сăмахсене пĕтĕм Раççей мĕншĕн пĕлмест?»

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа 75 çул çитнине уявлама хатĕрленсе Раççейре «Çĕнтерÿ ялавĕ: 2015-2020» акци ирттерни пирки культурологи ăслăлăхĕсен докторĕ Владимир Васильев каласа кăтартрĕ. Чăннипех те, пархатарлă кампани ку. Фашистла Германие Совет халăхĕ çапса аркатнине палăртакан Çĕнтерÿ ялавĕн копине çĕршывăн нумай хулинче лартаççĕ. Стрелоксен 150-мĕш дивизийĕн штурм ялавĕн /ăна Берлинти рейхстаг çурчĕ çине çакнă/ чи пысăк копине - 1056 тăваткал метр калăпăшлăскере - Мускаври Пуçтайăм тăвĕ çинче кăçалхи нарăсăн 4-мĕшĕнче курсантсем вĕлкĕштернĕ. Çак кунран пуçласа Герой хуласенче, ытти тăрăхра Çĕнтерÿ ялавĕн флагштокĕсене вырнаçтарĕç. Лев Пантелеймонович кунашкал флагшток Чăваш Ен тĕп хулинче те пулмаллине палăртрĕ, çак тĕллеве пурнăçа кĕртме паян-ыранах пуçăнмаллине каларĕ. Тĕрĕсех: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче 27 миллион çын çутă малашлăхшăн çапăçса пуç хунине манма ирĕк çук пирĕн. Хамăр çуралса ÿснĕ патшалăха алла пăшал тытса хÿтĕлеме тивсен те каялла чакма юрамасть. Александр Невский çар пуçĕ каланине - «Пирĕн пата хĕçпе килекен хĕçренех тĕп пулĕ» - улăштарса Владимир Васильев профессор çапла палăртрĕ: «Раççее хĕçпе килекен патне эпир Çĕнтерÿ ялавĕпе кайăпăр».

 

Историе пĕлмеççĕ, тавракурăм ансăр

Чăваш Енрен тухнă 500 çынна пĕрлештерекен «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» общество организацийĕн пайташĕ Геннадий Викторов пĕрлешÿ хальччен нумай ведомствăпа тачă çыхăнса ĕçленине, малашне Культура министерствипе те пĕрлехи проектсене пурнăçа кĕртме хатĕррине палăртрĕ. Вăлах институт студенчĕсем историе мĕнле шайра пĕлнине тĕрĕслерĕ. Чăваш Енре çуралса ÿснĕ миçе çын Совет Союзĕн тата Раççей Геройĕн ятне тивĕçни пирки ыйтрĕ. Шел, «нумай» сăмахсăр пуçне урăх хурав янăрамарĕ залра. Ку кăна мар, республикăран миçе космонавт тухнине те хуравлаймарĕç çамрăксем. «Эппин, ку тĕлĕшпе пирĕн пĕрле ĕçлемелле», - пĕтĕмлетрĕ çыравçă институт библиотекине хăйĕн çичĕ кĕнекине парнеленĕ май. Патриот туйăмĕпе çунатланса хайланăскерсене студентсем вуласса шанас килет.

Çамрăк ăру историе тивĕçлĕ шайра пĕлменнине патриотизм туйăмĕ хавшаккипех çыхăнтармалла мар-и? Акă Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа Воронеж облаçĕнче Америка танкĕпе салтакне сăнланă баннер вырнаçтарни пирки пĕтĕм çĕршыв шавларĕ. ЧР çар комиссариачĕн граждансене çар службине хатĕрлекен уйрăмĕн пуçлăхĕн Сергей Пласкинăн шухăшĕпе - çакă çамрăк ăру Тăван çĕршыв историне пĕлменнипе, ÿссе çитсе яваплă должноç йышăннисен тавракурăмĕ ансăррипе пулнă.

- Иртнĕ кунсенче Шупашкарта çар тумне евĕрлекен çи-пуç сутакан лавккана кĕтĕм. Раççейри çар çыннисен тумтирĕ хурăмлă куртка çине Германи ялавне вырнаçтарнине асăрхасан çÿç вирелле тăчĕ. Ют патшалăх ялавĕ пирĕн çĕршыв çарĕпе епле çыхăннă? Ку фирмăна çакнашкал тум çĕлеме, лавкка хуçине унпа сутă тума кам ирĕк панă? - тарăхса калаçрĕ Сергей Николаевич. Чăнах та, ăнланма çук ку пулăма.

Телее, юлашки вăхăтра, 10-15 çул каяллахипе танлаштарсан, çамрăксем салтака кайма ытларах ăнтăлни савăнтарать. Çарпа çыхăннă вĕренÿ заведенийĕсенче ăсталăха туптас, ÿт-пĕве пиçĕхтерес кăмăллисем те çуллен нумайланаççĕ. Вĕсен йышĕнче хĕрсем те чылаййăн. Пĕлтĕр кăна Чăваш Енри 80 пике çар училищисене вĕренме кĕрес тĕллевпе экзаменсем тытмашкăн кайнă, вĕсенчен 11-ĕшĕ курсант пулса тăнă. Пĕтĕмĕшле илсен, 1 вырăншăн 40 çамрăк тупăшни те хăратмасть яшсемпе хĕрсене, вĕсем çар тумĕ тăхăнса çĕршыва юрăхлă çын пуласшăн. Тепĕр пулăм та - Раççейри тĕрлĕ хулара анлă сарăлнă «Вилĕмсĕр полк» акци - мăнаçлăх туйăмĕ çуратать: Çĕнтерÿ кунĕнче çынсем хăйсен аслашшĕ-асламăшĕн, кукашшĕ-кукамăшĕн, тăванĕсен сăнÿкерчĕкĕсене йăтса утаççĕ. Хытă чĕреллин куçĕнче те çутă тумламсем капланаççĕ темиçе çухрăма тăсăлакан колоннăна курсан. Апла-тăк шанчăк пĕтмен-ха, çамрăксен чунĕнче патриотизм туйăмне вăйлатма пулать. Хамăрăн çеç çине тăмалла, пуçарулăх кăтартмалла.

«Çавра сĕтел» вăхăтĕнче ЧР культура министрĕн заместителĕ Вячеслав Оринов та сăмах илчĕ. Çĕршыв, тăван халăх историне пĕлекен çын çĕршывшăнах, тăван халăхшăнах çине тăрса ĕçлессине палăртрĕ вăл. Мероприяти пуçаруçи Лев Кураков культурăпа искусствăсен институчĕ республикăра пурăнакан çамрăксемшĕн кăна мар, ытти регионта тĕпленнĕ чăвашсемшĕн те культура вĕрентĕвĕн центрĕ пулмалли пирки каларĕ, культура тытăмĕнче ĕçлекенсен патриотизм туйăмĕпе çунатланса аталанмаллине палăртрĕ. Аслă шкула 60 кĕнеке парнелесе «çавра сĕтел» ĕçне пĕтĕмлетрĕ. Кунта итленĕ докладсене, институт преподавателĕсемпе студенчĕсен статйисене кĕнекелесе пичетлĕç, ăна кун çути кăтартассипе çыхăннă расхутсене Лев Пантелеймонович хăй çине илĕ. Çакăн çинчен пĕлсен зал тăвăллăн алă çупрĕ.

Дмитрий МОИСЕЕВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.