«Çĕнĕ ятсем уçатпăр»
Конкурс 2016 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕччен пырать. Унта 15-30 çултисем хутшăнма пултараççĕ.
Конкурс виçĕ номинаципе иртет:
- Проза;
- Поэзи;
- Драматурги.
Хайлавсене вырăсла та, чăвашла та çырма юрать. Калăпăшĕ 20 страницăран ытла пулмалла мар. А4 форматпа вырăслине Times New Roman, чăвашлине Arial Cyr Chuv 12-мĕш шрифтпа пичетлемелле. Текстпа пĕрле хайлавăн электронлă вариантне те ярса памалла ŸCD-диск е флешŸ. Алă вĕççĕн çырнине е литература альманахĕсенче, хайлавсен пуххинче типографи майĕпе пичетленнисене йышăнмаççĕ.
Хайлавпа пĕрле авторăн тĕрлĕ тĕспе ÿкернĕ сăнÿкерчĕкне /6x8/ ярса памалла.
Ĕçсене 2016 çулхи пуш уйăхĕн 30-мĕшĕччен йышăнаççĕ, регистрацилеççĕ. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче конкурс ĕçĕсене хакласа пĕтĕмлетÿ тăваççĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвне Чăваш Рес-публикин ачасемпе çамрăксен библиотекин сайтĕнче вуласа пĕлме пулĕ. Унсăр пуçне, «Çамрăксен хаçачĕ», «Тантăш» хаçатсенче тата «Самант», «Тăван Атăл», «Лик» журналсенче пичетлесе кăлараççĕ. Çĕнтерÿçĕсене кашни номинаципе конкурс лауреачĕн Дипломне, конкурса хутшăннă çамрăк çыравçăсемпе вĕсен ертÿçисене те Тав çырăвĕпе чыслаççĕ /Дипломсемпе Тав çырăвĕсене электрон почтăпа ярса параççĕ/. Чи лайăх хайлавсене «Çамрăксен хаçачĕ», «Тантăш» хаçатсенче тата «Самант», «Тăван Атăл», «Лик» журналсенче пичетлеме палăртнă.
Ĕçсене çак адреспа йышăнаççĕ:
428027, Шупашкар хули, И. Яковлев проспекчĕ, 8а çурт.
Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен библиотеки,
таврапĕлÿпе наци литературин уйрăмĕ,
«Çĕнĕ ятсем уçатпăр» конкурса.
Ыйтса пĕлмелли телефонсем:
/8352/ 51-62-63, 52-37-22, 54-02-82.