Комментировать

30 Янв, 2016

Пуласлăх хуçисем

«Мĕнле чаплă музей!» - Етĕрне районĕнчи Кăкшăмри шкула кĕрсен тĕлĕннĕ французсем. Хăнана килнĕ нимĕçсем те кĕрсе тухнă унта. Вĕсене те çак тăрăх хăйĕн историне упрани килĕшнĕ. Çитĕнекен ăру валли пуян тупра хатĕрленине çавнашкалах академиксем, историксем, ăсчахсем палăртса хăварнă.

Французсене те, нимĕçсене те килĕшнĕ

«Тавах тăван ене юратнăшăн, хаклама пĕлнĕшĕн. Куратăп: сирĕн пек çынсемпе пирĕн пуласлăх - шанчăклă алăра. Пурне те телей, сывлăх, ăнăçу сунатăп!» - çак йĕркесене Чăваш Республикин Президенчĕ пулнă Николай Федоров çырнă.

Çар тата ĕç мухтавĕн музейĕшĕн чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Людмила Александрова яваплă. Хальхинче те республика çитĕнĕвĕ кашни çын тăрăшулăхĕнчен килни тавра калаçрĕ вăл ачасемпе. Раççей тĕп каналĕсемпе кăтартакан сюжетсене аса илчĕ. Чăнах, мухтанмалăх пур хамăрăн тăрăхпа.

Пĕрремĕш трактористкăсем - Анна Даниловăпа Анастасия Корнилова - яланлăхах халăх асĕнче. Чапаев ячĕллĕ 25-мĕш дивизи йышĕнче пулнă Алексей Мироновăн ĕмĕрĕ вăрăм килнĕ. 85 çул пурăнма пÿрнĕ ăна.

Романовсен династийĕ пуçланнăранпа 300 çул çитнине халалласа кăларнă свидетельство та - музей экспоначĕ. Ăна чиркÿпе прихут шкулĕнчен вĕренсе тухнă Татьяна Прокопьевăна панă. Кайран вăл колхозра ĕçлесе ырă ят çĕнсе илнĕ.

Леонид Агаковăн пурнăçĕ, тăванĕсем çинчен çырни пысăк вырăн йышăнать. Документсемпе паллашнă май юратнă çыравçăпа тата çывăхланнăн туйăнать.

Çак тăрăхра пăрахут тăвакан Яков Евграфов çуралнă. Вăл Питĕрте ĕçлесе пурăннă.

Иустиния Кузьмина республикăри сад чи лайăх ĕçченĕ пулнă. Ăна Мускаври с<езда хутшăнмашкăн делегата суйланă.

Истори докуменчĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин саманчĕсене куç умне кăларма пулăшаççĕ. Пĕр сăнÿкерчĕкре - çапăçу хирне тухса каякан 6 çамрăк. Вĕсенчен виççĕшĕ тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуç хунă. Çакă та хăйнеевĕрлĕ паллă. Кăкшăм ял тăрăхĕнчен вăрçа тухса кайнă 700 ытла çынран çурри каялла килеймен.

«Пурин сăнÿкерчĕкне тÿрех курăнмалла вырнаçтарма май çук. Çавăнпах тĕрлĕ темăпа уйрăм альбомсем тăватпăр», - ăнлантарать Людмила Иосифовна.

Ĕлĕкхи хатĕр-хĕтĕрпе те пуян музей. Çав япаласемпе усă курма пăрахнă ĕнтĕ. Çапах вĕсем аваллăха сăнлама май параççĕ.

Кино тишкерÿçисем

Вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Валентина Корчева библиотека ĕçне те йĕркелесе пырать. Пĕлтĕр Кăкшăмсем «Районти чи нумай вулакан шкул» ята тивĕçнĕ.

«Эпир ял тăрăхĕн библиотекарĕпе Надежда Бундинăпа килĕштерсе ĕçлетпĕр. Уйрăм кĕнеке е çыравçăпа сăвăçсен хайлавĕсем тăрăх викторина йĕркелетпĕр. Çавнашкалах ачасене кĕнекери ĕç-пуçа ÿкерсе кăтартма ыйтатпăр», - сăмах илет Валентина Алексеевна.

Раççейри Кино çулталăкне халалласа уйрăм проект хатĕрленĕ вĕсем. Паллă повеç, роман тăрăх ÿкернĕ кинокартинăсене тишкереççĕ. Çакă, паллах, ытларах пĕлме, хăйсен шухăшне палăртма пулăшать.

Вĕренекенсем Александр Грибоедовăн «Горе от ума» камитне танлаштарма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. «Вуласан нумайрах пĕлме пулать», - çакнашкал пĕтĕмлетÿ тунă вĕсем.

5-мĕш класс вĕренекенĕсемпе чăваш эрешĕсене тĕрлеме хăнăхнине палăртрĕ Валентина Кочетова. Çыпăçуллă ĕçленĕшĕн çак йышри 4 арçын ачапа 2 хĕрачана ырларĕ.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.