Комментировать

19 Фев, 2016

Ырă улшăнусем пулмаллах

Муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе çĕнĕ тĕллевсем палăртаççĕ. Тунтикун ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Комсомольски тăрăхĕнче пулчĕ.

Районта иртнĕ çулсенче тума тытăннă об<ектсене кăçал вĕçлеме, производство хăватне ÿстерме палăртнă. Иван Борисович Чăваш Элпуç ялĕнчи шкул çурчĕн строительствипе паллашрĕ. Киввине çур ĕмĕр каяллах йывăçран хăтланă. Вăл çĕрĕшсе ишĕлес патнех çитнĕ. Çĕннине ку чухнехи пурнăç ыйтнине тивĕçтерсе пĕлтĕрхи çĕртме уйăхĕнче тума пуçланă. Икĕ хутне хăпартса тăррине витнĕ. Хальхи вăхăтра шалта çирĕме яхăн çын ĕçлет. Шкул çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне хатĕр пулмалла.

Строительсен шухăшĕ Иван Моторина тивĕçтермерĕ.

- Шкул çуртне Республика кунĕ тĕлне хута яма тăрăшăр, - сĕнчĕ Иван Борисович. - Ăна вĕçлеме укçа-тенкĕ çителĕклĕ уйăрнă. Çанталăк ăшăтсанах ĕç хăвăртлăхне ÿстерĕр.

Иван Борисович Тукай Мишер ялĕнчи Илфат Айсын хресчен-фермер хуçалăхĕн аш-какай тирпейлекен цехне çитсе курчĕ. Унăн производство кăтартăвĕсемпе, вăл ветеринари-санитари правилисене епле пăхăннипе кăсăкланчĕ.

Культура çуртĕнче районăн 2015 çулхи социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе паллашрĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ Алексей Самаркин халăх хуçалăхĕн мĕнпур отраслĕ çинче чарăнса тăчĕ, çапах ял хуçалăхĕ çинчен ытларах калаçрĕ. Кăтартусем пур енĕпе те курăмлă. Тырпул, пахчаçимĕç, шăрăхра куллен шăварнăран уйрăмах çĕрулми пысăк тухăç панă. Выльăх йышне упраса хăварнă. Халĕ хресченсем хĕрсех çуракине хатĕрленеççĕ. Вăрлăха тасатса кондицие лартас енĕпе республикăра малта пыраççĕ.

Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ ырă улшăнупа савăнтарать. "Земство тухтăрĕ" программăпа килĕшÿллĕн юлашки тăватă çулта района 18 çамрăк специалист ĕçлеме килнĕ. Шел те, кадр ыйтăвĕ шкулсенче çивĕч. Учительсен вăтам ÿсĕмĕ - 46 çул. Икĕ çулран сахалрах вăй хуракансем 0,7: çеç. Çакă пĕлÿ çурчĕсенче çамрăк педагогсен йышĕ çав тери пĕчĕккине пĕлтерет.

Доклада сÿтсе явма ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Кияметдин Мифтахутдинов, финанс тата экономика аталанăвĕн министрĕсен заместителĕсем Светлана Ивановăпа Ольга Ланцова хутшăнчĕç. Ку тăрăхран паллă çын нумай тухнине, район йăла-йĕркепе пуяннине, чылай енĕпе республикăра мала тухнине палăртрĕç. Пĕчĕк тата вăтам бизнес ăнăçлă аталанать, вĕсен 42 суб<екчĕ хушăннă. Шел те, строительсем çурт-йĕр тăвассипе, çул сарассипе плана тултарайман.

И.Моторин канашлăва пĕтĕмлетсе район халăхĕ тăрăшса ĕçленĕрен пысăк çитĕнÿсем тунине палăртрĕ. Çав вăхăтрах тулли хăватпа усă курайман отрасльсен ĕçне вăйлатма сĕнчĕ. Районта ун валли ресурссем çителĕклĕ терĕ. Кăçалхи тĕллевсем уçăмлă, чылайăшĕ ăнăçлă пурнăçланать. Производствăра тÿрĕ кăмăлпа вăй хурса палăрнисем патшалăх наградисене тивĕçрĕç.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.