Комментировать

16 Фев, 2016

«Паянхи каччăсем сирĕн паттăрлăхăрпа хавхаланаççĕ»

Вунă çула тăсăлнă вăрçă вĕсемшĕн 1989 çулхи нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче вĕçленнĕ: çав кун совет çарĕсен юлашки ушкăнĕ тулли экипировкăпа, техникăпа патшалăх ялавĕ айĕнче Афганистан чикки урлă каçса тăван çĕре кĕнĕ. Колонна хыçĕнче çар командующийĕ Борис Громов генерал-майор машини пынă.

Тивĕçе чыслă пурнăçланă салтаксенчен 5692-шĕ - Чăваш Енрен призывпа кайнăскерсем. Вĕсенчен 115-шĕ çуралнă ене цинк тупăкра таврăннă, 4-шĕ хыпарсăр çухалнă…

Тăван çĕршыв тулашĕнче служба тивĕçне пурнăçланă паттăрсене асăнса ирттернĕ кунпа тата çарсене Афганистанран илсе тухнăранпа 27 çул çитнĕ ятпа нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче Шупашкарта чаплă мероприяти иртрĕ.

Афганецсем, ют çĕрти хирĕç-тăрура пуç хунисен çывăх тăванĕсем, кадетсем, хула çыннисем вăрçăра вилнисен ячĕпе Мемориал паркĕнче çĕкленĕ палăк умне чечек хунă хыççăн П.Хусанкай ячĕллĕ культура керменне пухăнчĕç.

Мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин вице-премьерĕ Алла Салаева, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, общество организацийĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç.

Михаил Игнатьев интернационалист салтаксене паллă кунпа саламласа вĕсен паттăрлăхĕпе хăюлăхĕ умĕнче пуç тайнине пĕлтерчĕ. «Тивĕçе чыслăн пурнăçланă эсир, Тăван çĕршыва чăннипех парăннине хăюлăхăрпа çирĕплетнĕ. Паянхи яш-кĕрĕмĕн те Раççее хÿтĕлемешкĕн хатĕр пулмалла», - терĕ вăл. Республика Пуçлăхĕ Афганистан ветеранĕсем общество ĕçне хастар хутшăннине уйрăммăн палăртрĕ. «Эсир çарти туслăха упратăр, пĕрне пĕри паян та пулăшатăр, пуç хунă юлташăрсен çемйисем пирки манмастăр, çамрăк ăрăва патриот воспитанийĕ памашкăн тÿпе хыватăр. Çамрăксем сирĕн паттăрлăха тивĕçлипе хаклама пултарччăр тесе хамăртан килнине пурне те тăватпăр. Патшалăх вăрçă ветеранĕсене хÿтĕлес тĕлĕшпе йышăннă социаллă обязательствăсене республика ертÿлĕхĕ туллин пурнăçлама шантарать. Сывлăхлă та вăрăм кун-çуллă пулăр, килĕштерсе пурăнăр», - терĕ вăл.

Михаил Игнатьев ЧР Граждан оборонин тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председательне, Афганистан вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнă Вениамин Петрова «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе чысларĕ. Вениамин Иванович республика Пуçлăхне Афганистан вăрçин ветеранĕсене пулăшса тăнăшăн тав турĕ. «Служба тивĕçне чыслăн пурнăçламашкăн хăй тÿрремĕнех хутшăннă, гимнастеркăна çирен яман, салтак пăттин тутине манман ар кăна пире ăнланма пултарать», - терĕ çар ĕç ветеранĕ.

ЧР çар комиссариачĕн пай пуçлăхĕ Сергей Козюра шухăшĕпе, паянхи каччăсем вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнисен паттăрлăхĕпе хавхаланса служба тивĕçне чыслăн ирттереççĕ. Çĕршыв ертÿлĕхĕ палăртнă тĕллевсене хастаррăн пурнăçлакан паттăрсем пуррине Сирири хальхи лару-тăру тепĕр хут çирĕплетет. «Сире Тăван çĕршыв умĕнчи пархатарлă ĕçĕрсен уявĕпе саламлатăп», - терĕ вăл зала пухăннисене ырă сунса.

Афганистан ветеранĕсен союзĕн республикăри организацийĕн председателĕ Игорь Кашаев асăннă тăрăх, афганецсем шкулсенче ирттерекен хăюлăх урокĕсенче хăйсен çарти паттăрлăхĕ çинчен каласа кăтартаççĕ.

Афганистан вăрçин инваличĕсен тата çарта суранланнисен «Вăрçă инваличĕсем» общество организацийĕн республикăри пĕрлĕхĕн ертÿçи Геннадий Матвеев çар ĕç инваличĕсем валли çирĕплетнĕ социаллă пулăшăвăн хушма мерисемпе тивĕçтерме май туса панăшăн республика Пуçлăхне тав турĕ.

Валентина СМИРНОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.