Комментировать

9 Фев, 2016

ДАИШа сăмах парар мар

Раççей çыннисем Интернетра хăрушă террор пропагандин 3700 тъслъхне тупма пулăшнă

Сыхă граждансем Общество палати тата Демократин çивĕч ыйтăвĕсене тĕпчекен фонд йĕркеленĕ мониторинга хутшăнса Сирипе Ирак территорийĕсен пĕр пайне оккупациленĕ организацисемпе этнос ушкăнĕсем нацисен хушшинчи тăшманлăха, террора пропагандăлани çинчен 3,7 пине яхăн заявлени çырса панă. Тискер пропагандăна çул паракан 380 Интернет-ресурс списокне нумаях пулмасть вĕсем прокуратурăна панă.

- Ку - массăллă ансат пропаганда та, хăпăл-хапăл хатĕрленĕ материалсем те мар, - ăнлантарчĕ корреспондента Демократин çивĕч ыйтăвĕсене тĕпчекен фонд пуçлăхĕ, Общество палатин членĕ Максим Григорьев, - сăмах техника енĕпе çÿллĕ шайри, вырăсла хатĕрленĕ паха пропаганда пирки пырать. Компьютер графикипе усă курса хатĕрленĕ вун-вун видеофильм, çĕр-çĕр видеоролик, пин-пин сăнÿкерчĕк. Çĕнĕ меслетсемпе хатĕрленĕ темиçе информаципе анализ электрон журналĕ тухнă. Пĕрин 4-мĕш кăларăмĕ кун çути курнă ĕнтĕ, юлашки номерĕ - 70 страницăллă.

Мониторинг уçăмлатнă тăрăх, çак продукцие ДАИШпа /Раççейре саккунсăррисен шутне кĕртнĕ ИГИЛ ушкăнĕн арабла ячĕ/ çыхăннă медиацентрсем хатĕрлеççĕ. Вĕсене хакламашкăн кăткăс экспертиза та кирлĕ мар - ахалех уçăмлă: çын вĕлернине сăнлани, терактсем тума чĕнни...

- Пирĕн право хуралĕн органĕсем çине тăрсах ĕçлеççĕ, çавнашкал пичет продукцине туртса илеççĕ, - калаçăва тăсать Максим Григорьев. - Çавăнпа пропаганда Интернета, социаллă сетьсене куçнă. Ăна Tele.ram программа, Смартфонсем валли хатĕрленĕ ятарлă программăсем урлă сараççĕ.

Раççейре тăшманлăх пропагандин ытамне мĕн чухлĕ çын лекет? Максим Григорьев шучĕпе - вун-вун пин çын. Çынна вĕлернине сăнлакан видео йĕркеллĕ çынна килĕшме пултараймасть. Анчах ДАИШ пропагандисчĕсем чакма шутламаççĕ, хăрушă ÿкерчĕксене Коранран илнĕ цитатăсемпе «пуянлатаççĕ».

- Пирĕн экспертсем Коранри «пуçсене касăр!» текен цитата хыççăн Аллах ячĕпе тыткăнри çынсене вĕлересси çинчен пĕлтерекен видеоматериалсене тишкерчĕç, - тет Максим Григорьев. - Ислама йышăнакан кашни çын пĕлет: Коранра çынсене вĕлермелли пирки сăмах пымасть, пророкăн контекстран туртса кăларнă сăмахĕсен пĕлтерĕшĕ пачах тепĕр майлă. Пророк çапла каланă: çапăçу вăхăтĕнче пуçсене касăр, кайран вара тыткăна лекнисене укçасăрах ирĕке ярăр е укçалла парăр.

Максим Григорьев çакнашкал витĕме парăнма пултаракан тăватă йышши çынсем пирки калать. Пĕрремĕшсем - неофитсем. Кусем - нумаях пулмасть ислам йышăннă мăсăльмансем. Вĕсем Коран вуламан, террористсен пропагандине часах парăнаççĕ. Иккĕмĕшсем - кÿреннисем. Çак çынсем шар курнă, хăйсен регионĕсенче ăнăçу тăвайман, халь сатисфакцишĕн çунаççĕ. Виççĕмĕшсем - авантюристсем. Кунашкаллисем кирек мĕнле вăрçа та кайма хатĕр. Тăваттăмĕшсем - çамрăк хĕрарăмсем. Варвара Караулова тĕслĕхĕ - шăпах çак ретрен. ИГИЛ вербовщикĕсем вĕсемпе çине тăрса ĕçлеççĕ, террористсен хушшинче упăшка тупма, çемье çавăрма пултарассине ĕнентереççĕ.

Общество палатинче пухнă, террора пропагандăлакан материалсене çине-çинех Генеральнăй прокуратурăна, Роскомнадзора, Федерацин национальноçсен ĕçĕсен агентствине параççĕ. Унсăр пуçне Общество палати халь мăсăльмансен тĕн управленийĕпе тата Мускав муфтиячĕпе пĕрле «ДАИШ - ислам тăшманĕ» материалсен пысăк ярăмне хатĕрлет.

Елена ЯКОВЛЕВА.

/«Российская газета»/.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.