Комментировать

15 Мар, 2014

Урхамах чунне куçран пăхса туяççĕ

Шупашкартан Комсомольски салине кĕнĕ çĕртен инçех те мар ипподром вырнаçнă. Унталла çывхарнăçемĕн пысăках мар йывăç пÿрт, тимĕр çапса тунă вите, вакун прицепĕ асăрхарăм. Утă купи тĕлĕнче хăмăр урхамахпа пони кавлесе тăраççĕ, кунтах чăхсемпе автан, кăрккасем çимелли шыраса хылчăк ăшĕнче чаваланаççĕ. Лаша картара тăрать пулсан пони ирĕкрех çÿрет. Ниçта та тармасть-мĕн ку чĕр чун... Хуçи килнине курсан выльăхсем пуçĕсене çĕклерĕç, ун патне туртăнчĕç.

Хĕл каçнă

- Ял тăрăхĕн администрацийĕ ку çĕрсене, пурĕ 7 ытла, арендăна пачĕ. Виçĕ уйăх каялла кăна-ха фермер хуçалăхĕ йĕркелерĕм, унччен уйрăм предпринимательччĕ, - сăмах пуçартăмăр Петр Павловпа. Вăл Хирти Выçли ялĕнчен, тăван кил-çуртне çăра çаксах çакăнта хĕл каçнă кăçал. Кивĕ пĕр çурта сÿтсе килнĕ те хăвăрт кăна çĕклесе лартнă, стенасене шалтан ăшă тытмалла тунă, кăмака купаланă. «Шăнса вилмĕн-ши кунта?» - иккĕленнĕ хăшĕ-пĕри. Мĕн ĕлĕкрен вутă хутса пурăннине манса кайрĕç çав халĕ çынсем, Петр Васильевичшăн вара ку пĕртте йывăрлăх кăларса тăратман. Выльăхсем епле хĕл каçни те кăсăклантарчĕ мана. Вити ăшă тытаканскер мар-ха та. «Апат лайăх çитерсен шăнмаççĕ. Çут çанталăкра вĕсем чирлемеççĕ, хăйсене лайăх туяççĕ», - ăнлантарать ферма хуçи.

- Мĕншĕн килти витене хупас темерĕр? - выльăха шел пек туйăнчĕ çапах та.

- Усранă ĕнтĕ. 20 çула яхăн. Яла çитме - 20 çухрăм. Унтан лашасене вĕçĕмех кунта илсе килме чăрмавлă. Халĕ урăхларах тĕллевпе пурăнатăп. Ипподромра кунсеренех тренировка ирттеретĕп, пони те ахаль тăмасть, вĕçĕмех ĕçлет. Кунта, çул хĕрринче, кирек ăçта тухса çÿреме те меллĕ.

Корифей

Тăватă ураллă туссем çинчен ытларах пĕлес килчĕ. Ăйăра пĕлтĕр Хусантан илсе килнĕ. 150 пин тенкĕ тăраканскере туянмашкăн арçын машина сутнă. Корифей - утланса çÿремелли лаша, акăлчансен таса йăхĕнчен. Вăл çамрăк-ха, 4-ра кăна. Пĕлтĕр хуçи утпа Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамра иртнĕ пĕтĕм Раççейри ял сабантуйне хутшăннă.

«Хам утланмарăм, лаша спорт шкулне çÿрекен пикене шантăм, çамрăксен те ăмăртма хăнăхмалла-çке. Анчах хĕре ăнăçмарĕ çав кун, юлан ут çинчен ÿксе юлчĕ. Юрать-ха ăна аманасран тытса ĕлкĕрчĕç», - каласа пачĕ Петр Васильевич. Çавăн пекех Корифейпе хуçи Хусанти ăмăртăва та çитнĕ. Виçĕ çул каялла арçын 90 килограмм тайнă-мĕн. Ку виçипе лаша утланса ăмăртмашкăн йывăррине палăртать вăл. Хусанти ипподромра чупассишĕнех начарланмашкăн тĕллев лартнă, çулталăкра 20 килограмм чакнă, кăçал 59-а çитесшĕн. Хăйĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тесе вăл куллен чупма тытăннă, кунне пĕр хутчен кăна апатланать.

Маша

Маша пони кунта çулталăка яхăн пурăнать. Хĕлĕпех Канаш, Комсомольски ачисене çунапа ярăнтарнă, Çăварнире каттаччи те чуптарнă вăл. «Канашра пĕр хĕрарăм сусăр ачипе вĕçĕмех парка пыратчĕ. Поние ачашлатчĕç, пылак çимĕçпе хăналатчĕç. Пепки Машăна питĕ курасшăн-мĕн, иккĕшĕ туслашма та ĕлкĕрнĕ», - каласа кăтартрĕ Петр Васильевич.

Ферма хуçи мана та лаша утланса утма сĕнсен, пытармастăп, халĕччен юлан утпа çÿресе курманччĕ те кăштах шиклентĕм. Анчах кун пек май тата хăçан пулĕ-ха? Опытлă тренер пулăшнипе Корифей çине йăпăр-япăр хăпарса лартăм. Лаша кукалеме тапратрĕ. Пĕтрĕмĕр! Ĕрĕхсе каймасть-и ку? Сехетре 70-80 километр хăвăртлăхпа вĕçтерме пултараканскере чарса та пĕтереймĕн... Корифей темиçе утăм тусанах хăрасси иртрĕ, чунра тĕлĕнмелле ăшă туйăм çуралчĕ. Машук та пĕр кутăнлашмасăрах ярăнтарчĕ мана. Пĕчĕкскере йывăр та пулĕ тесе ун çинчен хăвăртах антăм.

Чун туртăмĕ

Картишĕнче читлĕхре мăшăр кăвакарчăна асăрхарăм, вĕсем те çуркунне çитнĕшĕн савăннă ĕнтĕ. Кăвак тÿпешĕн тунсăхланăскерсем халь-халь ирĕке вĕçсе каяссăн чĕвĕлтетеççĕ. Шурă тĕслисем те, турткăш кăвакарчăнсем, пур Петр Васильевичăн. Вĕсем ăшша юратнăран хальлĕхе çын патĕнче пурăнаççĕ.

Петр Павловăн тĕп профессийĕ - телемаçтăр, йăлари ытти электрохатĕр вансан та çийĕнчех ун патне пыраççĕ çынсем. Ĕçне кура ун çумне хушма ят та çыпçăннă: «НТВ Петти» тесен таврара ăна пурте пĕлеççĕ. Анчах юлашки вăхăтра вăл лаша спортне аталантарассине пуçĕпех парăннă тесен те йăнăш мар. «Ку шухăшпа миçе çул ĕнтĕ каç выртса ир тăман-ши? Тинех пиçсе çитрĕм пулĕ», - уçăмлатать чун туртăмĕ пирки арçын. Акăлчансен таса йăхĕнчи утланса çÿремелли лаша республикăра никамăн та çук-мĕн. Элита шутланакан ăратлă урхамах туянакан чăваш хушшинче те тупăннине курсан тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ Хусанта. Лашасемпе Петр Васильевич Раççей, тĕнче шайĕнчи ăмăртусене хутшăнма ĕмĕтлент, çамрăксене те спортăн çак тĕсĕпе туслаштарма хатĕр вăл. Тренер та тупнă. Тутар каччипе Искандерпа вăл Хусанти ипподромра паллашнă. Яш юлташне пулăшма шăпах фермăна килнĕччĕ. Искандер - лаша пăхакансен йăхĕнчен. «Выльăх чунне куçран пăхсах туять», - тет ун пирки Петр. Иккĕшĕ кĕçнерни кун ут туянма Хусана кайма палăртнă. Материала пичете хатĕрленĕ вăхăтра Петр Павловпа телефонпа çыхăнтăмăр. Вăл хăйĕн хуçалăхне ăратлă тепĕр икĕ лашапа пуянлатнине пĕлтерчĕ.

Лаша спорчĕпе туризма аталантарма

Кăçал Республика кунĕ Каçал енче иртет. Уявра лашапа чупассипе те ăмăрту йĕркелĕç. Комсомольски район администрацийĕ фермер пуçарăвне ырласа грант конкурсне хутшăнма сĕннĕ. Петр Васильевич бизнес-план хатĕрленĕ те ĕнтĕ. Петр Павловăн проекчĕ районти туризм аталанăвĕшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Чăнах та, çакнашкал пысăк ĕçе пулăшусăр пурнăçа кĕртме йывăр. Туристсене илĕртмешкĕн зоопарк та йĕркелесшĕн. Хамăр тăрăхри чĕр чунсемсĕр пуçне тĕве, страус та илсе килесшĕн, картишĕнчи пĕр кĕтесе чăвашăн авалхи историне халалласшăн вăл.

Петр Васильевич историпе тахçантанпах кăсăкланать. «Каховский ăсчах пирĕн эрăчченхи 2 пин çул каялла Каçал тăрăхĕнче металлурги вăйлă аталаннине çирĕплетнĕ. Карьер вырăнĕсем халĕ мăн асатте-асанне халапĕнчи Улăп тăприне çаврăннă ĕнтĕ. Кунта тимĕр, пăхăр кăларнă. Мĕн авалтан чăваш пуян халăх шутланнă. Археологсем кунта çĕрсене нумай тĕпченĕ. Çар çыннин сăнă вĕçне эпĕ те курнă, вăл халĕ шанчăклă çĕрте упранать. «Чăваш картишĕ» йĕркелесен ăна экспонат вырăнне кăларса хурăп, çавăнтах ĕлĕкхи çар çынни мĕнле пулнине те кăтартăп. Пирĕн йăх-несĕл çĕр ĕçĕпе, выльăх чĕрлĕх ĕрчетессипе кăна мар, вăрçăра паттăр çапăçнипе те палăрнă. Хамăр йăх тымарне пĕлни ытти халăх умĕнче мĕскĕнленме памасть», - палăртать мал ĕмĕтлĕскер.

Шухăш-ĕмĕтне пурнăçа кĕртме ырă сунса сыв пуллашрăм Каçал маттур арçыннипе.

Алина ИЗМАН.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.