Голливуд сюжечĕ тейĕн...
Нарăсăн 21-мĕшĕнче Вăрмар район сучĕ Тăвай районĕнче пурăнакан 41 çулти Тамара Иванова тĕлĕшĕпе пуçарнă уголовлă ĕçе пăхса тухнă. Ăна влаç представительне хĕненĕшĕн айăпланă.
Пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнче каçхи пилĕк сехет тĕлĕнче полицин дежурнăй чаçне кÿршĕсем çапăçса кайни пирки шăнкăравласа пĕлтернĕ. Чĕннĕ çĕре следстви тата оперушкăн çитнĕ. Шар курнă хĕрарăм хăйне кÿрши хулăпа хĕненине пĕлтернĕ, çакăншăн айăплине явап тыттарма ыйтнă.
Ĕç-пуçа тĕпчемешкĕн полици сотрудникĕсенчен пĕри Тамара Ивановăн çурчĕ патне пынă. Алăка хĕрарăмăн шăллĕ тÿрех уçнă, йĕрке хуралçине кĕме ыйтнă. Çак самантра тимĕр кĕреçине çÿлелле çĕклесе Иванова хăй чупса тухнă та аллинчи ĕç хатĕрне форма тăхăннă арçын çине сулса янă. Полицейски сулахай аллипе хÿтĕленме мĕнле ĕлкĕрнĕ-ши? Унсăрăн кĕреçе пуçранах пырса тивĕччĕ. Хулне кăвакартнăскер кил картинчен тухса тарнă, влаç представительне тапăнаканран хĕç-пăшалпа хÿтĕленме ирĕк пурри çинчен асăрхаттарнă. Хĕрарăм çакăн хыççăн та чарăнман-ха, пуртă ярса илнĕ, вĕлерессипе хăратса полицейски хыççăн ыткăннă. Юрать-ха шăллĕ хапхана хупма ĕлкĕрнĕ.
Следстви вăхăтĕнче Иванова айăпне йăлтах йышăнман. «Полицейски хăй мана çухаран ярса илчĕ, урама сĕтĕрсе тухма хăтланчĕ. Çавăн чухне тин кĕреçе тытрăм, ăна ăнсăртран лектертĕм», - тÿрре тухма тăрăшнă вăл, пуртăпа вĕлерессипе хăратнине пачах та хирĕçленĕ.
Судра та хĕрарăм хăйĕннех пенĕ, çав вăхăтрах уголовлă ĕçе амнистипе усă курса чарма ыйту çырнă. Анчах та влаç представительне хирĕç преступлени тăвакан тĕлĕшпе саккун çирĕп, хальхинче те Ивановăн çул çитмен ача пуррине те пăхса тăман, хĕрарăма айăплă тесе йышăннă, 20 пин тенкĕлĕх штрафланă.
Оксана ЯСТРЕБОВА,
Тăвай район прокурорĕ.