ФИНИК ПУРНĂÇА ТĂСАТЬ
Финик - тĕлĕнмелле çимĕç, ăна мĕн авалтанпах тĕрлĕ халăх сывлăха çирĕплетме, пурнăçа тăсма пултарнăшăн пысăка хурса хакланă. Вăл вăй-хал хушать, çавăнпа ăна космонавтсем уйрăмах килĕштереççĕ.
Кали нумаййине кура финик чĕрене çирĕплетет, пĕвере, пÿресене сывалма пулăшать, йÿçек-сĕлтĕ шайлашăвне йĕркене кĕртет, иммунитета лайăхлатать. Унăн апат чĕлкемĕсем онкологи чирĕсен хăрушлăхне чакараççĕ.
Типĕтнĕ çимĕçре усăллă глюкозăпа фруктоза 60 процента яхăн. Кĕлетке виçи ÿсесрен хăракансем çак пылака хăрамасăрах çиме пултараççĕ. Сахăр диабечĕпе аптракансене те кунне 7 финик çиме юрать. Çимĕçе салата, кукăль-булкăна, компота хушаççĕ.
Кунне вунă финик çини организма питĕ кирлĕ магни, кÿкĕрт, пăхăр микроэлементсемпе çителĕклĕ тивĕçтерме май парать. Унсăр пуçне ку - тимĕрĕн талăкри норми тата кальцин талăкри чĕрĕк норми.
Финика кашни кун çак сăлтавсемпе çимелле.
Авалхи рецепт. Варвитти пуçлансан 5 финика 1 стакан шыва ярса 15 минут вĕретмелле, сивĕнсен сăрăхтармалла. Финикран шăммисене кăларса илмелле. Çемçине тÿмелле, сăрăхтарнă шĕвеке хушмалла, пĕçернĕ 1 стакан рис ярса пăтратмалла. Кун тăршшĕнче çисе ямалла.