Комментировать

9 Фев, 2016

Ырă туни ырăпах таврăнать

Н.Таланцев вăйĕпе çĕкленнĕ больница.

Меценат сăмахпа эпир анлă усă куратпăр. Вăл мĕнпе çыхăннине те чухлатпăр: наукăна, искусствăна аталантарма хăйĕн ирĕкĕпе укçа парса пулăшакан çын.

Асăннă сăмах Египет патшалăхĕн çыннин Гай Цильний Меценат ятĕнчен пулса кайнă. Вăл Август император вăхăтĕнче /пирĕн эрăччен 74-64 çулсем/ палăрнă.

Вăхăт иртнĕçемĕн çак ят культурăна, искусствăна, наукăна хăйсен хÿттине илнĕ пуян çынсем çумне "çыпçăннă". Вĕсенчен чылайăшĕн ячĕ историе паллă художниксемпе, актерсемпе, писательсемпе танах юлнă. Тĕслĕхрен, Медичисенех илер. Вĕсен йăхĕ 13-15 ĕмĕрсенче Флоренцие çĕкленсе чечекленме пулăшнă. Чĕрĕлÿ тапхăрĕнче те генисене пулăшакансем йышлă пулнă.

Раççейри меценатсем 18 ĕмĕр-тенпе паллă. 19 ĕмĕрĕн çурринче вăл чăннипех тарăн тымар янă. Дворянсен керменĕсенче Раççей тата Хĕвеланăç искусствин паллă произведенийĕсен коллекцийĕсене, пуян библиотекисене пухнă. Вырăссен меценачĕсенчен çаксем уйрăмах пысăк ĕçсем тунă: Мамонтов, Морозов, Бахрушин, Рябушинский тата Третьяковсем.

Чăваш Ене таврăнар-ха. 18-20 ĕмĕрсенче пирĕн тăрăхри купсасемпе мещенсем те пысăк хуласенчи меценатсен ырă йăлине вырăнта пурнăçа кĕртессипе самай палăрнă. Çакскерсем культурăпа çутĕçе аталантарма, чиркÿсем тума укçа-тенкĕ хывнă. Ку енĕпе Алексей Арбатов, Лев Кокшайский, Андрей Астраханцев ячĕсене асăнмалла, вĕсем Шупашкарта тата çывăхри саласенче чиркÿсем çĕкленĕ, вĕсем валли турăшсем туяннă тата ытти те.

Зиновий Таланцев.

Прокопий Ефремов.

Николай Таланцев.

Михаил Таланцев.

Ырă ĕçĕсемпе Ефремовсен династийĕ те паллă пулнă. Прокопий Ефремовича Шупашкар уесĕнчи Апаш салинчи чиркĕвĕн тата тĕп хулари Пăлхавăшни чиркĕвĕн старостине суйланă. Вырăссемпе яппунсен вăрçи вăхăтĕнче Ефремовсем выçă çынсем валли тÿлевсĕр столовăй уçнă, тăлăх ачасем валли - приют. Унсăр пуçне аманнă салтаксемпе чухăнсене сиплеме укçа пуçтарас тĕллевпе ятарлă фонд йĕркеленĕ. Шкулсемпе çутĕç учрежденийĕсем çинчен те манса кайман, ку енĕпе Прокопий Ефремович уйрăмах палăрнă, Шупашкарта хĕрарăмсем валли тăватă класлă прогимнази тума 10 пин тенкĕ уйăрнă. 1880 çулсенче вара хула библиотеки валли кĕнеке тата хаçат-журнал туянма кĕмĕлпе пулăшнă.

Гимнази тăвас ĕçе çавăн пекех Петр Кушев купса та хăйĕн тÿпине хывнă. Куславккари земски училище валли Г.Волочков çурт туянса панă, вăл кайран та асăннă учреждение пулăшса тăнă. Улатăрти И.Новиков мещен те çутĕç енĕпе палăрнă, реальнăй училищене вырнаçтарма хăйĕн çуртне панă, çавăн пекех кунти Попов купсасем хула училищинче вĕренекенсем валли Перасковья Сергеевнăпа Кирилл Николаевич Поповсем ячĕллĕ преми йĕркеленĕ. Улатăр уесĕнчи тепĕр ята та асăнса хăвармаллах. Сăмахăм Иван Цветков пирки. 1873 çулта Мускав университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн унтах юлнă. М.Третьяков коллекцийĕпе паллашни ăна хăйне те ку енĕпе витĕм кÿнĕ пулĕ, вырăс ÿнерçисен графикине, ÿкерчĕкĕсене, гравюрисене пуçтарма пуçланă. Çапла вара 1898 çулта çак коллекци валли çурт туяннă та ăна Мускав хулине парнеленĕ. Асăннă галерея 1925 çулччен ÿнер музейĕ пек тытăнса тăнă, ун хыççăн - Третьяков галерейин ÿкерчĕксен пайĕ.

Чăвашсене çутта кăларакан Иван Яковлев вăйлă, малкурăмлă, пысăк тĕллевлĕ çын пулнипе палăрса тăрать. Çак пахалăхсем ăна хăйĕн ĕçне хирĕç тăракансене çĕнтерсе пыма пулăшнă. Çав вăхăтрах ун кăмăлĕ пирки ывăлĕ Алексей Иванович Яковлев çырса хăварни пур: "Иван Яковлевичăн характерĕн чи курăмлă енĕ - çынна хĕрхенесси. Ытти çыннăн хуйхи-суйхи ăна та канăçсăрлантарнă, вăл яланах, хăй пултарнă таран, пулăшма васканă". Пĕр тĕслĕх илсе парар-ха. Иван Яковлевичпа унăн мăшăрĕ Екатерина Алексеевна Кăрмăш уесĕнчи Н.А.Воскресенский пачăшкан тăлăха юлнă тăватă ачине хăйсен хÿттине илнĕ. Ашшĕпе амăшĕ тифпа чирлесе 1910 çулта çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Хĕрĕсем - Юля, Маня, Валя - Чĕмпĕрти епархи училищинче вĕреннĕ, ывăлĕ Володя - хулари тĕн семинарийĕнче. Яковлевсем вĕсене питĕ хĕрхеннĕ, тĕрлĕ енлĕ пулăшнă, ачасем валли уявсем йĕркеленĕ, малалла пĕлÿ илме, вĕсен пурнăç çулне çăмăллатма майсем туса панă.

Пĕртăван Таланцевсем çинчен асăнмасăр иртме май çук. Вĕсен несĕлĕсем Царевококшайскра /Йошкар-Ола/ пурăннă. 1790 çулсен вĕçĕнче Етĕрнере Иван Таланцев купса хăйĕн пуçарулăхĕпе палăрма пуçланă. Унăн ывăлĕн Михаилăн виçĕ ача пулнă: Зиновий /вăл Шупашкарти пĕрремĕш гильдири купса пулса тăнă/, Михаил /Шупашкарти иккĕмĕш гильдири купса/ тата Николай. Михаил Михайлович Етĕрнере 12 çул пурăннă. Вăл предприниматель ĕçĕсĕр пуçне тата общество, çавăн пекех ыркăмăллăх енĕпе те пуçаруллă ĕçсем тунă. 1900 çулта Кăрмăш уесĕнчи чăваш хресченĕсене - Таланцевсем туяннă вăрманта ĕçлекенсене - пулăшса хăйĕн укçипе хальхи Хĕрлĕ Чутайĕнчи икĕ класлă прихут шкулне уçнă. Кăрмăш çывăхĕнчи Ильина Гора салинче те пуçламăш шкул çуртне хута янă, Хĕрлĕ Чутайĕнче - икĕ класлă шкула. 1900 çултанпа вăл - Хĕрлĕ Чутайĕнчи чиркÿпе прихутăн икĕ класлă шкулĕн попечителĕ. Çак ĕçшĕн ăна 1905 çулта чиркÿ енĕпе паракан "Тăрăшулăхшăн" кĕмĕл медальпе наградăланă. Михаил Михайлович каярах тата икĕ хут асăннă медале тивĕçнĕ.

1906 çулта Етĕрнере хĕрарăмсен прогимназийĕ ĕçлеме пуçланă. Çакă хула управине арçын ачасем валли реальнăй училище уçас енĕпе хавхалантарнă, анчах укçа-тенкĕ çителĕксĕрри чăрмантарнă. Хула пуçлăхĕ Таланцевсенчен пулăшу ыйтнă. Михаил Михайлович 100 пин тенкĕ панă. 1907 çулхи çуркунне вăл строительство валли 250 пин кирпĕч, хăма-материал, извĕç тата чул тиесе килнĕ. Çуркуннех училище çĕрĕн пĕр кĕтесĕнче кирпĕч завочĕ туса лартнă. Вăл çулталăкне 600 пине яхăн кирпĕч çапса кăларнă. Çулталăк хушшинче училище çуртне çĕклесе лартнă. Тепĕр икĕ çултан - 1908 çулхи авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче - Етĕрнери реальнăй училище пĕрремĕш вĕренекенсене йышăннă. Çавăнтанпах вăл - училищĕн хисеплĕ попечителĕ.

Николай Михайловичăн хула çыннисене кÿнĕ парнийĕ - куç тата хирурги сыватмăшĕ. Вăлах Етĕрнене тĕнче шайлă К.В.Волков хирурга илсе килнĕ. Больницăна 1913 çулта уçнă, ăна Николай Михайловичăн çĕре вăхăтсăр кĕнĕ мăшăрĕн Любовь Алексеевнăн ятне панă.

Зиновий Михайлович ячĕ пи-рĕншĕн, "Хыпар" хаçатра ĕçлекен-семшĕн, уйрăмах хаклă. Вăл Николай Никольский йĕркелесе янă хаçата кăларма укçа-тенкĕпе пулăшнă.

Таланцевсен пуян библиотеки пирки те асăнса хăвармалла. Вĕсем тĕрлĕ кăларăмсем, журналсем çырăнса илнĕ. Кĕнекесене ятарласа саккас парса тутарнă шкафсене вырнаçтарнă /сăмах май, халĕ вĕсем район библиотекинче/. Шел те, вулавăшăн шăпи савăнтармасть. Революци хыççăн кĕнекесен пĕр пайне халăх çурчĕсене, вулăс библиотекисене панă, 6569 томран 4500-шĕ çухалнă. 1954 çулта Таланцевсен чаплă библиотекинчен упранса юлнă кĕнекесене Наци библиотекине ăсатнă. Халĕ вĕсем сайра тĕлпулакан тата питĕ паха литература пайĕнче упранаççĕ.

Меценатсем пирки мĕншĕн тĕплĕн чарăнса тăтăм-ха? Ырă та пархатарлă çак йăлана çĕнĕрен чĕртсе яма кирлине асра тытса. Пирĕн хушăмăрта та инкеке лекнĕ е пĕччен тума йывăр ĕçсене пурнăçлама пулăшакан çынсем пур. Сăмахран, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов хăй çуралса ÿснĕ тăван ялĕнче пурăнакансене çеç мар, Шупашкарти, Тутарстанри йăхташсене тĕрлĕ ĕçпе /палăксем тума укçа парса, нумай ачаллă çемьене çуртпа тивĕçтерсе тата ыт.те/ пулăшать. "Комплекс" строительство фирмин генеральнăй директорĕ Валерий Гордеев Çеçпĕл Мишшин çуртне тĕпрен юсаса çĕнетрĕ. Шупашкар районĕнчи Атăльялти Сергей Сорокин предприниматель хăйĕн укçи-тенкипе клуб туса лартнă, вырăнти çăлкуçа тирпейленĕ, ун çывăхĕнче "Сувар-пăлхар-чăваш çуртне" йĕркеленĕ.

Çапах та пĕр саманта палăртса хăвармаллах: паянхи пуянсенчен пысăк пайĕ хăйĕн нухратне ытларах чухне часавай, чиркÿ тунă çĕре ярать. Çакă - питĕ сăваплă ĕç. Çав вăхăтрах ытти çĕрте те пулăшу кĕтекенсем пур-çке. Сăмахран, ултă çул каялла Етĕрнере пулнăччĕ. Унта мана тĕнче шайĕнчи тюрколог, СССР Ăслăлăх академийĕн член-корреспонденчĕ, 17 томлă "Чăваш сăмахĕсен кĕнекин" - тăван халăхăн пурлăхпа ăс-хакăл культурин чăн энциклопедийĕн авторĕ Николай Ашмарин çуралнă çурт /Ленин урамĕ. 18-мĕш çурт/ шăпи илсе çитернĕччĕ. Ытла та юхăнса кайнă вăл, строительсене халь-халь кĕтсе илеймерĕ-тĕк - çĕр çинчен пачах çухалма пултарать. Вăл вара историпе культурăн регион пĕлтерĕшлĕ палăкĕ шутланать. Иртнĕ кĕркунне те çитсе килтĕм Етĕрнене. Ашмарин çурчĕ малтанхи пекех юхăнчăк. Вырăнти влаç ăна юсама хирĕç мар, анчах çак ĕçе пурнăçлама укçа çукки чăрмантарать. Эх, Таланцевсем пулнă пулсан...

Шел те, пулăшу кĕтекен культура, истори, архитектура объекчĕсем тата та пур республикăра. Хăшĕ яланлăхах çухални те пулнă. Унсăр пуçне вун-вун, çĕр-çĕр пултаруллă ача май çуккипе Турă пилленĕ çулне суйласа илеймест. Писательсем кĕнекесем кăлараймаççĕ...

Çак ярăма йĕркелесе ярса вулаканăмăрсене Чăваш Енри ырă чунлă, ют çын ыратăвне хăйĕнни пек йышăнма пултаракансемпе паллаштарасшăн, вĕсен пархатарлă пуçарăвĕ ыттисене хавхалантартăр, меценат çулĕ çине тăма пулăштăр. Манар мар: ырă пĕр ĕç вунă хут пысăк ырăпа таврăнать.

Надежда СМИРНОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.