Комментировать

29 Янв, 2016

Сăвăма ÿстерес тесен

Сăвăм виçи тĕрлĕ сăлтавпа çыхăннă, вĕсене "тулаш" тата "шал" енчен витĕм кÿрекеннисем çине уйăрма пулать. "Шал" енчисенчен ĕне йăхĕ, выльăх сывлăхĕ, кÿлепи палăртуллă, "тулашрисенчен" – апат пахалăхĕпе виçи, сăвăмсем хушшинчи тăхтав вăхăчĕ, сăвăм меслечĕ, ĕне миçе çулти тата ытти те. Паян шăпах вĕсем çинчен калаçăпăр.

Сĕт тухăçлăхне ĕне хăш вăхăтра пăрулани пысăк витĕм кÿрет. Хĕлле ?раштав-нарăс% пăруланисем ытти тапхăртисенчен 8-11 процент ытларах сĕт антараççĕ. Вĕсен сĕт çулĕ икĕ тапхăрта вăйлă уçăлать: пăруланă хыççăн 2-3-мĕш уйăхсенче тата симĕс курăк çине кăларнă вăхăтпа пĕр килекен 4-5-мĕш уйăхсенче.

Кĕркунне е хĕлле çуралнă пăрусем те вăй-халлă, сайра чирлеççĕ. "Тулашри" сăлтавсенчен сăвăмшăн уйрăмах апат пахалăхĕ пĕлтерĕшлĕ.

Апат рационĕ сăвăма кăна мар, сĕт тутине те витĕм кÿрет. Чухăн апатпа тата пĕлсе çитермесен малтан сĕт виçи чакать, кайран унăн пахалăхĕ çухалать, çу шайĕ пĕчĕкленет. Уйрăмах белоклă апат çитмесен çу чакать.

Сĕт йышне тата тутине витĕм кÿрекен апат шутне пăрçа йышши культурăсен тата курăк хутăшĕсен симĕс масси, йĕтĕн тата хĕвел çаврăнăш вăррисен чусти ?жмых%, çамрăк курăкран, пăрçа йышши тата тĕшĕллĕ культурăсенчен хатĕрленĕ паха утă кĕрет. Анчах рационра тĕрлĕ йышши сĕтеклĕ апат ?турнепс, тымар çимĕç аври тата ытти те% нумай чухне сĕт йÿçек тутă калать. Çĕрме тытăннă пахалăхсăр апат çитерсен те унăн тути палăрмалла улшăнать.

Турантă ытларах чухне те çапла пулать. Тĕслĕхрен, апата 5 килограма яхăн йĕтĕн туранти кĕртсен сĕтрен хатĕрленĕ çу пахалăхĕ чакать. Унран лайăх сыр та тăваймăн. Пăрака, сăра вĕретнĕ хыççăн юлакан каяш нумай çитерни те çакăн патне илсе çитерет.

Çуркунне ĕнене кĕтĕве илсе тухнă вăхăтра та çу виçи чакать. Çакă çамрăк симĕс курăкра клетчатка сахаллипе çыхăннă. Кун пек чухне клетчаткăпа пуян апата рациона икĕ килограмран кая мар хушмалла.

Сăвăмшăн ĕнен ÿсĕмĕ те пĕлтерĕшлĕ. Вăл ытларах чухне ĕне пиллĕкмĕш хут пăруличчен ÿсет, ун хыççăн майĕпен чакма тытăнать. Анчах хăш-пĕр ăрат çиччĕмĕш-саккăрмĕш хут пăруласан та тухăçлăха чакармасть. Ĕнен малашнехи сăвăмне пĕлес тесен пĕрремĕш хут пăруланă хыççăнхи виçене 130 çине хутлаççĕ, иккĕмĕш хут пăруласан – 115 çине.

Çичĕ уйăхра çамрăк выльăх ĕне пулса çитет. Пĕрремĕш хут ăна çулталăк çурă тултариччен 290-340 килограма çитсен пĕтĕлентереççĕ. Ку ĕçе маларах пурнăçламалла мар, мĕншĕн тесен çамрăк, аталанакан организма йывăр килет. Унсăр пуçне ир пăруланă ĕне кайран та сĕт нумай антармасть. Вăл пысăк, çирĕп аталаннă выльăх пулса ĕлкĕрейменнипе çыхăннă çакă. Сăвăм виçи ĕнене мĕнле меслетпе сунинчен те килет.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.