Комментировать

15 Мар, 2014

Ячĕ ансат та илемлĕ

Кăçалхи пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Шурут ялне ни­кĕсленĕренпе 385 çул çитет.

Вăл Комсомольски тăрăхĕн кăнтăр-хĕвел анăç енче, район çĕрĕсем Йĕпреç тата Патăрьел районĕсемпе чикĕленекен вырăнта, Пăлана юхса кĕрекен Шурут шывĕн икĕ çыранĕнче вырнаçнă.

Хăçан тата мĕнле пуçланса кайнă-ха çак ял.

Ун çинчен чăвашсен паллă историкĕ В.Д.Димитриев çакăн пек çырнă, «Шу­рут ялĕ пуçланса кайни пирки тĕрлĕ халап çÿрет. Вĕсен хушшинче çакăн пек калани те пур.

Кунти вăрмансен тăрăхне çынсем çурçĕр енчен килнĕ. Малтан вырнаçнисен хушшинче виçĕ чăваш, Кĕрĕк, Макур, Пакур пулнă. Вĕсем вăрмансене тасатса ак­малли çĕрсем хатĕрленĕ.

1629 çулхи пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Хусан уесĕнчи Галич çулĕ çинче пу­рăнакан чăвашсене Шур шывĕ тăрăх выртакан çĕрсене уйăрса панă, çав вырăнта вара Шурут ялĕ пуçланса кайнă».

Галич çулĕ Атăл шывĕн сулахай енче, хальхи Тутарстан Республикине кĕрекен çÿллĕ ту /Высокогорка/ районĕн тăрăхĕнче, пулнă.

Шурут ялĕ пĕр ĕмĕр çурă Хусан кĕпĕрнин территорине кĕнĕ. Малтан Хусан, каярах Шупашкар уесĕсенче шутланса тăнă, 1780-1920 çулсенче - Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕнче. Малтанхи çул­сенче Арапуç вулăсĕнче, кайран 100 çул ытла, 1927 çулччен, Мăрат вулăсĕнче шутланнă. Ун хыççăн тĕрлĕ çулта Çĕрпÿ, Па­тăрьел уесĕсен, Йĕпреç, Турхан, Пер­вомайски районĕсен территорийĕнче пулнă. 1959 çултанпа Комсомольски районне /1962-1965 çулсенче Патăрьел районĕ/ кĕрет.

Никĕсленнĕренпе 50 çул иртсен 25 хуçалăха çитнĕ.

1859 çулта 91 килте 539 çын пурăннă. 1911 çулта 141 кил шутланнă, çынсен шучĕ вара 988-а çитнĕ, кашни килте вăтамран 7 çын пурăннă. 1979 çулта 200 ытла килте 871 çын пурăннă. Хальхи вăхăтра унта 208 кил /26-шĕ пушă/, вĕсенче - 618 çын.

1745 çулта Христос çуралнă ятпа чиркÿ лартнă. Вăл - чăваш ялĕсенче уçнă малтанхи чиркÿсен шутĕнче. Ку вăхăтра чăваш хутлăхĕнче Христос тĕнне сарма кăна пуçланă.

270 çула яхăн ĕçлекен чиркÿ пĕр хушă кăна /1942-1944 çç./ хупă тăнă. Чиркÿ çуртне темиçе хут та юсаса çĕнетнĕ. Хальхине 1887 çулта туса лартнă.

1839 çулхи çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче Шурутра шкул уçнă. Вăл та - чăваш ялĕсенчи малтанхи шкулсенчен пĕри. Пĕрремĕш çулах унта 50 арçын ачана вĕрентме йышăннă. Совет влаçĕ вăхăтĕнче вĕренекенсен йышĕ ÿссех пынă. 20-мĕш ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Шурут вăтам шкулĕнче 600 ытла ача пĕлÿ илнĕ, хальхи вăхăтра - 130 ача.

1875 çулта хĕр ачасем валли уйрăм шкул уçнă. Вăл укçа-тенкĕ çитменнипе 2 çултан хупăннă.

1910 çулта ял çывăхĕнче земство больницин çурчĕсене туса пĕтернĕ. Боль­ницăна телефон кĕртнĕ. Сыхланса юлнă документсенчен çакă паллă, больницăна 1904 çулта хăпартма тытăннă. 1908 çулта вăл чирлисене пуçласа йы­шăннă. Унта хальхи Комсо­моль­ски, Патăрьел, Йĕпреç, Улатăр, Шăмăршă, Елчĕк районĕсене кĕрекен ялсенчи çынсем çÿренĕ. Халĕ ялта пĕтĕмĕшле практика /çемье/ врачĕн уйрăмĕ ĕçлет.

Пĕр ĕмĕр иртнĕ хыççăн та аванах сыхланса юлнă, халĕ çĕнетсе тĕпрен юсанă больница çурчĕсенче Иверски Турă Амăшĕн ячĕпе 2001 çулта уçнă хĕра­рăм­сен мă­настирĕ вырнаçнă. Вăл Ирçе-Çармăс ялĕ çывăхĕнче /Йĕпреç районĕ/ 1903 çулта уçăлса тепĕр ултă çултан хупăннă Николо-Иверски хĕрарăмсен мăнас­тирне çĕнĕ пурнăç панă.

20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче ялта ветеринари пункчĕ те ĕçленĕ.

Çапла майпа Шурут таврари ялсенчен, вулăс центрĕсенчен те нумай енĕпе уйрăлса тăнă. Ăна çав вăхăтри хăйне евĕрлĕ вĕ­ренÿ, сывлăх сыхлавĕпе культура вучахĕ теме те пулать.

Чăваш Республикин Асăну кĕнекинче палăртнă тăрăх - Шурут ялĕнчен Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине 160 çын тухса кайнă, вĕсенчен 107-шĕ вăрçă хирĕнче ĕмĕрлĕхех юлнă.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шурут ял Канашне йĕркеленĕ. Хальхи вăхăтра Шурут ял тăрăхне 5 ял кĕрет /Шурут, Шурут Нурăс, Йÿç Шăхаль, Юнтапа, Тутар Шу­рут/.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-70-мĕш çулĕсем - вăрçă суранĕсене сиплемелли, хуçалăх­сене ура çине тăратмалли тапхăр. Çак вăхăтра ялта /1924 çулта 7 çынран йĕркеленсе кайнă «Ле­нин-Кĕтне» ял хуçалăх эр­телĕ, 1930 çулта - «Шурут», 1935 çултанпа - В.М.Молотов ячĕллĕ/ самай пы­сăк­ коллективлă хуçалăх /унăн йышне 91 кил кĕнĕ/ аталанса пынă.

1954 çулта çывăхри 5 яла пĕрлештерсе нумай отрасльлĕ «Урожай» колхоз туса хунă. Шурут ялĕ - унăн тĕп усадьби. «Урожай» колхоз йĕр­келлĕ, тухăçлă ĕçлекен хуçа­лăхсен шутĕнче пулнă. Вăл хальхи вăхăтра та, 1991 çул­танпа виçĕ яла пĕр­лештерсе тăраканскер, республикăри çирĕп хуçалăхсенчен пĕри. Фермер ху­çалăхĕсем те пур. Хăшĕ-пĕри, уй­рăмах çамрăксем, урăх ре­гион­сене те çÿрет.

Çĕр-шыв экономикин тумхахлă çул-йĕрне пăхмасăр Шу­рут ялĕ малаллах аталанать. Çулленех çĕнĕ çурт­сем çĕкленеççĕ, ял хушшинчи çул лайăхланса, йĕркене кĕрсе пырать. Çамрăк çемьесенче ача йышĕ ÿсни те шанăç çуратать.


Николай Игнатьев

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.