Чăваш хĕрĕ Президентпа кĕрешнĕ
Чăваш халăхĕн ывăлĕ-хĕрĕ планетăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленсе пурăнни пире мăнаçлантарать. Аякри йăхташăмăрсен пултарулăхĕпе ăсталăхĕ те иксĕлми. Хăйсен çитĕнĕвĕсемпе тĕлĕнтереççĕ вĕсем. Акă Иркутск облаçĕнчи Братск хулинче пурăнакан Ирина Долговăнах илер. Дзюдопа туслă чăваш хĕрĕ кăçал Олимп тÿпине çĕкленме хатĕрленет.
И.Долгова Ангара юханшывĕ хĕрринче вырнаçнă хулара çуралса ÿснĕ. Братскри 46-мĕш шкулта вĕреннĕ, вырăнти «Спартак» спорт шкулĕнче Николай Егоровпа Наталья Дору тренерсем патĕнче ăсталăха туптанă. Педагогика колледжĕ хыççăн пурнăçне Иркутскри физкультура институчĕпе çыхăнтарнă. Спортсменка спорт карьерине вĕçлесен ачасемпе ĕçлесшĕн, çавăнпа тренер специальноçне суйланă.
- Ирина ача чухне пĕвĕпе пĕчĕкчĕ пулин те питĕ шухăччĕ, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлетчĕ. Çавăнпа эпир ăна дзюдо секцине ятăмăр, сывă та тĕреклĕ ÿстĕр терĕмĕр. Паллах, ун чухне 2-мĕш класра вĕренекен хĕрĕм дзюдопа кăсăкланса каясси пирки шухăшламан та. Пĕрремĕш çитĕнĕвне вăл Анапăра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен ăмăртăвĕнче турĕ. Паянхи кун Ирина спортсăр пурăнаймасть. Унăн тата та пысăкрах çитĕнÿсем тăвас килет. Кашни спортсмен пекех Олимпиадăна хутшăнма тĕллев тытрĕ», - терĕ Юрий Андреевич. Спортсменкăн ашшĕне «Одноклассники» сайтра шыраса тупрăмăр. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тихăнушкăнь ялĕн çынни, тÿрех мар пулин те, ыйтусене хуравлама килĕшрĕ.
«Çамрăк чух Юрий Долгов /ун чухне 25-реччĕ пулас/ Çĕпĕр тăрăхне ĕçлеме тухса кайрĕ те унтах юлчĕ. Вырăс хĕрĕпе /мăшăрне Татьяна Викторовна тесе чĕнеççĕ. - Авт./ çемье çавăрчĕ. Шел те, Юрăн ашшĕ-амăшĕ халĕ ку тĕнчере çук. Вĕсем пурăннă чухне килкелесе çÿретчĕ вăл», - пĕлтерчĕ Хусанушкăнь ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Любовь Кузнецова. Юрий Долгов каланă тăрăх - вăл тăван килне, пушă ларать пулин те, кашни çулах килсе курма тăрăшать. «Ывăлăм та яла килĕштерет, унти тавралăх илĕртет ăна. Çавăнпа кашнинчех манпа пĕрле çула тухма шикленмест. Ялта тăван нумай пирĕн. Чи çывăх çыннăмăр, шăллăм Григорий те, Рязань облаçĕнче пурăнать», - чунне уçрĕ ентеш.
Юрий Андреевич та хăй вăхăтĕнче спортпа туслă пулнă иккен. «Каччă чух Юра сальтосем туса кăтартатчĕ. Питĕ тĕлĕнеттĕмĕр унран. Хĕрĕ те ашшĕнех хывнă пулас. Эпир Ирина спортри çитĕнĕвĕсемшĕн питĕ савăнатпăр. «Пирĕн ентешсем те çапла пултараççĕ иккен», - теççĕ кинемейсем. Ирина çинчен районти хаçатра та темиçе хут çырса кăларчĕç», - терĕ Любовь Геннадьевна. Юрий Долгов ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен секцийĕнче ăсталăха аталантарнă, анчах лайăх кăтартусемпех палăрайман. Сăмах май, Долговсен ывăлĕ те - 13-ри Андрей - спорт секцине çÿрет. Вăл та дзюдопа интересленет.
Чăн та, мухтанмалли пур Тихăнушкăньсен. Чăваш хĕрĕн чи пысăк çитĕнĕвĕсене çаксене асăнмалла: 2013 çулта çамрăк спортсменка Европа тата тĕнче чемпионачĕсен юниорсен ушкăнĕнче çĕнтернĕ, 2014-2015 çулсенче вăл Европа ăмăртăвĕнче тата Африка кубокĕнче иккĕмĕш пулнă. Юлашки вăхăтра та Ирина сумлă турнирсенче палăрчĕ: Ташкентра иртнĕ Пĕтĕм тĕнче турнирĕнче - «бронза», планетăри чи паллă
«Пысăк шлем» ăмăртура «ылтăн» çĕнсе илчĕ. Çавна май пултаруллă спортсменкăн кăçал Олимп вăййисене хутшăнакансен йышне кĕме шанăç пур.
Раççей дзюдоисчĕсене Владимир Путин та куçран вĕçертмест. Ара, пирĕн Президент спортпа питĕ туслă-çке. Дзюдо тата самбо енĕпе Раççей спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕскер спортри пĕрремĕш çитĕнÿсене 11 çулта чухнех тунă. Паянхи кун та вăл çамрăксене хăйĕн ăсталăхĕпе паллаштарать, ăсталăх сехечĕсем ирттерет. Çĕршывăн пĕрлештернĕ командин тренировкисенче те курма пулать ăна. Юлашки хут вăл спортсменсемпе кăрлач уйăхĕнче тĕл пулчĕ. Унтах чăваш хĕрĕ Владимир Владимировичпа пĕрле татами çине тухнă.
«Президентпа пĕрле тренировка ирттересси çинчен пире малтанах пĕлтерчĕç. Çак саманта чăтăмсăррăн кĕтрĕмĕр, çанă тавăрсах хатĕрлентĕмĕр. Пурин те ăна курас тата унпа кĕрешсе пăхас килет-çке. Вăл пирĕнпе питĕ ăшшăн калаçрĕ, кашнин çинчен ыйтса пĕлчĕ. Çĕнĕ база /Сочири «Юг-спорт» кермен пирки пырать сăмах. - Авт./ пахалăхĕ те кăсăклантарчĕ ăна. Унтан тренировкăна тăтăмăр. Владимир Путинпа кĕрешме çăмăлах мар. Вăл - чăн-чăн спортсмен, тытăçу мелĕсене аван пĕлет», - тенĕ Ирина Долгова тренировка хыççăн. Кавир çинче кам çĕнтернĕ-ха? Кун пирки спортсменка шарламан пулин те вăрттăнлăха уçăпăр: чăваш хĕрĕ Президента парăнтарнă. В.Путин вара дзюдоистсем маттур та ăста пулнине палăртнă, Олимп вăййисенче мала тухма вĕсене ăнăçу суннă. «Çĕнтерĕве алăран ан вĕçертĕр», - тенĕ вăл.
РФ Президенчĕпе тĕл пулни пирĕн ентеше, ытти спортсмена та паллах, пысăк çитĕнÿсем тума хавхалантарĕ. 20 çулти Иринăн та шанăçа тÿрре кăлармаллах. Эпир те ăна ăнăçу сунатпăр!
Андрей МИХАЙЛОВ