"Çитĕнÿсемпе лăпланса лармалла мар..."
Чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта сиплев тата социаллă пулăшу учрежденийĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç. Мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.
"Çулталăк вĕçлениччен нумай юлмарĕ, çавна май хамăр ĕçе пĕтĕмлетме тата малашлăх тĕллевĕсене палăртма вăхăт çитрĕ, - терĕ Михаил Игнатьев мероприятие уçнă май. - Сывлăх сыхлавне аталантармашкăн сахал мар укçа-тенкĕ тăкакларăмăр. Республикăн модернизаци программине пурнăçласа 4,8 млрд тенкĕ пĕтернĕ, сиплевĕн 40 учрежденине е мĕн пуррин 65 процентне çĕнетсе улăштарнă, чир-чĕре маларах тупса палăртакан тата сиплев пахалăхне ÿстерекен çĕнĕ йышши 2,7 пин оборудовани туяннă".
Медицинăн пахалăхлă пулăшăвне хальхи саманара хулара пурăнакансем кăна мар, ял халăхĕ те вăхăтра тивĕçме пултартăр тесе республика ертÿлĕхĕ тивĕçлĕ мерăсем йышăнать. Вĕсенчен пĕри - Чăваш Ен Пуçлăхĕн указĕпе пирĕн хутлăхра виçĕ çулта çĕнĕ йышши 100 ФАП уçма йышăнни. Паянхи кун тĕлне 19-шне хута янă ĕнтĕ. Çулталăк вĕçлениччен тата тепри Улатăр тăрăхĕнче пациентсемшĕн хăйĕн алăкне уçмалла.
Демографире те ырă улшăну сахал мар, çынсем вилесси чакса, ача çураласси ÿссе пырать. Çут тĕнчене килекенсен йышĕ пурнăçран уйрăлнисен хисепĕнчен кăçал юлашки 20 çулта пĕрремĕш хут иртсе кайнă.
Йышлă çемьесене патшалăх хавхалантарать. Çапах та, "Иккĕмĕш ачашăн амăшĕн капиталĕ параççĕ, çавăнпа укçашăн çуратакансем йышлă тенипе килĕшместĕп, - палăртрĕ Михаил Игнатьев. - Çут тĕнчене килекен çĕнĕ кайăк кĕтнĕскер, юратнăскер пулмалла. Унăн килĕшÿллĕ те çураçуллă, тăнăçлă çемьере çитĕнмелле, тивĕçлĕ воспитани илсе тăван халăха юрăхлă пулмалла. Çакăншăн тăрăшатпăр та".
Республикăра пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕ вăй илнине федераци шайĕнче те ырлаççĕ, амăшлăхпа ачалăх сывлăхне упрас енĕпе пухнă опыт та пуян, ку енĕпе Президентăн Перинаталь центрĕн çитĕнĕвĕсем курăмлă. Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх - çакăн йышши учрежденисене ытти регионсенче уçмашкăн федераци бюджечĕ укçа ытларах уйăрнине тĕпе хурса асăннă центра малалла аталантармашкăн республикăн хăйĕн нухратне яма тивет, апла тăк тăкаксене оптимизацилес пирки тĕплĕн шухăшламалла.
Малашлăх тĕллевĕсенчен тепри - пысăк технологи пулăшăвĕ илнĕ пациентсене реабилитацилессине тивĕçлĕ шая çитермелле: вĕсем кĕске тапхăртах ĕçлес пултарулăха тавăрма пултарччăр.
Пирĕн хутлăхра "Земство тухтăрĕ" программăпа килĕшÿллĕн 181 çамрăк специалист ялти сыватмăшсене вырнаçнă. Патшалăх уйăрнă укçапа вĕсенчен чылайăшĕ ĕçе çÿремешкĕн çăмăл автомашина туяннă. Михаил Игнатьев шухăшĕпе - халĕ вара çамрăксем ялта тымар яччăр - çемье çавăрччăр, çурт-йĕр çĕклеччĕр - тесе "Ялăн социаллă аталанăвĕ" тата "Çамрăк çемье" программăсене хутшăнмашкăн май туса памалла.
РФ Президенчĕн иртнĕ çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи Указне пурнăçласа медицина ĕçченĕсен шалăвне пысăклатнă. Çавна май вĕсен хăйсен те яваплăрах пулмалла, халăха тивĕçтерекен медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстерессишĕн тăрăшмалла.
Сиплев учрежденийĕсенчи черет ыйтăвĕ те канăçсăрлантарчĕ Михаил Игнатьева, тĕп тухтăрсемпе ертÿçĕсене ирсерен 7 сехетре, пациентсенчен юн анализĕ илме тытăннă вăхăтра, коридора тухса лару-тăрупа интересленме сĕнчĕ. Черет пысăк тăк мерăсем йышăнмалла, пуçлăх пуканĕ çинче ларнипех коллектив ĕçне йĕркелесе пыма май килмĕ.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова хăйĕн докладĕнче палăртнă тăрăх - асăннă отраслĕн виçĕ енĕ - халăхăн пĕтĕмĕшле диспансеризацийĕ, амăшлăхпа ачалăх сывлăхне упрасси тата информаци тытăмне аталантарасси - приоритетлă тĕллевсем пулса тăраççĕ. Ку енĕпе палăртнă задачăсем ăнăçлă пурнăçланаççĕ. Çав вăхăтрах усал шыççа тата çул-йĕр инкекне пула вилекенсен шучĕ ÿсни пăшăрхантарать.
Алла Владимировна шухăшĕпе - канăç паман ыйтусенчен тепри - медицинăра ĕçлекенсем çитменнни. "Сахалланса пыратпăр, тухтăрсем кăна мар, медицинăн вăтам тытăмĕнче вăй хуракансем те. Кадрсене илес тĕк врачсем те, вăтам сыпăкри специалистсем те 17 процент çитмеççĕ", - палăртрĕ вăл. Апла пулин те юлашки 5 çулта йышра 30 çула çитмен специалист нумайланни кăмăла çĕклет. Вĕсене çирĕплетсе хăварас тĕллевпе шалăва хăпартмалла. Министр сăмахĕпе - "Çул-йĕр карттин" пĕтĕм кăтартăвне пурнăçласа пыраççĕ, ĕç укçине çитес çулта та ÿстерме палăртнă.
Анлă ларура сиплев учрежденийĕсем хăйсем тĕллĕн тĕрлĕ хатĕр туяннин эффективлăхне, вĕсен ĕçĕн пахалăхне никама пăхăнман тытăм хакланине сÿтсе яврĕç.
Кăçал социаллă учрежденисенче те улшăну чылай пулчĕ: иртнĕ çултанпа вĕсенчен 17-шĕ пĕрлешсе комплекслă 7 центр пулса тăчĕ. Министр палăртнă тăрăх - социаллă пулăшăва çынсем патне çывхартмашкăн тата унпа комплекслă майпа тивĕçтермешкĕн ĕçе "участок" мелĕпе йĕркелени усăллă. Урăхла каласан, социаллă тата медицина ĕçченĕсен пĕрле тăрăшмалла. Модернизацин çак мелĕ пĕчĕккисен вилĕмне сирме, чире вăхăтра тупса палăртса пациента сиплев учрежденийĕсене çийĕнчех çитерме май парать.
"Умри тĕллевсем паллă, халĕ çитĕнÿсемпе çитменлĕхсене тĕплĕн тишкермелле. Пĕрлехи вăйпа эпир кăтартусене лайăхлатма пултаратпăрах", - терĕ министр.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев анлă ларăва пĕтĕмлетсе медицинăпа социаллă пулăшу тытăмĕн ĕçченĕсене ырлăх-сывлăх сунчĕ, çитĕнÿсемпе лăпланса лармалла маррине, вĕсене çирĕплетсе малалла ăнтăлмаллине палăртрĕ.
Коллеги ларăвĕ чыславпа вĕçленчĕ: сывлăх сыхлавĕпе социаллă пулăшăвăн хастарĕсен пĕр ушкăнĕ патшалăх наградисене тивĕçрĕ.
Валентина СМИРНОВА