Комментировать

16 Фев, 2016

Çитес çул - кевер туй…

Ял çынни, хĕлне-çăвне пăхмасăр, хăнăхнă йăлапа ирех вăранать. «Тул çутăлман-ха, кăштах выртса илем», - тени çук. Анна аппапа Тухвур тете те çавăн йышшисемех: пит-куç çукаласа илнĕ хыççăн пĕри вырăн таврашне тирпейлет те сапăт-сапапа хуçаланма тытăнать, тепри выльăх патне тухать. Çапла кăштăртатса çÿресех кун ирттереççĕ иккĕшĕ. Хуçалăхĕ пĕчĕк мар: ĕне-сурăх усраççĕ, кайăк-кĕшĕк тытаççĕ. Хăйсене нумай кирлĕ мар-ха, ачисемшĕн ытларах тăрăшаççĕ, вĕсен сĕтелĕ тутлăхлă та паха апатран ан татăлтăр теççĕ. Епле-ха унсăрăн, хăйсем кун çути парнеленĕ тĕпренчĕкĕсем, пилĕк ывăлпа икĕ хĕр, ашшĕ-амăшĕн ятне ямарĕç, вĕсене манăçа кăлармарĕç, ĕç тĕлне пĕлсе çитĕнчĕç, пурнăçра хăйсен вырăнне тупрĕç. Арçын ачисем салтака юрăхлă пулчĕç. Ерçÿллĕ самант тупăнсанах тăван ене, Елчĕк районĕнчи Тип Тимеш ялне васкаççĕ, кил-тĕрĕшри ĕçсене тума пулăшаççĕ.

Тивĕçлĕ ăру çитĕнет

Тинтерех кăна-ха, кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче, хулара е ялта тĕпленнине пăхмасăр, пурте çемйисемпе ашшĕне çуралнă кунпа саламламашкăн килсе çитрĕç. Христофор Дмитриевичпа Антонина Дмитриевна вĕсене пăхса савăнчĕç, хăйсем хыççăн ырă ăру хăварма пултарнипе мăнаçланчĕç. Ветерана чысламашкăн район администрацийĕн, Чăваш наци конгресĕн, ЧР Патшалăх Канашĕн яваплă çыннисем ятарласа килчĕç, ăна Хисеп хучĕпе, хаклă парнесемпе сумларĕç. Ашшĕне, аслашшĕне пысăка хурса хакланăшăн, хисепленĕшĕн ачисемпе мăнукĕсем чăннипех мăнаçланчĕç.

Тухвур тете, ашшĕпе амăшĕн Дмитрий Григорьевичпа Анфиса Яковлевнăн, çичĕ ачинчен улттăмĕшĕ. Хисепе чăннипех тивĕç, çĕр çинче тарăн тымар янă вăл, унăн пилĕпе вунпĕр мăнукĕ йăха малалла тăсать. Виççĕшĕ аслă пĕлÿ илсе Шупашкарта ĕçлет, иккĕшĕ институт-университетра пĕлÿ илет. Аслашшĕ-асламăшне хисеплет çамрăк ăру, вĕсен сăмахне ăша хывса çитĕнет. Аслисенчен тĕслĕх илмелли пурах: вĕсем çемье çавăрнăранпа çитес çул 60 çул çитет. Çур ĕмĕр ытла пĕрне пĕри хисеплесе, килĕштерсе тата упраса пурнăç çулне такăрлаççĕ вĕсем. Вăйпитти ÿсĕмре алăран ĕç кайман, тивĕçлĕ канăва тухсан та ялта ят яман. Тăван тавралăх илемне упраса хăвармашкăн тата пуянлатмашкăн çулленех пуçаруллă хутшăнаççĕ Карпов-аслисем: çурхи-кĕрхи кунсенче вун-вун тĕп хунав лартса хăвараççĕ, тирпейлĕн пăхса тăраççĕ. Ахальтен мар-тăр вĕсен хуçалăхĕ çывăхĕнчи çырма хĕрри вăрман пулса тăнă, йывăçсем çĕр эрозийĕнчен сыхлаççĕ тата хÿтĕлеççĕ. Çынсемпе сăпайлă, килĕштерсе пурăнаççĕ, кирлĕ чухне ырă сĕнÿ-канашпа пулăшаççĕ.

«Тухвур тете манран 25 çул аслă. Ку таранччен вăл ÿсĕр пулнине, табак мăкăрлантарнине курман, - тет пĕлĕшĕсенчен пĕри. - Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнать тата ентешсене хăйĕн тĕслĕхĕпе хĕмлентерме тăрăшать».

Хĕсметре - хастар, хуçалăхра - маттур…

Ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă чухне Христофор вунă çулта пулнă. Ÿсĕме кура мар хăвăрт çитĕнме тивнĕ вĕсен, вăрçă ачисен: ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен тĕреккленсе çитмесĕрех хуçалăх ĕçне кÿлĕннĕ, суха касси хушшине тăнă, Çĕнтерĕве çывхартас тесе малалла талпăннă. Çав вăхăтрах вĕреннĕ те. Ялта 4 çул вĕреннĕ хыççăн Тăрмăшри шкулта тата 3 çул ăс пухнă. Ăна ăнăçлă пĕтерсен кун-çулне тăван тăрăхпа çыхăнтарнă, колхозра ĕçлеме пуçланă.

1951 çулхи çу уйăхĕнче 10-мĕшĕ салтак ячĕ тухнă. Тип Тимеш каччи Хĕрлĕ Ялавăн икĕ орденлĕ Балтика Тинĕс-çар флотĕнче пилĕк çула яхăн службăра тăнă. Тральщик –карап çинчи зенитчик пулнă вăл, нимĕçсем вăрçă вăхăтĕнче тинĕсе лартнă минăсене сиенсĕрлетнĕ. Çав хушăрах водолаз ăсталăхне хăнăхнă. Тралтан татăлнă трос пĕррехинче карапа куçаракан винт çине яваланса ларнă. Пăтăрмаха сирмешкĕн чăваш каччине хушнă. Çурăм хыçне кислород баллонĕ çакса карап корпусĕн айне аннă матрос винта кĕске хушăрах йĕркене кĕртме пултарнă. «Приказа вăхăтра пурнăçланăшăн командир мана вунă кунлăх хушма отпускпа хавхалантарчĕ, - асаилÿ çăмхине сÿтнĕ майăн пĕлтерчĕ Христофор Карпов. - Службăна иккĕмĕш статьяри старшина званийĕпе вĕçлерĕм».

Хĕсметрен таврăнсан вăл Канашри 12-мĕш училищĕре механизатор специальноçне алла илнĕ, «Мир» хуçалăхра трактористра ĕçлеме тытăннă. Пултарулăхне кура ăна уй-хир бригадирне суйланă. Ял хуçалăхне аталантармашкăн сумлă тÿпе хывнăшăн Христофор Дмитриевича СССР Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен куравĕн кĕмĕл медалĕпе наградăланă. Каярахпа «Хисеп Палли» орденпа чысланă. «Родина» хуçалăх агрономĕнче тăрăшнă çулсенче агропромышленноç производствине аталантарас енĕпе тунă çитĕнÿсемшĕн тата общество пурнăçне хастар хутшăннăшăн «Чăваш АССР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ.

Вăрçă вăхăтĕнче тăшман лартса хăварнă минăсене тасатмашкăн хутшăннă моряксене 2010 çулта РФ Президенчĕн хушăвĕпе «Çар ĕç ветеранĕ» ят панă. Христофор Карпова та чысланă çак хисеппе. Сăмах май, ун пекки районта кăна мар, республикăра та пĕр çын та çук.

Йĕппи ăçта - çиппи çавăнталла тенĕ евĕр, мăшăрĕ ăна яланах пулăшса пырать, кил ăшшине упрать, упăшкине хăтлă пултăр тесе тăрăшать. Йышлă ачи-пăчине тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстерес тесе çине тăнă хĕрарăм. Унăн кăкăрне 3 степень «Ача амăшĕн мухтавĕ» орден илем кÿрет. Антонина Дмитриевна кĕçех 81 çул тултарать.

Валентина СМИРНОВА.

Елчĕк районĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.