Паттăрсен вилтăприйĕ хытхурапа витĕнмĕ
Вăрçă çулĕсенче пирĕн республикăра эвакогоспитальсем йĕркелени тата вĕсен ĕçĕ, общественноç вĕсене тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕрпе, апат-çимĕçпе, медикаментсемпе тивĕçтерме пулăшни, чирлĕ тата аманнă салтаксене мĕнле пăхни, сыватни çинчен каласа кăтартакан чылай материал патшалăх архивĕн фондĕнче упранать.
Шупашкарти 3056 тата 3057-мĕш эвакогоспитальсем республикăра чи пысăккисем шутланнă. Унта йывăр аманнă салтаксене илсе пынă. Икĕ госпиталĕ те нумай профильлĕ пулнă: хирурги, травматологи, офтальмологи, урологи, отоларингологи тата терапи уйрăмĕсем ĕçленĕ.
Республикăн Сывлăх сыхлавĕн комиссариачĕ тата хуласемпе районсенчи сывлăх пайĕсем 1941-1945 çулсенче эвакуациленĕ госпитальсем йĕркелес тата суранланнисемпе чирлисене май килнĕ таран хăвăртрах сиплес, квалификациллĕ пулăшу парас тесе вăй-хала шеллемесĕр ĕçленĕ. 1941 çулхи авăн уйăхĕнчен пуçласа 1942 çулхи çĕртмеччен Чăваш çĕрĕ çинче 14 эвакогоспиталь уçнă: Улатăрта - 3, Шупашкарта - 3, Канашра - 2, Çĕрпÿре, Шăхасанта, Вăрнарта, Çĕмĕрлере, Куславккара тата Сĕнтĕрвăрринче - пĕрер. Вĕсене хăтлă медицина учрежденийĕсенче, шкул çурчĕсенче тата аслă вĕренÿ заведенийĕсенче йĕркеленĕ. Асăннă сывату учрежденийĕсенче 3100 стационарлă сиплев койки лартнă, пациентсене 71 врач, 332 сестрапа фельдшер, 312 санитарка пăхнă.
3064-мĕш эвакогоспиталь çăмăл аманнисемпе чирлисен 82 процентне строя тăратнă. 3956 тата 3057-мĕш госпитальсенче пациентсене операци хыççăнхи тапхăрта комплекслă сиплессине лайăх йĕркеленĕ.
3069-мĕш госпитале Шăхасанти вăтам шкулăн кирпĕч çуртне вырнаçтарнă. Унччен маларах вăл Вăрнар районĕнчи Калинино ялĕнче пулнă, ун хыççăн - Вăрнар поселокĕнче. 1941 çулхи раштав уйăхĕнче Шăхасана куçарнă. Унта ĕçленĕ çынсем каланă тăрăх, Чăваш Республикине ăна Украинăран илсе килнĕ. Аманнисене Канашри чукун çул станцийĕнчен лавсемпе турттарса тăнă, палатăсене вырттарнă. Эвакуациленĕ медицина ĕçченĕсемпе пĕрле вырăнтисем те ĕçленĕ. Эвакогоспиталь пуçлăхĕ Василий Демидов пулнă, комиссарĕ - Венедикт Свешников.
Палатăсенче 100-120 койка лартнă, штат 110 çынран тăнă. Госпиталь 1942 çулхи юпа уйăхĕччен ĕçленĕ. Коллективран чылайăшне 3070-мĕш эвакогоспитале ĕçлеме янă. Çав йышран пĕри, Александра Ивановна Муткина, Шăхасанта пурăнать, вăл тăхăрвуннă урлă каçнă ĕнтĕ. Икĕ хĕр çитĕнтернĕ, мăнукĕсем пур.
Çак госпитальте аманнисене сыватас, ура çине тăратас ĕçре вăй-халне шеллемесĕр тăрăшнисен хушшинче Ольга Андреевна Андреева /Щербина/ та пур. Унăн асаилĕвĕнчен: «Медицина училищи хыççăн мана тата пĕрле вĕреннĕ Клава Ушмаринапа Александра Васильевăна Çĕмĕрле хулинчи санэпидстанцине ĕçлеме ячĕç. Нумай ĕçлеймерĕмĕр унта - штата пĕчĕклетнине пула Канаша таврăнтăмăр. Ĕç тупас тесе çÿрени кăлăхах пулчĕ. Часах пире окопсем чавма хушрĕç. Пĕррехинче ĕçре Шăхасана куçса килнĕ госпитале медсестрасем кирли çинчен хыпар хăлхана кĕчĕ. Ăна Клава Ушмарина патне çитертĕм. Тепĕр кунах иксĕмĕр те Шăхасана кайрăмăр. Пире 3069-мĕш эвакогоспитале ĕçе илчĕç. Çĕнĕ вырăнта мана палата сестрине уйăрса лартрĕç. Манпа пĕр сменăра ялан хавас кăмăллă Елена Иванова санитарка ĕçлетчĕ. Эпир унпа пĕр ялтанччĕ - Ухмантан, кÿршĕсемехчĕ.
Темиçе кунран Клавăпа иксĕмĕре çар комиссариатне чĕнсе илчĕç, фронта ăсатассине пĕлтерчĕç. Телейĕ хамăрпа пĕрлех пулчĕ-ши - 3062-мĕш эвакогоспиталь пуçлăхĕ Ананьев пире хÿтĕлесе хăварчĕ: хăй патне ĕçе йышăнчĕ. Вăт, çапла эпир хамăр ĕçех таврăнтăмăр.
Ĕçĕ питĕ йывăрччĕ. Пĕтĕм чун ăшшине аманнисене параттăмăрччĕ. Уйрăмах кăкăртан аманнă çамрăк салтакăн сăнĕ асăмра ĕмĕрлĕхех юлчĕ. Вăл ыйтнипе амăшĕ патне çыру çыртăмăр. Унта вăл ăна лайăх тухтăрсем, ырă кăмăллă сестрасем пăхни, часах киле сывă таврăнасси çинчен çыртарчĕ. Шел, тем пек тăрăшсан та ăна çăлса хăвараймарăмăр, амăшĕпе курнăçаймасăрах пурнăçран уйрăлчĕ.
Вăрçă пĕтичченех унта ĕçлерĕм. Кунтах Турă пÿрнине тупрăм. Çапла вара эпĕ Щербина пулса тăтăм. Мирлĕ пурнăçра чукун çул санэпидстанцийĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрăм. 2003 çулта манăн хаклăран та хаклă хĕр тусăм Клава Ушмаринан пурнăçĕ татăлчĕ. Сывлăхăм чаплах мар. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕн ĕнентерÿ хутне пачĕç».
Госпиталь шкулăн кирпĕч çуртĕнче вырнаçнă чухне ачасене 1936 çулта тунă йывăç çуртра вĕрентнĕ. Ачасем госпитале пырсах тăнă. Концерт лартнă, аманнисен тумтирне çунă, фронт валли посылкăсем пуçтарнă, эвакуаципе килнисене кил тăрăх вырнаçтарма пулăшнă, колхоз ĕçĕсене хутшăннă, шкул валли вут-шанкă хатĕрленĕ.
Канашран Шăхасана çитме 8 çухрăм. Аманнисене госпитале илсе çитересси çăмăлах пулман. Çак сăлтава пула-ши кунта сипленекенсене Канаша куçса килнĕ эвакогоспитале вырттарнă. Шăхасанта йывăр сурансене чăтаймасăр хĕне кайса вилнĕ салтаксене Кĕçĕн Çавал юханшывĕн сылтăм çыранĕнчи масара пытарнă.
3069-мĕш эвакогоспитальте ĕçленисем каланă тăрăх - унта 18 çынна пытарнă. Çав вырăнта палăк лартнă, анчах та вăл ятсăр. А.И.Муткина хăшпĕрисене Шăхасанăн кивĕ масарне пытарни çинчен пĕлтернĕ. Александра Ивановна амăшĕн вилтăприйĕ çине кайнă чухне салтаксене пытарнă тĕле яланах чечек хурать. Шел, вĕсенчен пĕрин ятне-шывне те астумасть. Канашри таврапĕлÿ кружокĕн членĕсем вилнисен ячĕсене пĕлес тĕллевпе шырав ĕçне пуçăннă. Çар комиссариачĕпе çыхăннă, медицина академийĕн архивне хут çырнă. Хальлĕхе хуравĕ килейменччĕ-ха.
Сурана пула вилнĕ салтаксен вилтăприне йĕркене кĕртес, унта хĕрес вырнаçтарас енĕпе Çурçĕр Кавказри çар конфликчĕсене хутшăннă Максим Ильин, Андрей Марушев тата Денис Портнов ырă ĕç тунă. Вилтăпри тавра карта тытнă, палăка çĕнетнĕ, сăрланă, тирпей-илем кÿнĕ. Хĕресе сăваплама Канаш чиркĕвĕнчен Александр атте пынă. Кĕлĕ тунă çĕре Шăхасан ялĕн хисеплĕ çыннисем Зоя Васильевна Александровăпа Сергей Сергеевич Суркин, «Афганистан ветеранĕсен Раççейри союзĕ» общество организацийĕн Канашри уйрăмĕн тата «Çарти туслăх» тăванлăх председателĕ Герман Николаев, союз членĕсем хутшăннă.
Канаш районĕ