Ашшĕнчен - ывăлне
Елчĕк районĕнчи Патреккел ялĕнчи Александр Миловидов йывăçран тĕрлĕ кĕлетке касса кăларма кăмăллать. Тĕрĕсрех, Африка тотемĕпе кăсăкланаканскер кÿлепесене çак енĕпе сăнарлать.
«Атте те ăстаçă пулнă. Унăн ĕçĕсем килте халĕ те упранаççĕ. Вăл йывăçа «чун кĕртнине» сăнама юрататтăм. Унсăр пуçне иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче декораципе хушма искусство тĕлĕшпе ятарлă журналсем тухса тăратчĕç. Вĕсене тупса вулаттăм, унта вĕрентнисене пĕррехинче туса пăхма шут тытрăм. Çапла хам тĕллĕнех йывăçпа ĕçлеме тытăнтăм», - аса илет иртнине Александр Владимирович. Чи малтанхи ĕçне - «Çĕр тата пĕлĕт» - паянхи кунччен упрать вăл.
Касмалли хатĕр-хĕтĕре хăех ăсталанине пĕлтерчĕ арçын. Сăмахран, çăка йывăçпа ĕçлеме питĕ çивĕч инструмент кирлĕ. Хыра вара йывăрпа парăнтармалла. Вăл - çирĕп, турачĕ нумай, унсăр пуçне сухăрлă. Анчах унран тунă кĕлетке хăйнеевĕр илемлĕ. Тирекпе те ĕçлет ăстаçă, йывăç килĕшнине пĕлтерчĕ. «Ку тирек 100 çулхискерех, ăна касма çемçе. Чĕррипе ĕçлеме тата та çăмăлрах теççĕ», - унталла-кунталла çункав сирпĕтсе тăрăшрĕ ăстаçă.
Кĕлеткесене касса кăларнисĕр пуçне 4-5 хутчен лакпа сăрлать. Çавна май вĕсем лавккаринчен пĕрре те кая мар. Ăсталăха туптама пултаруллă пĕр-пĕр çынпа канашласа пăхас шухăшлă Александр Владимирович. Анчах ялта кунашкал ĕçпе аппаланакан çукрах. Тĕп хулана ÿнерçĕсем патне çитме çăмăлах мар. Паллах, ĕç ÿсĕмĕ кăмăл-туйăмран чылай килет. Чун туртмасан алла пекĕ тытни усăсăр. Шалти туйăм «вĕреме тытăнсан» вара турпас та, çункав та вĕçет пÿлĕмре. Чунра шăранса тухакан сăвă-юрă пекех чĕре витĕр çуралать йывăç кĕлетке. Хавхалану саманчĕ ÿнерçĕшĕн те çав тери пĕлтерĕшлĕ.