Кăтартусене лайăхлатма вăхăт
ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Свешников, юстици министрĕн заместителĕ Ирина Семенова Йĕпреç тăрăхне çитсе курчĕç. Вырăнти çăкăр завочĕн производствипе, районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 2015 çулхи пĕтĕмлетĕвĕпе тата кăçалхи тĕллевĕсемпе паллашрĕç.
С.Артамонов ĕçре пысăк хастарлăх кăтартнисене канашлу умĕн наградăсем пачĕ. Вырăнти хăйтытăмлăх аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн район администрацийĕн тĕп специалист-эксперчĕ Людмила Федорова "Чăваш Республикин вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн" мухтав паллине, культурăра нумай çул вăй хунăшăн "Тĕп библиотека тытăмĕ" муниципалитетăн бюджет учрежденийĕн директорĕ Надежда Шибалова "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçрĕç.
Сергей Геннадьевич канашлăва уçнă май пухăннисене ЧР Пуçлăхĕн ячĕпе саламларĕ, район тата республика аталанăвне тивĕçлĕ тÿпе хывнăшăн тав турĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Горбунов кун йĕркине кĕртнĕ ыйтупа анлă доклад турĕ.
- Халăхра: "Çăкăртан асли çук", - теççĕ. Ăна çитĕнтересси пирĕн районшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Экономикăри çитĕнÿсем чи малтан ял хуçалăх аталанăвĕпе çыхăннă, - терĕ вăл. - Районта 14 ял хуçалăх предприятийĕ, 69 хресчен-фермер тата 9775 харпăр хăй хуçалăхĕ. Шел те, пĕлтĕр тырпул, пахчаçимĕç 2014 çулхинчен сахалрах туса илтĕмĕр. Тухăçĕ те пĕчĕкрех. Çав вăхăтрах çĕрулми - 17359 тонна, 2014 çулта 14516 пухса кĕртрĕмĕр. Тухăç кашни гектартан 30 центнера яхăн ÿсрĕ. Ял хуçалăх организацийĕсенче уйăхри вăтам ĕç укçи 11115 тенке çитрĕ, 2014 çулхинчен 17% хушăнчĕ.
Пĕлтĕр районта 89 млн тенкĕлĕх /ÿсĕм - 12,7%/ инвестицин 6 проекчĕ пурнăçа кĕнĕ. "Путиловка" агрофирмăра шăвармалли хатĕре 200 гектар çинче вырнаçтарас ĕç малалла пырать. Пĕлтĕр мелиораци енĕпе 100 га çинче 9 млн тенкĕпе усă курнă. "Путиловка" 500 качака вырнаçакан фермăна тĕпрен юсать тата 200 пуç усрама çĕнĕ вите тăвать. Çак тĕллевпе 2015 çулта 7 млн тенкĕ тăкакланă.
Пучинкери сĕт завочĕ те вăй илсех пырать. Предприяти 2014-2015 çулсенче - 130 млн, çав шутра пĕлтĕр 64,9 млн тенкĕлĕх инвестици хывнă. Талăкра 5 тонна услам çу хатĕрлекен линие хута янă, 12 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ.
Пĕчĕк тата вăтам 591 предприятире вăй хуракансен уйăхри вăтам шалăвĕ 15150 тенке çитнĕ. 2015 çулта Йĕпреçре кашни талăкра 1000 кубла метр хура шыва тасатакан сооружени туса пĕтернĕ, 19 çамрăк çемьен пурнăçне лайăхлатнă. Район центрĕнчи 2-мĕш шкул çуртне - 486 пин, Кĕлĕмкассинчи спортзала 1180 пин тенкĕлĕх тĕпрен юсанă.
Районта пултаруллă ачасемпе çамрăксене хавхалантарма пулăшу тытăмĕ йĕркеленĕ. Çамрăк спортсменсене "Патвар" физкультурăпа аталану комплексĕ илĕртет. Халăхăн - 39,5% /2014 - 38,9%/, çав вăхăтрах ачасен 47,5% спортпа туслă, 61% хушма пĕлÿ илет. Чăваш Тимеш шкулĕнчи çамрăк футболистсем пĕлтĕр Пĕтĕм Раççей ăмăртăвĕнче республика чысне хÿтĕленĕ. Наталья Григорьева - çăмăл атлетика енĕпе, Анастасия Чернова - хăвăрт утассипе, Алексей Иванов кире пуканĕ çĕклессипе Раççей спорт мастерĕ пулса тăнă.
Район ÿсĕмĕсем чылай енĕпе курăмлă. Йĕпреçсем кăçал та çĕнĕ çитĕнÿсемшĕн. Шел те, хăшпĕр енĕпе кăтартусем района каялла туртаççĕ.
Юстици министрĕн заместителĕ Ирина Семенова çитменлĕхсен çулне пÿлсе кăтартусене вăйлатмаллине палăртрĕ. Усă курман лаптăксене пусă çаврăнăшне кĕртмелле, çул-йĕре юсассипе малашне те çине тăрсах ĕçлемелле, демографие лайăхлатмалла, тăпра пулăхне ÿстермелле...
Районта пурăнакансен йышĕ çулсерен чакать: 2013 ç. - 24575, 2014 ç. - 24242, 2015 ç. - 23946 çын. Пĕрлештернĕ бюджетри тупăш пĕлтĕр 429,9 млн тенкĕпе танлашнă /2014 çулăн 99,2%/, кăçал ăна 335,4 млн тенкĕ /78%/ çеç планланă. 2014 çулта - 13 тăлăх ачана, 2015 ç. 2-шне çеç /15,4%/ пурăнмалли вырăнпа тивĕçтернĕ. Çул-йĕре тытса тăма укçа тăкакласси те сахаллансах пырать.
Медицина учрежденийĕсенче тухтăрсем - 42%, медперсонал 26% çитмеççĕ пулсан та 2015 çулта "Земство тухтăрĕ" программăпа килĕшÿллĕн пĕр çамрăк специалиста çеç ĕçе йышăннă, тĕллевлĕ вĕрентес енĕпе Чăваш патшалăх университечĕпе килĕшÿ туман.
ЖКХ организацийĕсен умĕнчи парăм калама çук пысăк. Уйрăмах электроэнерги енĕпе. 2014 çулта - 181,9, 2015 ç. 2080,3 пин тенкĕлĕх /11,4 хут нумайрах!/ парăма кĕнĕ. Халăхăн 60% капиталлă юсавшăн взнос хывать.
Цифрăсем шухăша яраççĕ. Вĕсене лайăхлатма вăхăт.
Валентин ГРИГОРЬЕВ