Комментировать

25 Фев, 2016

Ĕçкĕç арăм нуша кăтартать

Мĕн чухлĕ хĕрарăм упăшки эрех-сăрапа айкашнăшăн тарăхса вăхăтсăр ватăлать, чире каять пулĕ? Кăвак пит-куçпа çÿрени, ачи-пăчине çавăтса килтен тухса тарни, хуçалăха хăйĕн хулпуççийĕ çинче сĕтĕрни... пит çинче йĕр хăвармасăр иртмеççĕ. Ĕçкĕçпе çыхланни - пурнăçа сая янипе танах. Хĕрарăмсем кăна мар, арçынсем те мăшăрĕн усал йăлине пула шар кураççĕ. Куславкка районĕнчи Карач ялĕнчи Михаил Петров «симĕс çĕленпе» туслашнă арăмĕпе чылай çул нуша курса пурăнни çинчен каласа кăтартрĕ.

Хаçат урлă паллашнă

Миша çамрăк чухне вăтанчăклăхне пула хĕрсемпе çÿресех кайман, çавăнпа «Çамрăксен хаçачĕ» пулăшнипе савни тупма тĕв тытнă. «Паллашу кĕтесне» пĕлтерÿ панă пикен адресне ыйтса Михаил çыру шăрçаланă. Редакци 23-ри каччăн кăмăлне тивĕçтермесĕр хăварман. Ун чухне кĕсье телефонĕсем пулман, хĕрпе каччă çыру çÿретме тытăннă. Хĕр çав вăхăтра хулара хваттер тара тытса пурăннă, пасарта ĕçленĕ.

Миша ашшĕне кура техникăпа ачаранпах кăсăкланнă, водителе вĕренсе тухса права та илнĕ. Пикепе пĕрремĕш хут курнăçма çăмăл машинăпа çитнĕ вăл. Пулас мăшăрĕ пурăнакан çурта кĕçех шыраса тупнă. Хваттер алăкне уçнă чиперккене курсан: «Çакнах качча илме тивĕ-ши вара?» - пĕр кĕтмен-туман çĕртен мĕлтлетнĕ шухăш каччăн пуçĕнче. Калаçса ларнă хыççăн пике савнине хĕр тусĕсемпе паллаштарма та ĕлкĕрнĕ. Киле кайнă чухне çул çинче Миша хăйне питĕ япăх туйнă: те автомобиль салонĕнчи ароматизатортан тухакан шăршă пуçа ыраттарнă, те урăх сăлтава пула аптăранă вăл. Руль умĕнчи ларкăчра выртса тенĕ пек киле çитнĕ. Ÿт температури 40 градуса çитсен çĕрле васкавлă медпулăшупа яша Куславкка районĕн тĕп больницине ăсатнă. Сывлăхĕ лайăхланманран унтан часах кăларман. Пĕр кунхине палата алăкĕ уçăлса кайнă та... хаçат урлă паллашнă пике кĕрсе тăнă. Мĕнле майпа лекнĕ вăл кунта? Кăмăл пулсан, тĕллев тытсан çынна шыраса тупасси йывăр-и вара? Мишăна килĕштермен тĕк хĕр ун патне пымĕччĕ паллах.

Виçĕ уйăхранах - туй

Çуркунне çыру урлă паллашнăскерсем çулла туй туса пĕрлешме тĕв тытнă. 1998 çулта пулнă ку. Унччен малтан, çу уйăхĕнче, шăпах çĕрулми лартнă вăхăтра, Миша савнине тăванĕсемпе паллаштарма яла илсе килнĕ. «Темĕн, пĕрле пурăнса пĕтерессĕн туйăнмасть», - кин пуласси хăйне кăнттам та мăнкăмăллăн тытни йыснăшне килĕшменрен, çапла каланă вăл. Амăшĕ те хĕре питĕ кăмăлласах йышăнман, анчах ывăлĕ суйланă тăк - хирĕç каяймăн. Пулас хунямăшне йăлтах кăсăклантарнă: ăçта вĕреннине, ĕçленине тĕпченĕ. Миша суйнă. Штукатур-маляр специальноçне алла илнĕ пике пасарта ĕçленине каламан вăл. «Лавккара сутуçăра тăрăшать», - тенĕ. «Йĕркеллĕ пурăннă пулсан арăм вĕренменни пĕлтерĕшлех те марччĕ-ха», - палăртрĕ çынра чунлăха мала хуракан Михаил.

«Юрату-мĕнне ăнланмасăрах, пĕр-пĕрне лайăх пĕлмесĕрех, тĕплĕн шухăшламасăрах хăмăт тăхăнтăм. Паллашни те виçĕ уйăх ытларах çеçчĕ. Туй пирки аса та илес килмест. Ун умĕнхи каç трактористра ĕçленĕ йысна путса вилчĕ. Кун пирки пĕлмен эпир. Шăрăх кунсем тăратчĕç, вăл, хĕрĕнкĕскер, шыва кĕме кайнă. Япалисем çыран хĕрринчех выртса юлнă. Çи-пуçне пăрахса хăварса труççи вĕççĕн киле кайни, çĕр каçма таврăнманни тăтăш пулнăран аппа инкек пирки чухламан. Эпир туй сикнĕ каçхине йысна шыв тĕпĕнче выртнă... Туй кунĕнче ăна тупас тăк, паллах, савăнăçлă нимĕнле ĕçкĕ те пулмĕччĕ. Тен, авланмăттăм та», - иртнине куç умне кăларчĕ Михаил. Вилепе тупăшса туй-çуй ирттересси чăвашсен йăлинче мар, кăна никам та ырламĕ. Анчах пĕлмен çынна Турă каçарать теççĕ-çке. Шăпа çырнинчен иртеймĕн - Михаил çав хĕрех качча илнĕ. Кайран ĕмĕр пĕр-пĕрне юратса, пĕр çăвартан пурăнма сăмах парса венчете тăнă вĕсем.

Çемье пурнăçĕнчи савăнăçлă кунсем халĕ 40-ри арçыннăн асне килмеççĕ. Вĕсем арăмĕ эрех-сăра ĕçсе тарăхтарнипе хура чатăрпа хупланнă.

Вĕрентсе кăларнă

«Арăмăн пуçне таçтан шухăш пырса çапнă - Шупашкарти медучилищĕне вĕренме каймалла. Çамрăк чухне, качча тухиччен, мĕн туса пурăннă? Экзамен тытма кайнă та - кĕреймен. Аннем - правур хĕрарăм, пăшатан пек пур çĕре çитсе ĕç тăваять. Вăл пулăшма шантарчĕ: вĕреннĕ çынна ытларах хисеплеççĕ терĕ-тĕр. Çав тытăмра ĕçлекен пĕр пĕлĕше сысна пусса кайса патăмăр, арăма вĕренме кĕртрĕмĕр. Вăхăт нумай та иртмерĕ - пирĕн «студентка» киле кăмăлсăр таврăнчĕ те: «Вçо, урăх каймастăп», - терĕ. Анне тарăхса кайрĕ. Вăл чупса çÿрени харама кайрĕ мар-и? Арăмăн каçхи сменăра ăс пухас килет имĕш. Анне уншăн «пуян куккапа» тепре калаçма кайрĕ вĕт, арăмăн кăмăлне тивĕçтерчĕ. Вăл хуларан киле çÿретчĕ, Çĕрпĕве ăна кĕтме машинăпа тухаттăм. Çапла вĕрентсе кăлартăмăр, çын турăмăр темелле... Кайран Куславккана больницăна вырнаçрĕ. Алли ĕç майне пĕлет унăн, пациентсем хисеплеççĕ...» - чунне уçрĕ арçын.

Килтен тухса кайсах

Хĕрарăма телейлĕ пулма мĕн кирлĕ? Юратнă çын, ача, ĕç... Мишăн мăшăрĕн йăлтах пулнă. Анчах ăш-чике кĕрсе ларнă «симĕс çĕлен» йĕркеллĕ пурăнма паман ăна. Çамрăк чухнех вăл хĕр тусĕсемпе вăхăта хаваслă ирттерме кăмăлланă, тĕлпулусем эрех-сăрасăр иртмен. Миша авланиччен ÿсĕр хĕрсене хăй те киле темиçе хутчен леçнĕ. Организмĕ алкогольсĕр пурăнайми пулнине арăмĕ кайран хăй те ăнланнă. «Эсĕ мана мĕншĕн çирĕп тытмарăн?» - тесе вăл çемçе кăмăллă упăшкине ÿпкеленĕ. Арăмне пулăшас тесе Миша ăçта кăна çитмен-ши? Юмăçа та кайнă, мăшăра больницăна та вырттарнă. Пур çынна та алкогольрен сивĕтме çук иккен - арăмĕ эрех ĕçмесĕр 25 кунран нумайрах тÿсеймест. Малтанах вăл сыпсан килтех выртса çывăрнă тăк кайран тухса кайса çĕтсе çÿреме тытăннă. Уйрăмах килте никам та çук чухне тухса шăвăнать вăл. Ывăлĕ пĕчĕк чухне ăна та хăйĕнпе пĕрле çавăтса кайнă. Миша арăмне ăçта кăна шыраман-ши? Е хĕр чухнехи тусĕ, е тăванĕ патĕнче эрнипех киле килмесĕр пурăннă хĕрарăм. Упăшки ăна илме килсен «хăвах мана йăлăнатăн» тесе пуçтахланнă. Çапла каланине илтес мар тесе Миша арăмне шырама кайми те пулнă. Урăлса çитсен хĕрарăм хăех тупăнса килнĕ. «Урăх эрех ĕçместĕп, каçар мана, кунашкалли - юлашки хут...» - çак сăмахсене миçе хутчен илтнĕ-ши Михаил? Анчах вĕсем пушă, ниме те тăман сăмахсем кăна. Михаил вырăнĕнче урăххи пулас тăк ĕçкĕç хĕрарăма чышкă айĕнчен кăлармĕччĕ. 16 çул хушшинче арçын арăмĕ çине алă çĕклесе курман.

Кинĕнчен эрех пытарать

Хунямăшĕ те ватлăх кунĕсенче лăпкăлăх кураймасть. Упăшкинчен эрех пытарса курманскерĕн халĕ сăмакун юхтарсан кинĕн куçĕ тĕлне лекмелле мар лартмалла! Ханшине кăна мар, пăракине те тиркемест лешĕ. Кинемей кинĕ çуралса ÿснĕ çав ял çинчен халăхра мĕн калаçнине илтмен те пуль-ха: çав тăрăхран сысна çури те илме хушмаççĕ тет. Ывăлĕ вара арăм «туянса» килнĕ. Пĕррехинче кинĕпе хунямăшĕ тытăçсах ÿкнĕ. Юрать, çав самантра Миша пырса кĕнĕ, унсăрăн çамрăкки ваттине пăвсах пăрахĕччĕ пуль.

Çухалса пурăннă хыççăн тупăнса килекен арăмĕ халĕ каçару ыйтма та пăрахнă. «Нимĕн пулман пек килсе кĕрет, тĕпелте кĕштĕртетет... Каç пулсан юнашарах кĕрсе выртать. Пĕр-икĕ кун çурăмпа çывăратпăр-ха... Пĕр килте пурăнсан калаçмалли тупăнсах пырать. Арăм апат çиме чĕнет... Майĕпен майлашăнкалатпăр вара. Урăх кĕртместĕп тетĕп, анчах каллех сăмаха тытаймастăп. Пĕлетĕп-ха: каçарнин усси çук, унăн пĕр сăмахне те ĕненме юрамасть. «Ирхи автобуспа килме тухрăм», - тенĕ çĕрте вăл киле çитеймесен те пултарать. Ăçта кайнă? Ĕç графикĕ тĕрлĕрен: е кашни кун, е виçĕ талăк урлă тар тăкмалла. Шăнкăравланин усси çук, телефонне сÿнтерет... Ĕçрен спирт илсе килетчĕ вăл. Пăхатăп - кĕленчесем çук, арăм та çухалнă... Кайран кĕленчесене шыв тултарса хăварма тытăнчĕ. Кама улталасшăн? Аннен эрехне мĕн чухлĕ вăрламан-ши? Хăйĕн тăван килне кайсан та «полтарашкăпа» сăмакун йăкăртса тухнă та...» - йăлт аптăранă арçын.

Уйрăлнă та... тепĕр хут пĕрлешнĕ

2004 çулта Михаил Петров мăшăрĕнчен саккунлă майпах уйрăлнă, пропискăран та кăларнă. Çакăншăн арăмĕн тăванĕсем ăнах айăпланă, вăрçăнсах кайнă. Арçынран алимент шыраса илмелле тунă. Хĕрарăм машина тытсах япали-качки тиенсе каçкÿлĕм Карачран тухса кайнă. Пĕчĕк ывăлĕ ашшĕнчен çари! çухăрсах уйрăлнă. Кукамăшĕн килĕнче пĕр уйăх пурăнсан та арçын ача хăнăхайман, уншăн ку кил ют пулнăран вĕçĕмех макăрнă. Авăн уйăхĕнче, ачан çуралнă кунĕнче, Мишăн аппăшĕ хресна ывăлне саламлама каймашкăн ÿркенмен. «Ывăлу вилсе каясла макăрать», - пĕртăванĕ çапла пĕлтерсен Мишăн чунĕ тÿсеймен, самантрах çула тухнă. «Çитрĕм кăна - ача савăннипе ман çине сиксе ларчĕ те ниçта та уйрăлмарĕ. «Ачана текех йĕртсе пурăнтармастăп, пĕрле илсе каятăп», - терĕм. Унăн япалисене пуçтарса пачĕç. Темиçе кунран арăм та хыççăн килчĕ, каçару ыйтрĕ, пĕрле пурăнма сĕнчĕ. Каллех каçартăм», - пурнăçĕ еплерех куснипе паллаштарчĕ Миша. Каçарнă çеç мар, 2010 çулта вĕсем ЗАГСа кайса тепĕр хут çырăннă. «Алиментран хăтăлас тесе çапла турăм. Е кăмăл çавăн пек манăн, хамах айван», - тÿрре кăларчĕ вăл хăйне.

Ылтăн эрешĕсем те çухалнă

«Уявсене юратми пултăм. Арăм тăвансемпе савăнма пĕлмест, хăр-хар калаçать. Ĕçкĕсене те тухса çÿреме пăрахрăмăр. Кăçалхи Çĕнĕ çула та çывăрсах кĕтсе илтĕм, пĕрле ларса та уявламарăмăр. Йĕркеллĕ пурăнас шанчăкăм пĕтрĕ. Ывăлăм та ÿсрĕ ĕнтĕ. «Анне ăçта?» - тесе ыйтсан унччен суйма тиветчĕ, халĕ хăех ăнланать. «Тепре килтен тухса çухалсан - каçармастăп», - амăшне çапла çирĕппĕн каларĕ вăл. Ывăл та унпа тарăхса çитрĕ. Анчах тĕпренчĕкĕн сăмахне те ăша хывмарĕ арăм - паянхи кун та килте çук вăл, ăна курманни икĕ эрне иртрĕ, - сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи. Ывăлĕнчен çакнашкал сăмахсене илтнĕ хыççăн та чирĕпе кĕрешме вăй-хал тупаймасть-ши хĕрарăм? Хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçламасан амăшĕн правинчен хăтарасран та шикленмест-ши вăл? Юрать-ха, асламăшĕпе ашшĕ арçын ачана лайăх пăхаççĕ: çи-пуçĕ таса, хырăмĕ тутă... Çавăнпа хальлĕхе опекăпа попечительлĕх органне «сигнал» çитеймен ахăртнех. Вутпа вылять вĕт ку хĕрарăм.

«Атте укçана яланах аннене паратчĕ, вăл нухрата çирĕп тытать, айкки-майккинелле салатмасть. Эпир те шалу илсен малтанах пĕр енчĕке хураттăмăр. Пĕррехинче «кассăран» 6 пин тенкĕ çухалчĕ. Çавăн чухлĕ эрех туянса ĕçсен - эпĕ вилетĕпех, манăн организм чăтаймĕ. Кайран укçана уйрăм хума тытăнтăмăр. Ылтăн эрешĕсем те таçта çухалчĕç, эпĕ парнеленĕ вăчăра та мăйĕнче çук. Ăçта çĕтернĕ? Пĕлместĕп», - пытармарĕ Миша. Арăмĕ ÿсĕр е киле килмесĕр çÿренĕ чухне унăн алли çыхланать, ĕç патне пымасть, пуçра ялан пĕр ыйту: малалла мĕнле пурăнмалла?

Тимĕр-тăмăра та чун кĕртет

Михаил тĕрлĕ предприятире водительте ĕçленĕ, пуçлăха та турттарнă, рейс автобусĕпе те чупнă... Пĕр вăхăт юлташĕсемпе пĕрле уçнă автосервисра машинăсем юсанă. Ку енĕпе унăн алли ылтăн. Тимĕр-тăмăр купинчен илсе килнĕ техникăна та чун кĕртет вăл. Килти гаражĕ машинăпа трактор паркĕ пекех: тем те пур унта. Кунер ял тăрăхĕнче автомашинăпа хăвăрт чупас енĕпе ăмăрту йĕркелеме те пулăшнă Миша. Автомобильсене юратаканскер тĕрлĕ шайри тупăшăва тăтăшах çÿрет. Ĕçсĕр пĕр самант та лармасть, çулла ун валли калăм ялтах тупăнать. Арçын çемйине тăрантарас тесе пĕр вăхăт шапаша çÿренĕ. Анчах килти лару-тăрушăн пăшăрханнипе ку ĕçе пăрахма тивнĕ.

Миша пек ырă кăмăллă, çем-йишĕн тăрăшакан арçын пирки пур хĕрарăм та ĕмĕтленет. Йăваш чунлăскерпе телей курса çеç пурăнмалла та, анчах мăшăрĕ çакна хаклама пĕлмест. «Арăма каçарсан та пуçра пĕр шухăш çеç - халь-халь эрех ĕçсе кайĕ-и?» - терĕ пулин те Миша унран уйрăлман-ха. Мĕн кĕтсе пурăнать? Хăй те пĕлмест. Лайăх хĕрарăм тупăнаймасран хăрать-ши? Сĕтпе пиçсе каякан турăха та вĕрсе ĕçет теççĕ вĕт.

Пирĕн калаçура «Мĕнле пурăнмалла?» ыйту час-часах сиксе тухрĕ. Анчах хуравĕ тупăнмарĕ. Ĕмĕр иртет, хăçанччен çапла нуша курса пурăнмалла? Çĕр тĕрлĕ сĕнÿ паракан тупăнсан та ку ыйтăва Миша хăй çеç татса парайĕ.

Алина ИЗМАН.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.