Чăх пакартин çурхахĕпе
Илтнĕ тăрăх, чăх пакартин хуппийĕпе пÿрери чула тĕпретсе кăларма пулать. Эпир ача чухнех, вар-хырăм пăсăлсан пире типĕтсе хатĕрленĕ çав çурхаха чăмлаттаратчĕç е вĕтетсе пĕчĕк кашăк вĕçĕпе çитеретчĕç. Унăн сиплĕхĕ çинчен пĕлес килет.
Геннадий ИВАНОВ.
Çĕнĕ Шупашкар.
Чăх пакартин шалти çурхахĕпе /хуппийĕпе/ ĕлĕкех вар-хырăм чирĕсенчен сипленни тĕрĕсех. Вăл варвиттирен, пÿре, ват, шăк хăмпи чирĕсенчен сиплет.
Асăрхаттаратпăр: халăх мелĕпе сипленнĕ чухне те тухтăрпа канашламалла. Сиплев йĕркине пăхăнмалла, тимлĕ пулмалла.
Пÿрери чултан. Сиплев курсĕ валли 20-25 пакарта çурхахĕ кирлĕ. Çурхаха пакартаран вистемелле, çуса тасатса типĕтмелле. Типнĕ çурхах лайăх ванать. Ăна турилккене хурса тукмакпа е кофемолкăпа вĕтетмелле. Вăл çăнăх пек пулать. Çак порошока ирхине апатчен çур сехет маларах туллиех мар пĕр чей кашăкĕ лĕп шывпа е сĕтпе ĕçмелле. Сиплев вăхăчĕ - 21 кун.
Пÿрери чул йăлтах ирĕлсе тухас вăхăт тĕрлĕрен. Вăл чир йывăрлăхĕнчен, пÿрери чул пысăкăшĕнчен килет. Хăшпĕрине пĕр сиплев курсĕ те сывалма çитет. Теприн вара икĕ курс ирттерме тивет. 21 кун сипленнĕ хыççăн 20 кун тăхтав тумалла та каллех тепĕр 21 кунлăх сиплеве пуçламалла. Сипленнĕ чухне те, тăхтав вăхăтĕнче те ытлашши çуллă, ăшаланă, пăрăçлă, тăварлă апат çиме юрамасть.
Икĕ курс сипленнĕ хыççăн чылайăшĕн ăш-чикĕ чултан йăлтах тасалать. Асăннă йĕркепе сипленсен ватри чул та ыраттармасăр ирĕлсе тухать.