Комментировать

19 Фев, 2016

Индексацин çĕнĕ йĕрки

Страховани пенсийĕсене 2016 çулта индексацилемелли йĕрке çинчен паянхи кăларăмра тĕплĕнрех калаçăпăр. Хаçат хăни - РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева.
- Роза Алексеевна, пенсионерсем нарăс уйăхĕнчи тÿлеве илме тытăнчĕç, хушăма хăшĕ-пĕри сисмерĕ те. Мĕн сăлтавпа?
- Сăлтавĕ пĕрре кăна мар. Чи малтанах, федерацин социаллă хушма тÿлевне тивĕçекенсен /пĕтĕмĕшле тупăш - пенси укçипе уйăхри ытти тÿлев, çав шута пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тата телефонпа усă курнин компенсацийĕ те кĕрет - Чăваш Енре ватă çынна 2016 çулта пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен - 7391 тенкĕрен - иртмен ĕçлемен пенсионерсен/ унăн сумми улшăнмасан та пултарать. Асăннă ушкăна кĕрекенсем кăрлач уйăхĕнче те çавăн чухлех илнĕ, нарăсра та улшăнман. Çав вăхăтрах вĕсен пенсине 4 процент индексациленĕ. Виçене пысăклатнине пăхмасăр тупăш пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен иртменнипе нарăсри сумма малтанхи шайрах юлнă.
- Пенси виçи улшăнманнин иккĕмĕш сăлтавĕ мĕнпе çыхăннă?
- Иккĕмĕшĕ - пенсионерсене ятран пулăшни. Экономикăн кăткăс лару-тăрăвĕнче патшалăх ÿсĕме тата сывлăх хавшаккине пула ĕçлеме пултарайманнисене хÿтĕлессине мала хурать. Çавна май федерацин иртнĕ çулхи раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнчи 385-мĕш саккунĕпе çирĕплетнĕ страховани пенсийĕсене 2016 çулта индексацилемелли çĕнĕ йĕркене ĕçе кĕртнĕ. Унпа килĕшÿллĕн аслă ăрури ĕçлеме пултарайман пенсионерсене ятран пулăшассине вăйлатнă: вĕсен страховани пенсине пысăклатнă. Ĕçлекеннисене те пенси тÿлесе тăраççĕ, саккун вĕсене суйлама ирĕк панă: малалла вăй хума е ĕçрен кайма, е тепĕр хут вырнаçма пултараççĕ.
Ку - тĕплĕн шухăшласа хатĕрленĕ йышăну. Саккун положенийĕсене Пĕтĕм тĕнчери ĕçлев организацийĕн конвенцийĕсемпе тата пенси страхованийĕн принципĕсемпе шайлаштарнă. Тĕслĕхрен, Пĕтĕм тĕнчери социаллăхпа тивĕçтермелли право страхованийĕн взносĕсене тĕпе хурса никĕсленĕ пенсисене ĕçлекен пенсионерсене тÿлес енĕпе чикĕлемелли майсемпе усă курма ирĕк парать. Обязательнăй пенси страхованийĕнче пенсипе тивĕçтермелли тĕп фактор страхланă тĕслĕх, урăхла каласан - ĕçлес пултарулăха çухатнипе шалусăр тăрса юлни, шутланать.
Аса илтеретĕп: экономика лару-тăрăвĕ йывăррине пăхмасăр, тивĕçлĕ канăва тухмалли ÿсĕме пысăклатмаççĕ тата пенсие пурне те - ĕçлекен тата ĕçлемен пенсионерсене - тÿлеççĕ.
- Ĕçлекеннисен суйлама ирĕк пуррине палăртрăр. Унпа вĕсем мĕнле усă курма пултараççĕ?
- Кашниех хăйĕншĕн меллине суйласа илет. Страховани пенсийĕсен нарăс уйăхĕнчи вăтам ÿсĕмĕ пирĕн республикăра 470 тенкĕпе танлашнă. Кăçалхи иккĕмĕш çур çулта пенсие тепĕр хут индексацилеççĕ. Унăн виçи экономикăри тата социаллă тытăмри лару-тăрупа çыхăннă. Чăн та ĕçлекеннисен пенсине ун чухне пысăклатмаççĕ. Çуллен çурла уйăхĕнче çĕнĕрен шутласа парассине пăрахăçламан: 2015 çулта пухнă пенсин виçĕ балĕ таран шута илеççĕ. Асăннă кăтарту уйăхра илсе тăракан 20 пин тенкĕ шалупа шайлашать, апла-тăк вăй хуракан пенсионерсен ĕç укçине ÿсĕме палăртмашкăн пĕтĕмпех шута илеççĕ.
- Пенсионер ĕçрен кайма палăртнă тейĕпĕр. Унăн пенсине хăçан тата мĕнле виçепе индексацилеççĕ?
- 2016 çулхи çĕртме уйăхĕч-чен куçăм йĕрки пырать. Унпа килĕшÿллĕн, ĕçлеме пăрахнă пенсионер пенсие ÿстермешкĕн ыйтса Пенси фондне е хăй пурăнакан вырăнти нумай функциллĕ центра заявлени çырать. Паллах, çумра паспорт тата ĕç кĕнеки пулмалла. Индексацисен мĕнпур тапхăрне шута илсе пысăклатнă пенсие вăл çырса пĕлтернĕ хыççăнхи уйăхран илсе тăма тытăнать.
Тепĕр хут ĕçе вырнаçсан унăн страховани пенсийĕн виçине чакармаççĕ. Ĕçпе тивĕçтерекенсем 2016 çулхи иккĕмĕш кварталтан тытăнса Пенси фондне хăйсем патĕнче вăй хуракан пенсионерсем çинчен кăтартусем параççĕ. Çавна май иккĕмĕш çур çулта заявлени çырмалла пулмĕ.
- Роза Алексеевна, кăçал пенсионерсен тата мĕнле улшăну кĕтмелле?
- Федераци çăмăллăхçисен /республикăра 105 пин çын шутланать/ уйăхри укçа тÿлевĕ тата соцпакет хакĕ нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 7 процент ÿснĕ. Социаллă пулăшу пуххи халĕ уйăхра - 995 тенкĕ, çав шутра эмел пайĕ - 766, санаторипе курорт сиплевĕн пайĕ - 118, транспорт /хулаçум пуйăсĕпе тÿлевсĕр çÿресси тата сипленнĕ вырăна çăмăллăхпа кайса килесси/ пайĕ - 110 тенкĕ.
Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен патшалăх пенсийĕсем /республикăра вĕсене 27 пин ытла çын, тĕпрен илсен - социаллă пенси илекенсем, тивĕçеççĕ/ 4 процент хăпараççĕ, вăтам виçи 273 тенкĕ ÿссе 7,5 пине çитет.
Патшалăх пенсийĕсен тепĕр индексацийĕ экономикăри тата социаллăх тытăмĕнчи лару-тăрăва кура кăçалхи иккĕмĕш çур çулта иртмелле. Индексаци коэффициенчĕн виçине саккунпа çирĕплетеççĕ.
n Е.ИЛЬИНА

16 страницăпа пичетленет.
 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.