«Трактор заводне çухатма юрамасть»
Çапла пĕтĕмлетрĕç федераци ведомствисен Шупашкара килнĕ ертÿçисем
«Трактор завочĕсем» концернăн республикăри предприятийĕсем пысăк йывăрлăхра пулни вăрттăнлăх мар. Çавна май
РФ ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Алексей Вовченко, Федерацин ĕçлев тата халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен службин ертÿçи Всеволод Вуколов, виçĕмкун Чăваш Ене ĕçлĕ визитпа килнĕскерсем, чи малтан шăпах «Промтрактора» çитсе курас тени ăнсăртран мар.
Эпир, журналистсен ушкăнĕ, унта хăнасенчен маларах çитрĕмĕр те - кăтартма палăртнă цехра çутă та çутманччĕ-ха: «Электроэнерги перекетлетпĕр...» Тахçан завод йышăнакан пысăк территорире çын хĕвĕшнĕ кăна ĕнтĕ - 75-мĕш çулта пĕрремĕш трактора туса кăларнă предприяти тытăмĕнче пĕтĕмпе 20 пин çын ĕçленĕ теççĕ. Паян-и? Цехсенче унта-кунта темиçе çын курăнать. Йышĕ пур-ха, концернăн республикăри 13 предприятийĕнче паян 10,1 пин ытла çын шутланать. Анчах пысăк пайĕ тулли мар ĕç режимĕпе кăна ĕçлет.
Акă мĕншĕн завод ертÿçисем шăпах патшалăхăн ĕçлеве тĕревлекен ведомствисем пулăшасса шанаççĕ. Концерн вице-президенчĕ Наталия Партасова палăртнă тăрăх - «Промтрактор» техникăн çĕнĕ тĕсĕсене туса кăларма тытăннă, инвестици проекчĕсене пурнăçланă май çĕнĕ профессисене вĕреннĕ специалистсем ытларах кирлĕ. Патшалăх пулăшăвĕ шăпах рабочисене çĕнĕ квалификацисене алла илме май парать. Çавăн пекех çынсене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерни те пысăк пĕлтерĕшлĕ - ку енĕпе те патшалăх укçи тĕревлет. Çак программăсене концернăн кунти предприятийĕсенче вăй хуракан 2,7 пин ытла çын хутшăннă ĕнтĕ. Вĕсен професси вĕренĕвĕ валли 25,5 млн тенкĕ уйăрнă. Тĕп пайĕ - федераци укçи. Вăхăтлăх ĕçлев валли - тата 27,5 млн тенкĕ. Çак пулăшăва малашне те илесшĕн.
Наталия Юрьевна концерн предприятийĕсем йывăрлăха кĕрсе ÿкнин сăлтавĕсене А.Вовченкăпа В.Вуколова тĕплĕ ăнлантарса пачĕ. Хăй вăхăтĕнче концерн инвестици программи валли пысăк кредитсем илнĕ - пĕтĕмпе 32 млрд тенкĕ. Анчах 2008 çулхи кризис хыççăн инвесторсем шухăшне улăштарнă та - концерн пысăк парăмпа тăрса юлнă. Çук, инвестици проекчĕсем çине алă сулман, ку енĕпе малалла ĕçлеççĕ. Анчах халь техника туса кăлармашкăн çаврăнăш валли укçа çук.
- Паян пирĕн саккас та нумай. 5 млрд ытла тенкĕлĕх, - пăшăрханса каларĕ вице-президент. - Анчах çаврăнăш валли укçа çукки ура хурать. Телее, Раççей Правительстви те, Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕ те пире çак çивĕч лару-тăрура пăрахмаççĕ, пулăшма тăрăшаççĕ. Çирĕплетсех калатăп: пирĕн çынсене ĕçрен кăларса ярас тĕллев çук. Пачах тепĕр майлă: вĕсене упраса хăвармалла, мĕншĕн тесен умри пысăк тĕллевсене пурнăçламашкăн пире квалификациллĕ çынсем кирлĕ. Укçа çаврăнăшне тавăрмалли пирки çулталăк калаçатпăр, ыйтăва татса памаллах. Пирĕн урăх вариант çук, унсăрăн инвестици проекчĕсемпе виçĕ çул ĕçлени йăлтах харама кайĕ.
Çынсене çăмăл маррине вăл лайăх ăнланать: «Питĕ пăшăрханатпăр, заводсем тулли хăватпа ĕçлеймеççĕ-çке. Çак тапхăр пирки çынсемшĕн тÿсĕмлĕх тулса çитнин чикки тенĕ пулăттăм. Мĕншĕн тесен ку вĕсем влаçа, концерн ертÿçисене шанассине çухатма пултарассипе çыхăннă».
Концерна хăй вăхăтĕнче 16 банк кредит панă. Халь шăпах çав парăма пĕр алăра, Тулашэкономбанкра, пухса реструктуризацилесси пирки сăмах пырать. Ыйту нарăсра татăлмалла тенĕччĕ те - çак йĕркесен авторĕ Н.Партасовăран çав йышăну шăпи пирки ыйтрĕ.
- Тулашэкономбанкпа кулленхи режимпа ĕçлетпĕр, - терĕ Наталия Юрьевна. - Килĕштерÿ процесĕ питĕ кăткăс. Нумай-нумай ыйтăва çак ĕçе хутшăнакан мĕнпур тытăмпа çураçтармалла. Çав вăхăтрах ВЭБăн сăнав канашĕ уйăхра пĕрре кăна лару ирттерет. Хамăрăн контрактсене тĕплĕн çирĕплетмелле. Нарăс вĕçленмен-ха - йышăну пуласса шанатпăр. Тепĕр енчен, халь ВЭБăн хăйĕн те йывăрлăхсем пур. Вĕсем ют çĕршывсен санкцийĕсемпе çыхăннă - банк тĕнче шайĕнчи фондсен укçипе усă кураймасть.
Паллах, Канашри «Промтрактор-Вакун» лару-тăрăвĕпе те кăсăклантăмăр. «Ĕç-пуç çăмăл мар, - терĕ Н.Партасова. - Çапах шанăçа çухатмастпăр. Ĕнер кăна Тверьте РФ Правительствин пуçлăхĕ Дмитрий Медведев ертсе пынипе канашлу иртрĕ, унта транспорт машиностроенине аталантармалли программăна тишкерчĕç. Инновациллĕ вакунсен производствине пулăшас тĕлĕшпе çирĕп мерăсем йышăнаççĕ - эпир шăпах çак шута кĕретпĕр. Тепĕр самант пирки истори шайĕнчи йышăну тейĕттĕм. Груз турттармалли вакунсемпе усă курмалли вăхăта тăсма чармалли йышăну турĕç. Халиччен операторсем кивĕ паркпа усă курнă, юхăннă вакунсене те ĕçлеттернĕ. Ку вара хăрушлăхпа çыхăннă. Киввисене пăрахăçлани операторсем пирĕн çĕнĕ вакунсене ытларах туянасса шанма май парать».
...Паллах, «Промтракторта» курмалли пур. Кунта халь пысăк-пысăк тракторсем кăна мар, ял хуçалăх техники те кăлараççĕ, оборона саккасĕсене те пурнăçлаççĕ. Концерн продукцийĕ тĕнчери 40 çĕршыва ăсанать. Андрей Можанов директор хăнасене цехран цеха ертсе çÿрерĕ те - кашнинчех çĕнни, çак заводшăн кăна кăтартулли пайтах. Федераци службин ертÿçипе министр заместителĕ рабочисемпе калаçрĕç, нумай саманта уçăмлатрĕç. Чылай издели - кунта кăна кăлараканнисем. Трактор трансмиссийĕ хăех мĕне тăрать! Унашкаллине китаецсем те тума хăтланса пăхнă-мĕн - ăнтарайман.
Сборка цехĕнчен тухмалли çĕрте - пысăк «ЧЭТРА Т-40» трактор. А.Вовченкăна кабинăна хăпарма чĕнчĕç те - хирĕçлемерĕ. Водитель вырăнне ларчĕ. Акă двигатель хута кайрĕ. Трактор ерипен хускалчĕ те цехран тухрĕ. Чарăнчĕ. Алексей Витальевич кабинăран тухсан ятарласа сăн ÿкерĕнме кăмăл турĕ: çакăн пысăкăш тракторпа куллен çÿрейместĕн вĕт - асăнмалăх пултăр. Техника 68 тонна таять, 180 лаша вăйĕллĕскер. «Тем пысăкăш, анчах управлени питĕ ансат - джойстикпе. Ахаль автомобиль пек çăмăллăн пырать...» - кăмăллăн палăртрĕ вăл.
Хăнасем çавăн пекех Шупашкарти вăй агрегачĕсен заводĕнче пулчĕç. Ку предприятире - кăмăллă ÿкерчĕк: çынсем ĕçлеççĕ, шалăва вăхăтра тÿлеççĕ, парăмсем çук, саккас нумай. Тепĕр об<ект - тĕп хулари электроаппаратура завочĕ. Предприяти халăха ĕçпе тивĕçтермелли тĕллевлĕ программăна хастар хутшăнать - хăнасене шăпах çак ĕç интереслентерчĕ. Кăмăллă юлчĕç.
Унтан вара «Акконд» АУОра пулчĕç. Кондитер фабрики, Раççейри кондитер промышленноçĕн предприятийĕсен чи лайăх теçеткине кĕрекенскер, куллен 300 тоннăна яхăн пылак продукци туса кăлараканскер, халăха ĕçпе тивĕçтермелли программăна хутшăнса инвалидсем валли ятарлă ĕç вырăнĕсем йĕркелеме юлашки çулсенче федераци бюджетĕнчен 300 пин тенке яхăн илнĕ. Квотăланă вырăнсенче 48 инвалид тăрăшать. Хăнасем предприятипе паллашнă хыççăн кунта республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев килсе çитрĕ - унпа ирттернĕ тĕлпулура Чăваш Енри ĕçлев ыйтăвĕсене тĕплĕн сÿтсе яврĕç.
В.Вуколов кунта мĕн курнипе кăмăллă пулнине палăртрĕ. Анчах трактор завочĕн ыйтăвĕ чăннипех питĕ çивĕч. Чăнах та, предприятисем çынсене ĕçрен хăтараççĕ. «Анчах ку чи хăрушши мар, - терĕ вăл. - Çынсене ĕçрен хăтарасси кĕтменлĕх ан пултăр. Малтанах хатĕрленсен çынсене патшалăх енчен тĕрев пама май пур». А.Вовченко та республикăри нумай предприяти аталану çулĕ çинче пулнине курса ĕненнĕ. Ĕçсĕррисен 5 пин çынпа танлашакан йышĕ питĕ хăрушă цифра тееймĕн. Анчах çав вăхăтрах йывăрлăхри предприятисем пур. «Вĕсене çухатма юрамасть, - терĕ Алексей Витальевич. - «Промтрактортах» - чăннипех хăйнеевĕрлĕ технологисем. Паян ăна пăрахсан ыран каялла тавăрма май пулмĕ. Çавăнпа та эпир унчченхи пек пурне те пĕрешкел мар, уйрăм предприятисене пайăррăн пулăшма палăртатпăр. Паллах, ĕçлеве тĕрев памалли мерăсемпе пĕтĕм экономикăна çĕклеймĕн, анчах çак пулăшу çынсене патшалăх вĕсене пăрахманнине туймашкăн пулăшма тивĕç».
М.Игнатьев хăнасене визитшăн тав турĕ. Республикăри ĕç-пуçпа паллаштарнă май хăй вăхăтĕнче Çĕнĕ Шупашкарта ĕçсĕрлĕх шайĕ 9,5% çитнине аса илтерчĕ. Шăпах федераци пулăшнипе монохулана тĕревлемелли программăна хутшăнса çивĕчлĕхе сирме май килнĕ. Паян химиксен хулинче ĕçсĕрлĕх 1% та сахалрах. Кăçал çĕртме уйăхĕнче çурт-йĕр тăвакан çĕнĕ завод хута ярасшăн - 700 çын ĕçлĕ пулĕ. Индустри паркĕ те çĕнĕ производствăсем йĕркеленĕ май çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тума май парать.
Машиностроенири çивĕч ыйтусене вара Михаил Васильевич «пирĕн инкек» тесех хакларĕ. Çапах шанăç çук тени те вырăнсăр.
- «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсем тĕлĕшпе тивĕçлĕ йышăнусем пур, - терĕ вăл. - Ку ĕçе пĕлтĕрех пуçăннăччĕ, анчах ыйтăва татса парасси тăсăлса кайрĕ. Чи кирли - «Промтракторăн» саккассем пурри. Халĕ вĕсене укçа çаврăнăшĕ валли 3 млрд тенкĕ кирлĕ. Федераци Правительстви пулăшмасăр çак лару-тăруран тухаймĕç. Канашри «Промтрактор-Вакун» - çĕнĕ завод. Анчах вакунсен хакне кура завод лакса ларчĕ. Раççей чукун çулĕсемпе калаçусем ирттеретпĕр. Предприятисенчи йыш - 9,5 пин çын. Эпĕ вĕсене лăплантаратăп-ха - «тÿсĕр!» Енчен те çак йыш ĕçсĕр юлчĕ-тĕк республикăри ĕçсĕрлĕх шайĕ 1,5: çитме пултарать. Çавăнпа та ĕç-пуçа куçран вĕçертместпĕр.
...Çакăн хыççăн журналистсене тĕлпулу залĕнчен тухма сĕнчĕç. Эпир тухнă хыççăн республикăна кÿмелли пулăшу пирки пайăр калаçу пулчĕ-ши? Тем пекехчĕ...
Николай КОНОВАЛОВ