Пуйăс килнине курсах...
ЧР ШĔМĕн ÇÇХПИ управленийĕн черетлĕ пресс-конференцийĕ Чул хула чукун çулĕн пуçарăвĕпе иртрĕ. Унăн ертÿçин çумĕ, Хусанти управленийĕн пуçлăхĕ Александр Черемнов каланă тăрăх - вĕсем пăхса тăракан çул Раççейĕн 5 субъекчĕпе иртет. Ун урлă каçмалли вырăн - 207, вăл шутра 59-ăшĕ - Чăваш республикинче, вĕсенчен 4-шне çеç дежурнăйсем пăхса тăраççĕ.
Çул-йĕрти хăрушлăха сирес тĕллевпе ÇÇХПИ сотрудникĕсемпе пĕрле çул-йĕр ĕçченĕсем рейд, комисси тĕрĕслевĕ, транспорт тытса тăракан предприятисенче, автошкулсенче тĕл пулусем ирттереççĕ, тĕрлĕ акци йĕркелеççĕ. Çапах та чукун çул урлă каçмалли вырăнта пĕлтĕр 3 инкеке шута илнĕ. Çĕрпÿре - автомашина хуçи светофор хĕрлĕ çутăпа ялкăшнине пăхса тăман, чукун çул урлă каçса кайнă. Икĕ уйăх маларах кăна-ха водителе йĕркене шăп çакнашкал пăснăшăн асăрхаттарнă. Кун пек урăх хăтланмасса шантарса алă пуснă транспорт хуçи. Хальхинче тÿрре тухма тăрăшса: «Сарă çутă мĕлтлететчĕ...» - теме пăхнă малтанах арçын, чукун çул светофорĕн кун пек тĕс пачах çуккине те пĕлмен-ши? «Инкек сăлтавĕ - тимсĕрлĕх, çул çинчи паллăсене асăрхаманни», - палăртрĕ ÇÇХПИ управленийĕн ертÿçин çумĕ Олег Федоров.
Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче Ишлей станцийĕ тĕлĕнче локомотив шăхăртса килнĕ вăхăтрах машина çул урлă каçма тăнă. Юрать-ха, водитель чĕрĕ юлнă, çăмăл машина вара хытах сиенленнĕ. Чукун çулпа тăтăшах хими промышленноçĕн, çунтармалли-сĕрмелли тиеве турттарнине тата пассажир пуйăсĕ вĕçĕмех иртсе çÿренине шута илсен инкек хăрушăрах та вĕçленме пултарнă-çке. Чукун çул çинче автотранспортпа çыхăннă инкек, сиен йывăрăшне кура, пысăккисен йышне кĕрет. Айăплине 5 пин тенкĕ штраф тÿлеттереççĕ е водитель правинчен хăтараççĕ.
- Хальлĕхе фото-видеофиксаци хатĕрĕ 1 çĕрте, Шупашкар-Çĕнĕ Шупашкар çулăн 2-мĕш километрĕнче кăна ĕçлет, урлă каçмалли ятарлă 6 вырăнта фото ÿкерекен приборсем вырнаçтарнă. Фотоматериал ÇÇХПИ управленине килсенех йĕркене пăсакансене явап тыттарассипе ĕçлеме тытăнатпăр. Приборсем ĕçлекен çĕрте водительсем йĕркене çирĕп пăхăнаççĕ, - уçăмлатрĕ Олег Федоров. ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн çумĕ Владимир Степанов каланă тăрăх - час-часах инкек пулакан тĕлте çула пÿлекен хатĕр те вырнаçтарма палăртаççĕ, «ăслă» хатĕрсене те ытларах хута ярĕç.
Журналистсене чукун çул вокзалĕнчи хăрушсăрлăх ыйтăвĕ те кăсăклантарчĕ. Пĕлтĕр çулталăк вĕçĕнче Волгоградра пулса иртнĕ теракт сисчĕвлĕх пирки самант та манма хушмасть.
- Хăрушсăрлăх служби мĕнле ĕçленине пĕлмешкĕн ятарласа Шупашкарти чукун çул вокзалне пысăк сумкăпа пырса кĕтĕм. Ăна йĕркеллĕн тĕрĕслемерĕç те, ирĕклĕнех кĕрсе кайрăм. Усал шухăшлă çын пулас тăк хамăн хура ĕçе тума нимĕн те чăрмантармĕччĕ мана, - каласа кăтартрĕ пичет кăларăмĕн корреспонденчĕ.
- Кашни çынна тĕрĕслеме май та çук, çапах та иккĕленÿ çуратакансене ахаль ирттерсе ямаççĕ. Кăрлачăн 20-мĕшĕнчен çĕнĕ хушу тухрĕ. Унпа килĕшÿллĕн вокзал ĕçченĕсен те пассажирсен сумккине пăхма ирĕк пур. Ÿлĕмрен тĕрĕслев те çирĕпрех пулĕ, - терĕ Александр Черемнов.
Пичет кунĕ умĕн ĕçтешсемпе ыйтăм ирттермешкĕн чукун çул вокзалне пырса кĕни аса килчĕ. Эпир пысăк кутамккапа марччĕ, паллах, анчах хăрушсăрлăх службин икĕ ĕçченĕ пире тĕрĕслемесĕр малалла кĕме ирĕк памарĕ. Е эпир иккĕленÿ çуратакан çын евĕр туйăнтăмăр-ши?
Алина ИЗМАН.