Комментировать

25 Фев, 2016

Республика кунне лайăх кăтартусемпе кĕтсе илесшĕн

"Çитĕнÿсем пур, çапах ĕçлемелли тата нумай-ха", - шăпах çакăн пек шухăш патне пырса тухрĕç. Элĕк районĕн 2015 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетес тата кăçалхи тĕллевсене палăртас тĕлĕшпе йĕркеленĕ канашлăва хутшăннисем.

Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче иртнĕ канашлăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Михаил Резников ертсе пычĕ. Унта çавăн пекех ЧР Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен патшалăх комитечĕн председателĕ Наталья Тимофеева, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Владимир Мидуков тата Николай Ванеркин хутшăнчĕç.

Тĕп докладпа Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов паллаштарчĕ. Ÿсĕмсем пирки калас-тăк - пĕлтĕр Элĕк районĕн консолидациленĕ бюджечĕн тупăш пайĕ 2014 çулхипе танлаштарсан пысăкланнă, çĕр лаптăкĕсене сутса тата муниципалитет пурлăхне тара парса тунă укçа калăпăшĕ ÿснĕ. Ял хуçалăхне илсен Ÿрайон экономикинче агропромышленноç комплексĕ ертсе пыракан отрасль шутланать? пĕтĕм категорири хуçалăхсем туса илнĕ продукци калăпăшĕ виçĕмçулхинчен пысăкрах. Пĕр ĕне пуçне сĕт сăвассин, тырпул, çĕрулмипе ытти пахчаçимĕç туса илессин кăтартăвĕсем те лайăхланнă. Шел, ял хуçалăх предприятийĕсенче мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 6,2: чакнă. Выльăх-чĕрлĕх тата чăх-чĕп производстви те Ÿчĕрĕ виçепе? 2014 çулхи шайран кăшт пĕчĕкрех.

«2015 çул кăтартăвĕсемпе Элĕк районĕ республикăри районсен хушшинче тĕп зонăра 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Аграрисен кăçалхи тĕп тĕллевĕсем - çуракине вăхăтра хатĕрленсе ирттересси, мăйракаллă шултра выльăх шутне сыхласа хăварас тĕлĕшпе мерăсем йышăнасси, инвестици проекчĕсене пурнăçласси, сухаламан çĕрсене çаврăнăша кĕртсе акакан лаптăксен калăпăшне ÿстересси», - терĕ Александр Куликов.

«Паянхи кун çĕрпе ĕçлес тата ял хуçалăхпа выльăх-чĕрлĕх продукцине тирпейлес енĕпе уйрăмах тимлĕ пулмалла. Бюджета тултарассине лайăхлатас тĕлĕшпе ĕçе вăйлатмалла, районăн ку енĕпе резервсем пур. Усă курман çĕрсем пурри шухăшлаттарать. Халĕ çĕр сферинче май килнĕ таран хăвăртрах йĕрке тумалла, унсăрăн инвесторсене явăçтараймăн. Ял хуçалăхне пулăшмалли программăсемпе усă курса малалла аталанмалла”, - палăртрĕ Михаил Резников. Вице-премьер районăн ĕç-хĕлĕнчи ырă самантсене те асăнчĕ: Элĕксем авариллĕ çурт-йĕрте пурăннă çынсене хăтлă хваттерсемпе тивĕçтернĕ, çавăн пекех çурт-йĕр хăпартассин планне 100: пурнăçланă.

Николай Ванеркин депутат çамрăксене усă курман çĕр лаптăкĕсене, колхозсем саланнăран пушă тăракан фермăсене тара илме-туянма сĕнчĕ, унсăрăн вĕсене ют çĕртен килекенсем куç хывассине систерчĕ. Тăрăшсан ĕçлеме пулатех. Тĕслĕх вырăнне "Новый путь" хуçалăх çитĕнĕвĕсене илсе кăтартрĕ. "Элĕксем чăнласах та ĕçлеме пĕлеççĕ”, - унăн сăмахне малалла тăсрĕ Владимир Мидуков депутат. Наталья Тимофеева районта пурăнакансем Ĕç çыннин çулталăкĕнче чылай кăтартăва лайăхлатасса шаннине пĕлтерчĕ. Çитменнине, кăçал Республика кунне халалланă мероприятисем Шупашкар хулипе пĕрлех Элĕк районĕнче те иртмелле-çке. Эппин, уява лайăх кăтартусемпе кĕтсе илме ăнтăлмалла.

Канашлура çамрăксем пирки те нумай калаçрĕç, чи маттуррисене пултарулăхри ăнтăлушăн Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнине ĕнентерекен свидетельство пачĕç. Сумлă хăнасем çав кунах ĕçлекен çамрăксемпе тĕл пулчĕç. Кунта райадминистраци çумĕнче Çамрăксен правительствине йĕркеленĕ. Çавăн пекех район больницинче Ĕçлекен çамрăксен канашĕ, районти Çамрăк педагогсен ассоциацийĕ пур, ял тăрăхĕсен çумĕнче Çамрăксен канашĕсем ĕçлеççĕ. Тĕлпулура хĕрсемпе каччăсем хăйсене хумхантаракан ыйтусене хускатрĕç. Унта ĕçе пуçăнакан предпринимательсемпе фермерсене пулăшмалли меслетсене те сÿтсе яврĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.