Комментировать

24 Фев, 2016

ЧĂРĂШ ЙĔКЕЛĔПЕ, ЛĂССИПЕ, ТУРАЧĔПЕ

Ялан ешĕл чăрăш - çĕр чăмăрĕ çинчи чи авалхи тата чи усăллă йывăçсенчен пĕри. Вăл микробсемпе кĕрешекен фитонцидсем питĕ нумай кăларать, вĕсем сывлăша çав тери лайăх тасатаççĕ.

Турачĕсен çамрăк вĕçĕсемпе, пулса çитмен йĕкелĕсемпе, лăссипе çÿлти сывлав çулĕсен чирĕсенчен, бронх астминчен, сыпăсен чирĕсенчен сипленме анлă усă кураççĕ. Тĕпрен илсен, чăрăш лăссин препарачĕсем шыççа, микробсене хирĕçле, тар кăларакан, ыратнине ирттерекен, ват шĕвекĕ, шăк хăвалакан витĕмпе палăрса тăраççĕ.

Амалăхра полипсем пулсан. 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ чĕрĕ е типĕ лăсса /авăн уйăхĕнче пухни лайăхрах/ тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. 1 сехетрен сăрăхтармалла. Тутă кĕмелĕх пыл хушмалла. Кунне 3 хут апат умĕн çуршар стакан ĕçмелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен.

Организмран тăвар кăларма. Каçхине чăрăшăн чĕрĕ е типĕтнĕ вăтам йĕкелне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Ирхине йĕкелне кăларса пăрахмалла, шĕвекĕн çуррине ĕçмелле. Юлнине холодильнике лартмалла, ăна тепĕр ирхине ĕçмелле. 30 кун сипленме 15 йĕкел кирлĕ. 10-шар кунлă тăхтавсемпе тата икĕ курс ирттермелле.

Артрит аптратсан. 12 литр кĕрекен витрене çак кун каснă çамрăк чăрăш турачĕсем хумалла, хĕрринченех тенĕ пек тин вĕренĕ шыв тултармалла. Шыв ÿт чăтмалăх сивĕнсен витрене чирлĕ алăсене е урасене чиксе 30 минут лармалла. Унтан алла е урана çăм япалапа чĕркемелле. Пĕр сехет е çĕрĕпех тытма юрать. Процедурăна икшер кун сиктерсе ыратни, шыçни иртичченех тумалла.

Асăрханăр! Чăрăш препарачĕсене нефритпа, нефрозпа, хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пысăккипе, хырăмлăхпа вуник пумăклă пыршă язвипе аптрасан ĕçме юрамасть.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.