Комментировать

11 Фев, 2016

Икĕ ача ÿстерет

Ырă кун пултăр, хаклă редакци. Чăваш эстрада артисчĕсен концерчĕсене час-часах çÿренĕрен кашни юрăçа паллатăп. Мана Диана пултарулăхĕ ытларах кăмăла каять. Вăл мăшăрĕпе 2 ача çитĕнтерет тенине илтнĕччĕ. Сас-хурана ĕненмеллех-ши?

Галина ИВАНОВА.

Çĕрпÿ хули.

Диана икĕ ача амăшĕ пулни пирки эпир çырнăччĕ. Çапах вулакан ыйтăвне уçăмлатмашкăн Дианăпа хăйĕнпе çыхăнтăмăр. Тĕп хулара çитĕннĕ артистка эпир шăнкăравланă вăхăтра шăпах кĕçĕн ачипе килте ларатчĕ. «Вĕçсе кай юрату», «Аннеçĕм», «Тăванăмсем», «Манăн çут çăлтăр» юрăсене шăрантараканскер пирĕн ыйтăва хаваспах хуравларĕ.

- Мăшăрăмпа чăнах та 2 ача ÿстеретпĕр. Кристина - 9 çулта, Алеша çулталăк çурăра кăна. 3-мĕш класра вĕренекен хĕрĕмĕр пире хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать. Вăл 5 çултанпах ташă кружокне çÿрет. Шкулти вĕренÿ программи йывăррине пула пĕлтĕр унта кайма пăрахрĕ. Кристина шĕкĕр «пиллĕкпе» вĕренет, математика предметне ытларах кăмăллать. Унсăр пуçне вăл шкулти хора çул такăрлатать, акăлчан чĕлхине тарăннăн тĕшмĕртет, - каласа кăтартрĕ пултаруллă юрăç.

Халĕ Диана çулталăк çурăри ывăлĕпе килте ларать. Алеша та ашшĕ-амăшне хăйĕн пĕрремĕш çитĕнĕвĕсемпе савăнтарать. Вăл музыка енне туртăнни халех палăрать. Пĕчĕкскер чăваш юррисене итленĕ май ташлама кăмăллать, юрлама хăтланасшăн. Амăшĕ ăна ташă кружокне халех ярасшăн. Диана ачапа ларнă чухне сцена çине тухма та вăхăт тупать. Халĕ вăл пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче хăйĕн черетлĕ концертне ирттермешкĕн хатĕрленет. Куракансене хит пулса тăнă юрăсемпе çеç мар, çĕннисемпе те савăнтарасшăн.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.