Комментировать

18 Мар, 2014

Кăтартусем лайăхланнă

2013 çула Чăваш Ен Правительстви ăнăçлă вĕçленĕ: республикăн патшалăх парăмне чакарас, бюджет йышăнас тата ăна пурнăçлас тĕллевпе пахалăха ÿстерес, харпăр хăй тупăшне пысăклатас тĕлĕшпе ÿсĕмсем пур.

Налук тытăмне çĕнетессипе çыхăннă мероприятисем кăтартăва лайăхлатнă. 2013 çулта республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăшĕ 43079,2 млн тенке çитнĕ, 2012 çулхинчен 2963,2 млн тенкĕ /7,4%/ ÿснĕ. Чăваш Ен бюджечĕ пĕлтĕр РФ Президенчĕн çу уйăхĕнчи указĕсемпе килĕшÿллĕн приоритетлă енсенчен йĕркеленнĕ.

Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ бюджечĕн харпăр хăй тупăшĕ 27921,9 млн тенкĕпе танлашнă, виçĕм çулхинчен 2346,3 млн тенкĕ /9,2%/ ÿснĕ /Раççейĕпе - 3,2%, федерацин Атăлçи округĕпе /ФАО/ - 5,1%/. Пирĕн республика ФАО субъекчĕсен хушшинче - 4-мĕш вырăнта.

ЧР пĕрлештернĕ бюджечĕн харпăр хăй тупăшĕн 90% - налуксем, ытти - налуксем мар тупăш. Налук тупăшĕсен тĕп пайĕ организацисемпе уйрăм çынсен усламĕн налукĕсенчен пуçтарăннă /61,2%/.

2013 çулта организацисен усламĕнчен кĕнĕ налук тупăшĕ 5234,4 млн тенке çитнĕ, виçĕм çулхинчен 0,4% сахалрах. Çакнашкал сулăм пур регионта та палăрать: Раççейĕпе - 13,1%, федерацин Атăлçи округĕнче 9,5% пĕчĕкрех. Чăваш Ен ФАО субъекчĕсен хушшинче - иккĕмĕш.

Уйрăм çынсен усламĕнчен кĕнĕ налук ÿснĕ. Вăл 10134,8 млн тенкĕпе /9,7%/ танлашать /Раççейĕпе - 10,5%, ФАОпа - 11,4%/.

Пĕлтĕр бюджет тивĕçтерÿлĕхне танлаштарма республика 7037,9 млн тенкĕ /30,3% ытларах/ дотаци илнĕ.

2013 çулта ЧР пĕрлештернĕ бюджечĕн тăкакĕ 44456,9 млн тенкĕпе /5,3% ÿсĕмлĕ/ танлашнă.

РФ Президенчĕ Владимир Путин çу уйăхĕнчи указĕсенче регионсене социаллă политикăпа сывлăх сыхлавне, ăслăлăхпа пĕлÿ парассине, ЖКХ тытăмне аталантармашкăн укçа уйăрма чĕнсе каланăччĕ. Указсене пурнăçланă май ЧР пĕрлештернĕ бюджечĕн тăкакĕсем социаллă культура сферишĕн пысăкланнă, 31155,2 млн тенкĕпе /пĕтĕм тăкакăн 70,1%/ танлашнă, 2012 çулхинчен 4,5% ытларах. Социаллă тăкаксене ÿстернĕ май, Чăваш Республикин патшалăх парăмĕ 2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне пĕлтĕрхи çав вăхăтпа танлаштарсан 381,6 млн тенкĕ /3,7%/ чакнă, 9827,1 млн тенкĕ пулнă, планланă шайран 935,4 млн тенкĕ /8,7%/ пĕчĕкрех.

Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ май 2013 çул республикăшăн лайăх пулнине палăртмалла. Чăваш Ен Правительстви хăйĕн бюджет обязательствисене вăхăтра та пахалăхлă пурнăçланăран 2014 çулта та ăнăçлă старт илчĕ.


В.СТЕПАНОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.