Комментировать

15 Мар, 2014

Карăкçырми ачисем улах ларчĕç

Вăрмар районĕнчи Карăкçырми ялĕнчи садике çÿрекен ачасем Культура çулталăкне халалланă улах каçне пухăнчĕç.

Чăваш йăлипе килĕшÿллĕн яшсемпе хĕрсем уява илемлĕ çи-пуçпа килнĕ. Çак тĕллевпех эпир те ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе хитре тумсем хатĕрлерĕмĕр. Ялти ал ĕç ăсти Елюк аппа патне хăнана кайрăмăр. Вăл пире килте упранакан асамлă арчине уçса кăтартрĕ. Мĕн кăна çук-ши унта! Тĕрĕллĕ ал шăллинчен пуçласа çăпата таранах. "Ĕлĕк чăвашсем пурте хуйхă-суйхă ан кĕтĕр, чир-чĕр ан ертĕр тесе кашни япалана тĕрĕпе капăрлатнă", - ăнлантарчĕ пире Елюк аппа. Кил хуçи хĕрарăмĕ ал ĕç тума сĕнсен вĕренекенсем хаваспах ĕçе пуçăнчĕç. Хĕр ачасем кĕнчелепе çăм арларĕç, арçын ачасем хăва хуллинчен карçинкка аврĕç.

Ĕлĕк чăвашсем ĕç хыççăн вăййа васканă. Эпир те çак йăлана пăхăнас терĕмĕр. Ура хуçса ташларăмăр, "Урам айкки - кăвак çеçке", "Çерем ватса вир акрăм”, "Чăваш ачи” юрăсене шăрантартăмăр. Уяв вăйăсăр епле ирттĕр-ха! Пĕчĕкскерсемпе лашалла вылярăмăр. Улах каçĕ пурне те килĕшрĕ, уйрăмах ашшĕ-амăшĕ кăмăллă юлчĕ. Шкул директорĕ Галина Архипова пĕчĕк артистсене ăшă сăмахсемпе хавхалантарчĕ. "Чăваш халăхĕн йăли-йĕркине манманни - питĕ лайăх”, - терĕ вăл.

Аваллăхсăр пуласлăх çук. Çавăнпа ача-пăчана чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе, кун-çулĕпе, юрри-ташшипе пĕчĕклех паллаштарни питĕ пĕлтерĕшлĕ.


Надежда АЛЕКСАНДРОВА,

Ирина ЛЬВОВА, воспитательсем

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.