Комментировать

18 Фев, 2016

Ăшши лайăх пултăр-и?

Тухăç халăхĕсен каларăшĕпе - мунча ÿт-пĕве çеç мар, чуна та тасатать. Хальхи çуртсенче çамрăксем çăвăнмалли душ пÿлĕмĕсем те хăтлаççĕ-ха. Анчах мунчаран никам та хăпмасть. Мунча кĕрсе тухсассăн вăй-хал кĕрет, ÿт-пÿ çăмăлланать, чир-чĕр тарать.

Ĕлĕк кашни çемьех мунча лартма вăй çитереймен. Ратне валли, тĕп килте мунча пулнă. Унта черетленсе мунча хутнă. Пĕрре хутсан икĕ-виçĕ çемье кĕрсе тухнă. Пушартан асăрханса мунчана пурăнмалли çуртран аяккарах лартма тăрăшнă.

Хальхи вăхăтра та мунча тунă чухне пушар хăрушсăрлăхне тĕпе хумалла. Мунчана çурт çумĕнче е уйрăм хăпартма пулать. Кашни тĕслĕхĕн хăйĕн япăх тата лайăх енĕсем пур. Çурт çывăхĕнчи мунчана хутнă чухне вутăпа усă кураççĕ тĕк тĕтĕм нумай тухса çывăхри япаласене тĕтĕмлет.

Тĕрĕссипе, хуçа кирлĕ варианта хăй суйлать. Чи лайăх вырăн - картишĕн пахча енĕ. Çул хĕрринче мунча лартни ăнăçлах мар. Чÿрече урам енне ан тухтăр.

Мунча лартас вырăна палăртсан унăн проектне хатĕрлемелле. Паллах, чи лайăххи, техĕмли - йывăç мунча. Вăл ăшша лайăх тытать, сывлать. Ăна хĕллехи вăхăтра та хутса ăшăтма çăмăл, хăвăрт ăшăнать.

Мунча пурине туянсан, е пура проекчĕ хатĕр пулсан никĕс ярасси уçăмланать. Никĕс валли цемент, хăйăр, вак чул кирлĕ. Цемента ĕçе пуçличчен темиçе кун е икĕ-виçĕ эрне маларах çеç туянмалла. Нумай упранă цементăн пахалăхĕ япăхланать. Никĕсе тăсăмăн /ленточный/ е юпа ярса тумалла. Юпа никĕс пысăках мар мунча валли юрăхлă. Кун пек чухне мунчан кашни кĕтесĕнче /пÿлмесен кĕтесĕсене те/ тата кăмака лартмалли вырăнта юпа пулмалла. Кăмакана мунчара çапăнмалли, çăвăнмалли тата канмалли пÿлĕмсене ăшăтмалла вырнаçтарма тăрăшмалла.

Никĕсе янă хыççăн темиçе кун типĕтмелле, унтан никĕсе пĕренерен шыв яман материал хурса уйăрмалла.

Пĕренене пурана хăпартнă хыççăн, пăрăс пурана хăпартса пынăçемĕн джутпа е типĕ мăкпа, кантăр е йĕтĕн сÿсĕпе питĕлемелле. Пура пусăрăннă хыççăн тепре мăкласа çаврăнмалла.

Урай валли хулăм хăма кирлĕ: 15 см анлăш, 5 см хулăнăш. Маччана кăштах çÿхерех хăма та юрать. Ăна пăсран хÿтĕлемелли материалпа ăшă тытакан япалапа сăрмалла. Ăшă тытма минераллă вата, пеноизол юрăхлă.

Кăмака çывăхĕнчи стенасене ытлашши хĕрсе каясран асбест листисемпе хÿтĕлеççĕ. Мăрьене те йывăç конструкцисенчен асбест листипе уйăрмалла.

Мунча тăррине кирек мĕнрен тума пулать: йывăç, черепица, шифер, поликарбонат... Мунча урайне мĕнле тăвассине никĕс янă чухнех палăртмалла. Урайне хăмаран тусассăн хăма айĕнче шыв пуçтарăнма сĕвек плитасем вырнаçтарса хăвармалла. Шыв юхма урай айĕнчи лупашкаран пăрăхсем вырнаçтармалла, мунча тулашне кăлармалла. Шыв пуçтарăнакан пусăна мунчаран икĕ метртран кая мар инçĕшĕнче чавмалла.

Мунчана çутă кĕртесси пÿрте кĕртессинчен урăхларах. Мунча валли проводка хулăн изоляципе, вĕрине тÿсĕмлĕ пулмалла. Светильник вĕрине, нÿрĕке чăтăмлă, ятарласа хатĕрленине суйламалла.

Кăмакана хурçăран, чукунран тунине туянма е кирпĕчрен ăсталама пулать. Кирпĕч кăмакана вĕрилентерме ытларах хутмалла, паллах, анчах вăл вĕрине вăрах упрать. Ăна харăсах икĕ-виçĕ пÿлĕме ăшăтмалла лартма пулать. Мунча кăмаки тума шăтăксемсĕр хĕрлĕ кирпĕч çеç юрăхлă.

Мунча ăшши чул пахалăхĕнчен нумай килет. Лайăх чул туянма тăрăшăр, вĕсене ятарлă лавккасенче сутаççĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.