Комментировать

23 Ноя, 2013

Вера Кузьмина: "Куракана каламалли нумай..."

Ăна пĕлмен, палламан чăваш çук. Ун пирки иккĕленместĕп. Çак уйăхра 90 çул тултарчĕ. Хăйĕн пурнăçĕнчи 66 çулне К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕпе çыхăнтарнă.

Сăмахăм - СССР халăх артистки Вера Кузьмина, çĕр-шыври чи чаплă, сумлă ята тивĕçнĕ чăваш Хĕрарăмĕ, сцена Амăшĕ пирки. Вăл хăйĕн ĕçĕпе, калăпланă сăнарĕсемпе пин-пин куракана кулянтарнă, савăнтарнă, тĕлĕнтернĕ, шухăша янă.

Паян театрта ун ячĕпе савăнăçлă уяв иртĕ. Чĕререн тухакан чи ырă сăмахсем, саламсем, чи хитре чечексем ун валли. Эпир те, "Хыпар" Издательство çурчĕн ĕçченĕсем, пирĕнпе пĕрлех пин-пин вулакан Сире, Вера Кузьминична, малашне те халăхпа пĕрле пулма сунатпăр. Çакна пурнăçлама вара çирĕп сывлăх кирлĕ. Ырлăхлă-сывлăхлă, телейлĕ пулăр,

Юбилей умĕн халăх юратакан Актрисăпа тĕл пулса калаçрăмăр, сцена Ăсти утса тухнă кун-çула аса илтĕмĕр.

- Вера Кузьминична, темиçе çул каялла Эсир «Театр - ман пурнăçăм» кĕнеке кăлартăр. Ыйтас килет: мĕн-ха вăл Чăваш театрĕ?

- Вăл - манăн пурнăç. Тен, хăш-пĕр куракан çапла каланине юбилейсенчи пылак сăмахсемпе танлаштарĕ. Çапах та эпĕ театра пĕтĕм чун-чĕререн юратнине çапла çеç пĕлтерме пултаратăп.

- Пурнăç çулĕ çине тухма тăван кĕтес сукмакĕ кирлĕ. Сирĕн тăван ялăр - Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш - чăваш ятне çÿле çĕкленĕ.

- Кашни çыншăн хăйĕн çуралнă ялĕ илемлĕ те хаклă. Маншăн вара Енĕш Нăрвашăм яланах асăмра. Тĕлĕнмелле ял вăл, унта çичĕ çĕр ытла кил. Нăрвашран паллă писательсем тухнă. Хумма Çеменĕ, Дмитрий Данилов... Вăл пире Мускавра театр институтĕнче вĕрентнĕ, атте вырăнĕнчех пулнă. Степан Максимов композитор, чаплă художниксем Моисей Спиридоновпа Никита Сверчков. Республикипе паллă хирург та, профессор та пур. Пурне каласа та пĕтерес çук. Çавăн пек ял вăл пирĕн.

- Ачалăх аса килет-и?

- Куç умĕнче яланах анне сăнарĕ. Мана пурнăç парнеленĕ Анна Егоровна хăй пурăннă вăхăтшăн самай вĕреннĕ çын шутланнă. Тăватă класс пĕтернĕ. Хаçат çырăнса илетчĕ, радио итлетчĕ, кĕнеке вулатчĕ. Пире, тăватă ачине, вĕрентсе кăларас тесе вăйне шеллемерĕ. Йывăр пурнăçра та хавхаланма, савăнма пĕлетчĕ.

- Ачисене пĕлÿ парас тени ăна, ялти хĕрарăма, чун тĕпренчĕкне Мускава çити ăсатма вăй çитернĕ. Çĕр-шыв тĕп хулинче ирттернĕ тапхăра аса илер-ха, Вера Кузьминична.

- 1941 çул пуçламăшĕнче ГИТИСри чăвашсен пĕрремĕш студийĕнче вĕренме Мускава тухса кайрăм. Ун чухне эпĕ питĕ çамрăк, кивĕ кăçатăпа, килте тĕртсе çĕленĕ пальтопа. Пысăк пĕр хулара та пулса курманскер ыттисенчен юлса çĕтсе каясран хăраса çÿреттĕм.

Мана вăрçă вăхăтĕнчи, чÿречесене хупланă Мускава курма тÿр килчĕ. Тÿпере прожектор çутисем, çуртсем çийĕн тăшман самолечĕсене чăрмав кÿрекен аэростатсем вĕçеççĕ. Çав кунсенче халăхпа пĕрле окоп чавнă, вăрман каснă, вутă хатĕрленĕ, çĕр улми кăларнă. Тăван çĕр-шывăмăр хĕрĕх пĕрремĕш çулта хăйĕн тĕп хулине сыхласа хăварнинче манăн тÿпе те пур. Эпĕ çакăншăн паян та тивĕçлипех мухтанатăп. «Мускава хÿтĕленĕшĕн» медаль - маншăн чи паха, сăваплă награда.

- ГИТИСра камсем патĕнче ăсталăха туптанă?

- Михаил Тарханов, Мария Орлова, Аркадий Немеровский, Людмила Шокерова чăн-чăн ăстасем патĕнче вĕреннине телей тесе шухăшлатăп. А.М.Горький ячĕллĕ МХАТра та аслă актерсемпе тĕл пулнă, калаçнă, вĕсен ăсталăхне ăнланса илме тăрăшнă. Мĕнлерех актерсем вылятчĕç: Василий Качалов, Ольга Книппер-Чехова, Михаил Тарханов, Алла Тарасова, Клавдия Еланская, Ангелина Степанова. Вĕсен тĕслĕхĕ, искусствăри ĕç-хĕлĕ мана кун-çулăмри пĕртен пĕр çула суйласа илме пулăшрĕç. 1974 çулта Чăваш театрĕ пĕрремĕш хут Мускава гастроле кайсан педагогăмăрсене тĕл пулни пысăк савăнăç пулчĕ. Экзамен тытнă чухнехи пекех пăлханнăччĕ. Вĕсем те хумханнă иккен. Спектакль хыççăн мĕн тери савăннăччĕ. Эпир те, вĕсем те.

-Тин çеç алла диплом илнĕ çамрăк артистсене Шупашкарта мĕнле кĕтсе илнине ас тăватăр-и?

- 1947 çул час-часах аса килет: Атăл хĕрринчи театрăн кивĕ çуртĕнчи кăвак фойе. Пире, тин çеç вĕренсе тухнă яш-хĕре, труппăпа паллаштарчĕç. Молодовпа, Шорниковăпа, Долговăпа, Алексеевпа тата ыттисемпе танлаштарсан эпир çунат сарайман чĕпĕсем пек çеç пулнă.

Театрăн ун чухнехи илемлĕх ертÿçине Константин Иванова тав тăватăп. Вăл массовкăсенче вылянă хĕр ачара хальлĕхе лартман пьесăри сăнара курчĕ. «Эсĕ пултаратăн»,- тетчĕ те çунат шăтса тухнăн туйăнатчĕ.

- Мускавран таврăнсан ача-пăча ролĕсенче выляма тивнине те илтнĕччĕ.

- Арçын ача ролĕсене уйрăмах юратса выляттăм. Юратма сăлтавĕ те пулнă, мĕншĕн тесен вĕсене калăпланă чухне хама сцена çинче ирĕклĕ туяттăм. Арçын ачана ашкăнса илме те, аташма та, шăхăрма та, тем тума та юрать.

Унашкал рольсенчен «Хĕн-хур айĕнче» спектакльти Ятаринпа «Революци ячĕпе» ĕçри Вася сăнарĕсене выляма юрататтăм. Ятарина вылянă чухне мана кашни спектакльтех сушка çитеретчĕç. Çак самант мана ачалăха аса илтеретчĕ.

«Революци ячĕпе» спектаклĕн 3-мĕш картининче Васькăпа Петькăна /Н.Яковлева/ афиша тумби ăшĕнчен туртса кăларатчĕç. Пьеса тăрăх вĕсем çавăнта çывăрса пурăннă. Эпир тумба ăшне картина пуçланичченех кĕрсе лараттăмăр. Унта ларма кăмăллах марччĕ: тăвăр, пăчă, çилĕм шăрши. «Эх, тухма хăçан вăхăт çитĕ-ши?» - тесе пăшăлтатса лараттăмăр. Тухсан вара лаштах сывласа яраттăмăр. Урăх тĕнчене лекнĕ пекех. Эпĕ чикаркă мăкăрлантарма пуçлаттăм, чăн-чăн арçын пекех.

- Çамрăк чухнехи тата хăш сăнар чĕрере ларса юлнă?

- Арбузовăн «Таня» пьесинчи Таня сăнарĕ çав вăхăтри чи юратнă рольсенчен пĕри. Темĕн те тÿссе ирттерет вăл: çитмен пурнăçа та, йывăрлăха та, ачи вилнине те... Анчах умне лартнă тĕллеврен пăрăнмасть. Йывăрлăхсемпе кĕрешсе тата лайăх çынсемпе ĕçлесе унăн характерĕ туптанать, çирĕпленет. Мĕн тери пуян та нумай енлĕ сăнар вăл.

- Артистăн тĕрлĕ енлĕ рольсем выляма тăрăшмалла теççĕ. Килĕшетĕр-и çакăнпа?

- «Эй, ку артист каллех иртнĕ спектакльти пекех вылять», - тени артиста илем кÿмест.

Çак тĕлĕшрен хама телейлĕ тесе шухăшлатăп. Кашни çулах тĕрлĕ роль выляма тÿр килнĕ, халĕ те çаплах. «Хирĕçле» сăнарсенчен мана М.Горькин «Старик» пьесинчи Хĕр сăнарĕ килĕшетчĕ. Питĕ путсĕр хĕр, çапах та эпĕ ăна кăмăлласах выляттăм, мĕншĕн тесен унăн иртнĕ тертлĕ пурнăçĕ куç умне тухса тăратчĕ.

Çапах та чуна çывăххисем - трагедиллĕ сăнарсем.

- Ку енĕпе Сирĕн чылай ĕçĕр пирки чарăнса тăма пулать. Паллă критиксем те хăйсен шухăшĕсене палăртнă. Акă Фаина Романова Федерико Гарсиа Лоркăн «Юнлă туйĕ» пирки çапла çырнă: «...Мĕнле илемлĕ Амăшĕ - В.Кузьмина хăйĕн ывăлне юратнипе. Мăнаçлăскер, кăраскер, никама пăхăнманскер ун çумĕнче вăл телейпе, мăнаçлăхпа çиçет. Вăл пурнăçа малалла тăсассишĕн - тÿрккесле айванлăхĕпе мăнукĕсем пирки ĕмĕтленет. Çав вăхăтрах çак мăнаçлă та вăйлă хĕрарăмра çав тери усал туйăм, амăшĕнни пек мар хаярлăх - Леонардо раттине курайманлăх çунать. Хивре, кăрăс хусканусем, шăтарасла витĕр пăхни, кинжалпа çав тери хăрушă усă курни - пурте пур унра. Çак курайманлăх унăн ăс-тăнне хупланă тата ывăлне пĕтернĕ. Хăюллă, таса, пĕлсе вылять актриса çак кăткăс роле». Хăвăр мĕнле йышăнатăр çав сăнара?

- Кунти амăшĕ - çĕр çынни, кил хуçи хĕрарăмĕ. Ытла та пысăк инкек йăтăнса анать ун çине: малтан чыспа тивĕçшĕн упăшкипе аслă ывăлĕ пуç хураççĕ, каярах - кĕçĕн ывăлĕ пÿкле вилет. Çапах та ман героиня шалти кăмăл-туйăмне уçать, инкекпе терт витĕр шăранакан пысăк юратăва мухтать.

- Эсир калăпланă тепĕр сăнар пирки те чарăнса тăмаллах. Сăмах Борис Чиндыков драмипе лартнă «Çатан карта çинчи хура хăмла çырли» спектакль пирки. Эсир унта каллех - Амăшĕ. Орел хулинче иртнĕ «Раççейри чи лайăх спектакльсем» театр фестивалĕнче спектакль çĕнтерÿçĕ пулнăччĕ.

- Фестивальте кăтартнă ĕçсене сÿтсе явма çĕр-шыври паллă театр критикĕсем, искусствоведсем хутшăннă. Çын ĕмĕрĕ кĕске те черченкĕ пулнине палăртать спектакль, хуйха-суйха парăнмасăр, йывăрлăхсене çĕнтерсе, юратупа тасалăхшăн кĕрешсе пурăнма хистет Амăшĕ.

- Сирĕн рольсем пĕринчен тепри тĕлĕнмелле, пур енĕпе те çÿлти шайра. Пин тĕрлĕ çыннăн кăмăлне ĕмĕр тăрăшшĕпех хăвăрăн сăн-питĕре, ÿтĕре, чунăра кĕртнĕ, асапне, тарăхăвне, савăнăçне, телейне тимленĕ. Ф.Гарсиа Лорка пьесипе лартнă «Арçынсăр хĕрарăм» ĕçри Бернарда та вăйлă хĕрарăмсен сăнарĕсенчен пĕри. Чăваш театрĕ 2003 çулта Мускавра гастрольте пулнă чухне ăна пăхма СССР халăх артистки Вера Васильева ятарласа пынăччĕ. Унăн шухăшне пĕлес тесе эпĕ те Вера Кузьминичнăпа курса калаçнăччĕ. Акă мĕн тенĕччĕ вăл: «Вера Кузьмина испан хĕрарăмĕсен шăпине тĕрĕс выляса кăтартать. «Вылять» тени вырăнлах мар-ха, Бернарда пурнăçне вăл хăйĕн чĕри витĕр кăларать... Вера Кузьмина пултарулăхĕпе тахçанах кăсăкланатăп. Вăл калăпланă кашни сăнар чуна пырса тивет, асра юлать. Бернарда та çав шутрах».

- Вера Васильева çĕр-шыври паллă актрисăсенчен пĕри. Пустуй сăмах çаптаракан çын мар вăл. Эпĕ те ун пултарулăхĕ умĕнче пуçăма таятăп.

Бернарда сăнарĕ пирки çакна каланă пулăттăм: драмăра пин-пин çул татса пама пултарайман ыйтусем - пусмăрлăхпа ирĕклĕх, çын тата унăн шăпи, пурнăç тата вилĕм - хуçаланаççĕ. Бернарда вара çав авăрта çунать, тĕрĕс çул суйласа илме майсем тупаймасть.

- Çак сăнарпа та Эсир палăрма пултартăр. 2005 çулта Хусанта тĕрĕк халăхĕсен Пĕтĕм тĕнчери «Наурус» фестивалĕнче «Чи лайăх хĕрарăм сăнарĕ» номинацире пĕрремĕшĕ пултăр. Борис Чиндыков Сирĕн валли ятарласа çырнă «Хура чĕкеç» монодрамăпа Чăваш академи драма театрĕн сцени çинче çеç мар, «Стамбул - уçă хутлăх» Пĕтĕм тĕнчери театр фестивалĕнче те палăрнă. Сцена çинче пĕр-пĕччен тăратăр. Хăвăрăн сăмахăрсемпе, вăхăт-вăхăт ик куçран шăпăртатса анакан куççулĕпе пирĕн аслă тата мăнаçлă çĕр-шывăн - Атăлçи Пăлхарăн вăйне кăтартатăр. Çак спектакле хăвăр мĕнле хаклатăр?

- Моноспектакль вăл - питĕ кăткăс япала. Вăй-хал тĕлĕшĕнчен çирĕп пулмалла, ĕçе пĕтĕм чуна памалла. Маншăн вăл тăван халăхăм умĕнче тытакан экзамен пекех пулчĕ.

- Юлашки вăхăтри рольсенчен хăшĕ чуна çывăх?

- Александр Пăрттан «Укçа чул кастарать» ĕçĕнчи Алтÿк сăнарĕ. Паянхи пурнăç пăтăрмахĕсем кăшлаççĕ ун чунне. Укçашăн тем тума та хатĕр иккен пĕр тăван тĕпренчĕкĕсем. Чун панă амăшне çаратма та хатĕр. Мĕн пулса иртет пирĕнпе, чуна мĕнле упраса хăвармалла? Çакăн пирки чан çапмалла пирĕн паян.

- Вера Кузьминична, Сирĕн сассăра пысăк экранпа та илтме май пурччĕ. Хăш кинофильма чăвашлатма хутшăннă Эсир?

- 1952 çулта кинофильмсене чăвашла куçарса, артистсене пухса, чăвашла калаçтарма пуçларĕç /дубляж/. Малтанласа чăнах та ĕçлеме питĕ йывăрччĕ, ун чухне техника тĕлĕшĕнчен те чаплах пулман.

Чи малтанах çак ĕçе Свердловскри киностуди пуçларĕ. Эпир, чăваш артисчĕсем, хĕрсе кайсах ĕçе пуçăнтăмăр. Сăмахран, «Чужая родня» фильмри Мордюкова вылякан роль, «Овод», «Разные судьбы», «Педагогическая поэма», «Сорок первый», «Коммунист», «Судьба человека», «Чистое небо», «Простая история» тата нумай фильмри геройсене чăвашла калаçтарнă.

Кайран çак ĕçе Хусан киностуди тума пуçларĕ. В.Алфер, М.Антонов, Л.Трифонов режиссерсем нумай тăрăшрĕç çак кăткăс ĕçре. Халĕ вара çав ĕç пăчланчĕ. Укçа çукки пирки пуль.

Кино-дубляжа явăçтарнăшăн савăнатăп, çакă пултарулăха пуянлатать, хăвна тепĕр енчен кăтартма май парать.

Пурĕ 300 кинофильма чăвашла калаçтарнă пуль. Тен, ытларах та. Нумайăшĕнче эпĕ калаçнă.

- Ачалăхри кĕрхи тата хĕллехи каçсем куç умне тухаççĕ. Çав тапхăрăн илемĕ - Чăваш радио паракан спектакльсемччĕ. Унтанпа мĕн чухлĕ шыв юхса иртнĕ, тем тĕрлĕ савăнăç пулнă, анчах та çав самант, туйăм чи пысăк телей шутланнă. Пире телей кÿрекенĕсенчен пĕри Эсир пулнă.

- Чăннипех, манăн пурнăçра Чăваш радио пысăк вырăн йышăнать. Мускавран вĕренсе килсен мана радиона Куçма Чулкаç чĕннĕччĕ. Эпĕ сăвăсем вулама пуçларăм. Унтан Валентина Элпи ачасем валли кăларăмсем хатĕрлеме хутшăнтарчĕ. Унтан Петр Андреев калавсем те, сăвăсем те питĕ нумай вулаттарчĕ. Геннадий Терентьевпа «Салампи» повеçе çыртарнăччĕ. Ун пекки мĕн чухлĕ пулман-ши? Аса илмелли, каласа кăтартмалли тем те пур.

- Кинопа телекурав аталанса пынă май театр хакĕ, пĕлтерĕшĕ чакать тенине те илтме пулать...

- Ку шухăш тĕрĕс мар. Халăх юратăвĕ вăл вĕçсĕр-хĕрсĕр тинĕс пекех. Ун юратăвĕ театр валли те, телекурав валли те - чăн-чăн искусствăн пур енĕ валли те - çитет. Вăйлă, калама çук вăйлă театр искусстви. Халăха çывăх шухăш-кăмăлĕпе, халăхран вĕренсе пынипе.

- Вера Кузьминична, сумлă çак çула çитсе те Эсир тăтăшах çул çинче. Йăлăхмастăр та-и? Ывăнмастăр та-и?

- Мĕншĕн йăлăхас? Ĕçĕ çапла-çке пирĕн. Чылай вăхăт çула тухмасан тем çитмен пек туйăнать. Чун питĕ те туртать инçетри ялсемпе хуласене. Хама ирĕксĕрлесе çула тухни нихăçан та пулман. Çанталăк çинчен те, автобусĕ кивви-çĕнни çинчен те шухăшласа тăман гастроле пуçтарăннă чух. Пĕр шухăш çеç пулнă, халĕ те пĕр шухăш: халăх кĕтет, халăх умне вăхăтра тухмалла.

- Мĕн вăй парса тăрать Сире?

- Хăв ĕçлекен театра халăх епле юратнине, ăна шаннине куратăн та - лайăхрах та лайăхрах ĕçлес, ăсталăхпа вăй-хала ÿстерсех пырас килет. Пурин те çавăн пек кăмăл-туйăм. Çавна пула çĕкленет те театр пултарулăхĕ. Халăх пурнăçне, унăн савăнăçĕпе хуйхи-суйхине хăв чĕрÿне йышăнса ăна халăха тавăрса пама пĕлни - акă вăл актер искусстви. Пире халăх сцена çине тухса кулса тата йĕрсе кăтартма пĕлнĕшĕн мар, чун-чĕре вăйне çĕклеме пултарнăшăн юратать. Театртан вăл çав вăйпа тухса каясшăн. Каять те, енчен те актер сцена çинче чăннипех пурăнчĕ пулсан.

Çут çанталăкпа çывăх пулма тăрăшатăп. Пахчана каятăп та юмана ыталаса тытатăп, вăл е ку роле тума вăй пама ыйтатăп.

- Актер ÿсĕмĕ - унăн чун тăрăмĕ теççĕ. Чунăрта йĕркеллĕ-и?

- Йĕркеллех пек. Анчах вăхăт-вăхăтпа кичемлĕх пусса лартать: çавна тума ĕлкĕреймерĕм, кăна пурнăçлаймарăм. Çак самантсенче ĕçре çăлăнăç шыратăп. Питĕ чаплă рольсем пулнă-çке манăн...

Çулĕ вĕçленмен-ха. Куракана каламалли те нумай. Май килĕ-ши - пĕлместĕп, çапах шанатăп.

 

Надежда СМИРНОВА

калаçнă
 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.