Комментировать

3 Фев, 2016

ПАЯН ТА ТĔЛ ПУЛАТЬ

Шел те, пыйтă-шăрка ĕрчени /педикулез/ паян та тĕл пулать. Ушкăнпа чухне пĕр ачаран теприсене ересси те часах. Пыйтăран килте хими хатĕрĕсемпе усă курмасăр мĕнле хатăлма пулать-ха? Акă, темиçе рецепт.

  • Çÿçе тата пуç ÿтне ыхра сĕткенне лачкасах сĕрмелле. Полиэтленпа витсе çыхмалла, тутăрпа чĕркемелле. Пĕр сехетрен шампуньпе çумалла. Таса çÿçе уксус шĕвекĕпе /çур литр шыва - 1 чей кашăкĕ апат уксусĕ/ чÿхемелле. Курс кунта тата малалла - паразитсем тĕпĕ-йĕрĕпех пĕтиччен.
  • Çĕмĕрт йывăçĕн 1 чей кашăкĕ типĕ хуппине 1 стакан сивĕ шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле те вăйсăр çулăм çинче çур сехет тытмалла. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Çак шĕвекпе пуçа ирхине тата каçхине çумалла.
  • Пуç ÿтне петрушкăн кофе арманĕпе вĕтетнĕ вăррипе тăрăшсах сăтăрмалла. Полиэтиленпа витмелле, тутăр çыхмалла, çаплах çĕр каçмалла.
  • 50-шар миллилитр скипидара тата тип çăва хутăштармалла. Унпа пуç ÿтне сăтăрмалла, ăна çÿçе талккăшпех сĕрмелле. Полиэтиленпа витмелле, тутăр çыхмалла. 2-3 сехетрен ăшă шывпа лайăх çуса тасатмалла.
  • Пилеш курăкĕн /пижма/ 50 грамм /аптекăра шăпах çак виçепе сутаççĕ/ типĕ чечекне 1 литр сивĕ шыва ямалла, шыв мунчине лартса 30 минут вĕретмелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Шĕвеке пуç ÿтне тата çÿçе кунне 3-4 хут сĕрмелле. Çумалла мар. Унтан çÿçе вĕтĕ турапа лайăх турамалла.

Çĕрлене хирĕç çÿç тымарĕсене ыхра çăвĕ сĕрмелле, полиэтилен калпак тăхăнса çывăрмалла. Ирхине пуçа шампуньпе çумалла та пилеш курăкĕн шĕвекне сĕрмелле. Сиплев схеми: кăнтăрла - пилеш курăкĕн шĕвекĕ, çĕрлене - ыхра çăвĕ, малалла та çапла.

Ыхра çăвĕ. Çур литр банкине çурринчен ытларах ыхра пăтти тултармалла, хĕрринченех хĕвелçаврăнăш çăвĕ ямалла, лайăх пăтратмалла. Куллен силле-силле илсе икĕ эрне лартмалла. Сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.