18 Фев, 2016
Пĕлни пăсмасть
- Çĕрулмине алă вĕççĕн тукмакпа нимĕрлесен аванрах. Миксерпа нимĕрлетнĕ улма кăпăшка пулать, анчах унăн тути хăвăртрах пĕтет.
- Кăмпапа апат хатĕрлетпĕр-тĕк - ăна вĕттĕн турама тăрăшăр. Унăн тути лайăх пулĕ. Хĕртекен техĕмлĕхсем ан хушăр - кăмпа тути пĕтет.
- Чĕрĕ çĕрулмине теркăпа хырсассăн тÿрех кăштах сĕт ярса хутăштарăр - çĕрулми тĕксĕмленмĕ.
- Çĕрулми нимĕрне сивĕ сĕт ярса шĕветмелле мар. Сĕте вĕретсе илĕр, кăшт сивĕтĕр. Вĕрирех сĕте нимĕре кăмалекленесрен пĕчĕккĕн ярса пăтратăр.
- Типĕтнĕ кăмпана «чĕртмешкĕн» 4-5 сехет кăштах тăвар хушнă сĕтре тытмалла.