Комментировать

3 Фев, 2016

СИВĔРЕ ЧИРЛЕСРЕН

Хĕллехи сивĕ çанталăкра шăнса пăсăласран, тĕрлĕ тĕслĕхре йăнăшасран мĕнле хÿтĕленме пулать-ха? Тухтăрсен çак сĕнĕвесене пăхăнни чылай чухне пулăшĕ.

Çи-пуç меллĕ пултăр

Сивĕ çанталăкра çи-пуç хулăн пулни мар, темиçе сийрен тăни пĕлтерĕшлĕ. Пĕрремĕшĕ - вăй хурса ĕçлемелле пулсан хытă тарлаттарман пир е йĕтĕн пусмаран хатĕрленĕ аялти кĕпе-йĕм. Иккĕмĕшĕ çăм япала пулсан лайăхрах, мĕншĕн тесен çăм йĕпенсен те ăшша упраса хăваракан пахалăхне çухатмасть. Виççĕмĕшĕ - ирĕклĕ, хусканма чăрмантарман, анчах лапăшка мар çиелти тумтир.

Хăшĕсем хĕлле вичкĕн çилрен хÿтĕленме питне шарфпа куç патне çитичченех хуплаççĕ. Анчах кун пек тума юрамасть! Шарфа сывланă чухне тухакан сывлăш нÿрелет, сивĕре самантрах шăнса пăра куçать. Çак пăр витĕр сывласа илме тивет-çке. Çавна пула ангина пуçланасси те часах. Уçă сăмсапа кăна сывламалла. Шарфпа мăя тата кăкăра лайăх хупламалла.

Ирхине çумалла мар

Пуçа ирхине çумалла мар! Хăшĕсен ку киревсĕр хăнăху тахçанах йăлана кĕнĕ. Пуçа каçхине çума вăхăт нумай та кирлĕ мар вĕт-ха - 10 минутрах ĕлкĕрме пулать. Ирхине вара пуçа васкаса çунă май çÿçе йĕркеллĕ типĕтсе те çитереймеççĕ.

Пуçа урама тухас умĕн çусан сивĕ сывлăшпа юн тымарĕсем сарăлаççĕ. Йĕпе çÿç те хÿтлĕхсĕр: çÿç тымарĕсем шăнаççĕ те вилеççĕ. Çакна пула кукшалансах юлмасан та çÿç хытах çÿхелме пултарать.

Паллах, организм ытлашши шăннипе чирлес, ангина, ытти амак пуçланас хăрушлăх ÿсет.

Урама тухас умĕн

Урама тухас умĕн вĕри шĕвек /кофе,чей/, алкоголь ĕçме юрамасть. Вĕри шĕвексене пула юн тымарĕсем сарăлаççĕ, организм хăйĕн ăшшине сарăлнă юн тымарĕсем урлă чылай хăвăртрах кăларса пĕтерет. Ку шăнса хытма, чирлеме витĕм кÿрет.

Апат ăшша упрать

Сивĕ çанталăкра тулли тĕ­шĕллĕ кĕрпе пăттисем, çăкăр, улма-çырла, какай, пулă, сĕт ытларах çимелле. Ирхи апата çупа сыр бутерброчĕ аван.

Çак çимĕçсенче организмра энергипе ăшша тытса тăма пулăшакан аминойÿçексем пур. Тата калорисенчен те хăрамалла мар, сивĕре вĕсем хăвăртрах тăкакланаççĕ. Паллах, усăллă тесе çак çимĕçсене те хырăм карăниччен çисе лартмалла мар, пурте виçеллĕ кирлĕ.

Тумлам тата маç

Хĕл - ОРВИ, тĕрлĕ вирус сарăлнă тапхăр. Анчах хамăра вĕсенчен хÿтĕлес тесе тепĕр чухне ытлашши хăтланатпăр, организма сиен кÿретпĕр. Сăмсари юн тымарĕсене пĕрекен препаратсемпе усă куратăр пулсан урама тухас умĕн вĕсене тумлатмасан лайăхрах, мĕншĕн тесен пĕрĕннĕ юн тымарĕсем сăмса-пыр иммунитечĕн ĕçне пăсаççĕ. Тухиччен пĕр сехет маларах сăмса ăшне тăвар шывĕпе çуса илме юрать.

Маçсен /тĕслĕхрен, пурте пĕлекен”оксолинка” маç/ витĕмĕ те тĕрлĕрен пулма пултарать. Вĕсем, паллах, вируссемпе кĕрешеççĕ-ха. Анчах сăмса ăшне сĕрсен лăймака сийĕн çÿç пĕрчисем çыпăçса лараççĕ, хăйсен хÿтлĕх ĕçне пурнăçлайми пулаççĕ. Ку лăймака сийре вируссемпе бактерисене пухăнма витĕм кÿрет. Маçа пÿрте кĕрсен е урама тухас умĕн çур сехет маларах сĕрме сĕнеççĕ.

Тепĕр самант: сивĕ çĕре тухиччен 30 минут маларах ÿте çуллă крем сĕрсен ÿт хĕрелмĕ, кушăрхамĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.