Комментировать

29 Янв, 2016

Асăрханăр: грипп

Роспотребнадзор пĕлтернĕ тăрăх Раççейре гриппа чирлекенсен йышĕ ÿссех пырать. Çав шутрах Чăваш Енре те. Чи хăрушши - чирлекенсен йышĕнче А /Н1N1/ 2009 /халăхра «сысна грипĕ» теççĕ/ ернине тупса палăртни.

Кăçалхи кăрлачăн 11-17-мĕшĕсенче Шупашкарта тата Улатăрта çак чирпе пĕтĕмĕшле 5 çын чирленĕ. Кăрлачăн 25-мĕшĕ тĕлне вара - 17-ĕн. Чирлекенсен ытларах йышĕ - Шупашкарта. Унта 11 тĕслĕх тупса палăртнă. Çĕнĕ Шупашкарпа Улатăр хулисенче те пур. Украинăра тата кăнтăр çĕршывсенче сысна грипĕ сарăлсах пырать. Ăна пула чылай çын вилет. Паллах, асăннă грипп хăй питех хăрушă маррине калаççĕ ăсчахсем. Анчах чир вĕрĕлни вара сисчĕвлентерет. Унăн паллисем: температура ÿсет, ÿт-пÿ ыратать, ÿслĕк аптратать, сывлăш пÿлĕнет. Каярахпа сăмса тата куççуль юхма тытăнаççĕ, конъюктивит пуçланать. Çак амакпа чирленĕ хыççăн 2-3 кунранах чир вĕрĕлме пултарать. Ахаль грипп хыççăн вара 2-3 эрне хыççăн çеç.

Чир вируспа çынран çынна куçать. Ăна хăвăр тĕллĕн сиплеме тăрăшмалла мар. Температура ÿссенех тухтăра киле чĕнмелле. Ытларах вăл пĕчĕк ачасемшĕн, ватă çынсемшĕн, çие юлнă хĕрарăмсемшĕн, тĕрлĕ чир-чĕрпе аптракансемшĕн хăрушă. Чирлĕ ача-пăчана шкула, ача садне ямалла мар.

Эпидемирен сыхланас тесен çын нумай çÿрекен вырăнсенчен хăпмалла, общество транспорчĕпе усă курмалла мар. Ытларах çуран çÿремелле, апат рационне пуянлатмалла, аш-какай, пулă, тăпăрчă, çăмарта, сĕт, пахчаçимĕçпе улма-çырла çимелле. Алла, сăмса шăтăкне час-часах çумалла. Вирус шăпах сăмсан лăймака сийне пухăнать. Пÿлĕме уçăлтарма, хăвăр уçă сывлăшра çÿреме тăрăшăр. Гигиена маскине тăхăнсан та аван.

Наци программипе килĕшÿллĕн кăçал республикăри халăхăн 29,8 процентне прививка тунă. Вакцина тытăмĕнче кăçалхи А /Н1N1/ 2009 грипп вирусĕпе кĕрешекен ген пур. Çавна май прививкăра пулнисем çак амакран хÿтĕленĕç. Паллах, иммунизациленме хăть хăш вăхăтра та юрать. Анчах унăн витĕмĕ этем организмĕнче икĕ уйăхран çеç палăрма тытăнать.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.