Комментировать

16 Фев, 2016

Китай коррупципе кĕрешессине вăйлатать

КХРта «вак çаратушăн» чиновниксемшĕн вĕлермелли мерăна каялла тавăрассине сÿтсе яваççĕ, Раççейре вара 100 млн доллар вăрласан та тĕрмере 2 уйăх çурă çеç лараççĕ.

32 çулти чиновника Чжэнь Вуна, Лоян хулин администрацийĕн сотрудникне тата Китай Компартийĕн членне, нумаях пулмасть 630 пин юань /100 пин доллара яхăн/ взятка илнĕшĕн арестленĕ. Вăл ăна вырăнти сутуçăран лавкка тума ирĕк панăшăн сăптăрнă. Маларах пулнă-тăк çакăншăн Чжэнь юлташа 7-8 çуллăха тĕрмене яратчĕç, партбилетсăр, патшалăх должноçĕсĕр хăваратчĕç, халĕ пуля кĕтмелли çеç юлать-тĕр. Китай Халăх Республикинчи финанс кризисне пула тата юань курсĕ чакнипе çĕршывра сÿтсе явма пуçланă: сĕтев илекенсене пуçран ачашламастпăр-и? Сĕнĕвĕсем те паллă - саккуна çĕнĕрен пăхса тухмалла, çур миллион ытла юань /80 пин доллар/ вăрланă коррупционерсем тĕлĕшпе те чи пысăк мерăпа усă курмалла.

«Кам вăрлать - йĕксĕк»

- Китая коррупципе кĕрешнĕ май «персе вĕлермелли мелсемпе» усă курнăшăн Анăç пĕрмаях çивĕч критикленĕ, - тет КХР Тĕрĕслев министерствин /чиновниксене тĕрĕслекен ведомство/ сотрудникĕ пулнă Цинь Люши. - Çавăнпа хальхи председатель Си Цзиньпин влаçа килсен правительство айăплав мелĕсене çемçетме шутларĕ - взятка илекен мĕн вăрланине веçех тавăрса парсан.

Чăн та, пурпĕрех чылай вăхăтлăха ирĕклĕхсĕр хăвараççĕ. Нумаях пулмасть Китайри нефтьпе газ кăларакан пысăк компанин экс-пуçлăхне Цзян Цземине бюджетран 2 млн ытла доллар çаратнăшăн 16 çуллăха тĕрмене хупнă. Сычуань провинцийĕнчи парти чиновникне 6 млн доллар взятка илнĕшĕн 13 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварнă. Анчах та Китай çыннисенчен нумайăшĕ тарăхать. Вĕсем взятка илекенсем тĕрмене хупасран хăрамаççĕ, коррупцие персе вĕлернипе çеç чарса лартма пулать тесе шутлаççĕ. Сăмах май, статистика кăтартăвĕ тăрăх - шăпах 2012 çултанпа, «витĕм кÿмелли çемçерех мерăсемпе» усă курма пуçласан, чиновниксен хушшинче ултавçăсен йышĕ ÿснĕ.

...Çав хушăра КХРăн аслă эшелонĕнче чиновниксене çине-çинех арестлеççĕ - тĕрмене кунта мĕнле должноç йышăннине пăхмасăр хупаççĕ. Халĕ Китайра полици Ял хуçалăх банкĕн президентне Чжан Юне Шанхай биржинче ултавлă ĕçсем тунăшăн ярса тытнине сÿтсе яваççĕ. Компартин Тĕп комитечĕн хушăвĕпе финанс учрежденийĕсене, çав шутра Китай патшалăх банкне те, тĕплĕн тĕрĕслеме пуçланă. «Кам кризис вăхăтĕнче вăрлать - вăл вăрă кăна мар, йĕксĕк, - терĕ мана Урумчири ача-пăча тумтирĕн лавккин хуçи Чжоу Хань. - Халĕ Китайăн экономикăра çивĕч ыйтусем капланса çитнĕ, анчах та чиновниксенчен нумайăшĕ çакăн çине сурса хунă - ултавçăсене персе вĕлерни çеç вĕсене шухăша яма пултарĕ». Чăнах та, Китай Халăх Республикин аялти шайĕнче /унта вăтам взятка 3-5 пин долларпа танлашать/ çаратасси палăрмаллах ÿснĕ, мĕншĕн тесен патшалăхăн вак служащийĕсем çапла шутлаççĕ: пуçлăхсене вĕлермеççĕ-тĕк, эппин, пире те тĕкĕнмĕç.

Темиçе уйăх каялла тата Китайра чиновник пулăшăвĕшĕн «секспа тÿленине» ахаль коррупципе танлаштарнă. Бизнеспа çыхăннă илемлĕ хĕрарăмсем хăйсен фирмишĕн тупăшлă килĕшÿ илес тесе мэрири кирлĕ çынна илĕртме вăтанмаççĕ вĕт.

«Мĕнле илнĕ, çаплипех илеççĕ»

- 2012 çултанпа çÿллĕ шайри ертÿçĕсен­чен нумайăшне арестленĕ, - тет полици офицерĕ пулнă Ван Минвэй. - Министрсене те, вĕсен заместителĕсене те, хула комитечĕсен партсекретарĕсене те. Анчах та чи пысăк мерăпа сайра хутра çеç усă курма пуçларĕç. Мĕн чухлĕ вăрланинчен килет. Тĕслĕхрен, иртнĕ çулхи çурла уйăхĕнче çар сучĕ КХР çарĕн таварпа тивĕçтерекен пуçлăхĕн заместительне Гу Юньшане коррупцишĕн тата влаçпа саккуна пăхăнмасăр усă курнăшăн айăпласа персе вĕлерме приговор йышăннă: вăл 20 млн доллар вăрланă тесе шутлаççĕ.

...Китайăн инçетри кĕтесĕсенче эпĕ час-часах çакнашкал шухăшсем илтнĕ: «Ав çав министра хупрĕç, партин хула комитечĕн секретарьне арестлерĕç, анчах та пирĕн хулара чиновниксем мĕнле илнĕ, çаплипех илеççĕ». Раççейрипе танлаштарсан Китайра полици сотрудникĕ, тухтăр е вĕрентекен взятка илнине куç умне кăларса тăратма йывăр - вĕсемшĕн ку питех те хăрушă. Çапах та администрацисен патшалăх служащийĕсем экономика лайăх аталаннă вăхăтри хăнăхăвĕнчен хăтăлаймаççĕ - сăмах май, ку вăл пирĕн Раççейĕн çивĕч ыйтăвĕ те. Китай правительстви чиновниксене ушкăнĕ-ушкăнĕпе стена çумне тăратма пуçлĕ-и, паллă мар, анчах та халех ĕнтĕ çакна курса тăраççĕ: «çемçерех мерăсем» ĕçлемеççĕ. Пĕррехинче эпĕ Китайра хула комитечĕн секретарьне çапла каларăм: «Персе вĕлернинчен мĕн усси-ха? Пурпĕрех вăрлаççĕ вĕт». «Вăт, шутласа ил: персе вĕлермен пулсан мĕнлерех вăрлатчĕç-ха тата», - хуравларĕ вăл.

...Паллах, эпĕ çынна эшафот çине ăсатнине хирĕç. Анчах та Китайри тата пирĕн патри «хабар» виçине танлаштарар-ха: Китайра пирĕн «Газпром» йышши тытăм пуçлăхĕ 2 млн доллар вăрланă та 16 çуллăха тĕрмене ăсаннă. Пирĕн чиновниксем çакăнтан ахăлтатса кулĕç: ачам, эсĕ хăйăр купи çинче выляма килтĕн-и?! Кунта çитĕн­нисем бизнес тăваççĕ! Чăн та, юлашки 2 çулта Раççейре аслă шайри служащисене арестлеме пуçларĕç - Сахалинпа Коми Республикин кĕпĕрнаттăрĕсем, пысăк хуласен мэрĕсем решетке леш енне лекрĕç. Маншăн çакă кăсăклă: хальхинче приговор еплерех пулĕ? «Оборонсервис» тĕслĕхĕнчи пек-тĕк çапла пулса тухĕ: Китайра вăрлакан чиновниксене пистолетран переççĕ, пирĕн патра - тетте пугачран. Паллах, кун пек чухне коррупцие кăклама питех те йывăр килĕ.

Г.ЗОТОВ.

/"Аргументы и факты"/.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.