Комментировать

3 Фев, 2016

УРТĂШ ТАСАТАТЬ

Эпир хамăра мĕнле туясси пирĕн кил-çурт энергетикинчен килет. Çавăнпа ăна вăхăт-вăхăтпа "япăх энергетикăран” тасатмалла. Ку тĕлĕшпе уртăш /можжевельник/ питĕ витĕмлĕ пулăшать.

Пÿрте уртăшăн типĕ турачĕсемпе тасатма пулать. Çак йăла авалхи славянсенченех упранса юлнă. Турата чĕртсе ямалла та пÿлĕмсем тăрăх сехет йĕппи куçнă май, кашни кĕтесре чарăна-чарăна тăрса, çÿремелле. Виçĕ хут çаврăнмалла. Уртăшпа çакăн пек тĕтĕрни лайăх тасатать, пÿрте ырă энергетикăпа пуянлатать. Кунта вара çын хăйне хастар, сывă туять.

Çын аллинче пулнă çĕрĕ-алкана, ытти япалана /тĕслĕхрен, уçăсене/ уртăш настойкинче çĕрĕпех тытни тасатма пулăшать. Вĕтетнĕ типĕ туратсене 1:20 шайлашупа спирта ямалла, тĕттĕм вырăнта 2 эрне лартмалла та сăрăхтармалла.

Усал шухăшлă çынсенчен хÿтĕленме пĕрле чĕрĕ уртăш турачĕсем чиксе çÿремелле.

Пÿрене хăйăртан тасатма. 2 чей кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ уртăш çулçипе çырлине тин вĕренĕ 2 стакан шыва ямалла. 2 сехетрен сăрăхтармалла, 2-3 стакан сахăр хушмалла, шыв мунчине лартса сироп пек пуличчен пĕçермелле.

Кунне 3 хут апат умĕн 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле. Виçене çирĕп пăхăнмалла, мĕншĕн тесен сироп шăк вăйлă хăвалать. Ĕçме пуçлас умĕн тухтăрпа канашласан лайăх.

Юн тымарĕсене тасатма. Пĕр курс валли уртăшăн чĕрĕ е типĕтнĕ 205 çырли кирлĕ. 5-рен пуçласа кунне пĕрре çимелле. Кунсерен çырла шутне 1-ер хушса пымалла, çапла 15 çырлана çитермелле. Унтан кашни кун 1-ер чакарса пымалла, 5 çырла хăвармалла.

Асăрханăр! Уртăш çырлин шĕвекне икĕ уйăхран ытла ĕçме юрамасть - пÿрери тĕртĕмсем вĕчĕрхенме пултараççĕ. Вăл хырăмлăхпа вуник пумăклă пыршă язви, çивĕч колит, гастрит чухне те юрамасть.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.