Комментировать

27 Янв, 2016

Кашнин сăмахĕнче - чун ыратăвĕ

Писатель тата вулакан... Вĕсен хушшинче çыхăну пурах. Ахальтен-и, пĕр-пĕр кĕнекене алла тытсан, ăна вулама тытăнсан пурнăç çинчен шухăшлатпăр, автор пире мĕнпе те пулин кăсăклантарасса, пулăшасса кĕтетпĕр. Чăнах та, вĕсем чăн-чăн асамçă пекех туйăнаççĕ. Апла-тăк сăмах ăстисем, «чун инженерĕсем» ахаль çынна «çул уçса параканĕсем», обществăра курăмлă вырăнта тăраççĕ. Унтан та ытларах - вĕсем пур енĕпе те ырă тĕслĕх пулмалла.

Писатель тăван чĕлхе патриочĕ пулмаллине, вулаканăн ăс-тăнне, кăмăл-сипетне ÿстерме май паракан хайлавсем çырмаллине аван пĕлетпĕр темелле. Ăна хăйне çапла тума, çунат хушма, вĕçĕ-хĕррисĕр хавхалану кÿме пулăшакан вăй, çăлкуç пур-и? Вăл мĕнле пурăнать, ăна паянхи пурнăçра мĕн савăнтарать тата кулянтарать?

Иртнĕ эрнекун Чăваш наци библиотекинче ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев республикăри писательсемпе ирттернĕ тĕлпулу хыççăн сăмах ăстисене хăйсене те пысăк пулăшу кирлине туйса илтĕмĕр. Кам вăл писатель? Миçен вĕсем Чăвашра? Союзĕсем те тăваттă та /Юхма Мишшин иккĕ, Хветĕр Агиверĕн «Хурăнташĕ» тата ЧР Профессионал писательсен союзĕ. Унсăр пуçне иртнĕ çул ÇИП /Çыравçăсен ирĕклĕ пĕрлĕхĕ/ чăмăртаннă/, вĕсенче вун-вун çыравçă-тăк, йышра 500 çын та пур пулĕ. Анчах та тĕлпулăва вăл е ку союзран пурĕ те 30 яхăн çыравçă çеç пынăччĕ. Пурне те систерсе çитереймен-ши? Е теприсем: «Çитес эрнере пĕрех тепĕр хут пуçтарăнмалла - съезда», - тесе вăхăта сая ярас темен-ши? Е тата: «Пĕрех ним усси те пулмĕ», - тесе алă сулнă-ши?

Калаçу, тĕпрен илсен, чĕрĕ иртрĕ. Писательсен чунĕ тăвăлса çитни кашнин сăмахĕнче палăрчĕ.

Малтан вара хăйĕн шухăшĕпе - республикăри писательсен ĕç-хĕлне мĕнле йĕркелесе пымаллин курăмĕпе - Константин Яковлев паллаштарчĕ.

Константин Геннадиевич ЧР Культура министерствине ертсе пыма пуçличчен 15 çул Тутарстанри чăваш наци культура автономийĕн председателĕ пулнă. Автономи чăмăртаниччен вырăнти йăхташсене пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме мĕн тери йывăр килнине аса илчĕ. Кашни пĕрлĕх «утияла» хăй еннелле туртма хăтланнă. Чăвашлăх ĕçĕнче автономи тĕп вырăн йышăнсан мероприятисем ирттересси те, вĕсен пахалăхĕ те, унта хутшăнакансен йышĕ те куç умĕнчех ÿснĕ. Çавăнпа пĕрлех - хисеп-сумĕ те. Сăмахран, Тутарстанра çуллен йĕркелекен Уява республика Президенчĕ икĕ хут хутшăннă, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та çитсе курнă.

Çак тĕслĕхпе, ман шухăшăмпа, Константин Геннадиевич «пĕрлĕхре - вăй» тесе каласшăн пулчĕ.

Акă хăш тытăмра тимлĕрех ĕçлеме сунчĕ вăл. Чи малтанах - вăл е ку темăпа проектсем çырса грантсем илме. Шел те, чăваш çыравçисем хальлĕхе çак енĕпе пуçаруллă теме çук-ха. Вăл е ку произведение кун çути кăтартма кĕмĕл çук-тăк - вăл вулакан патне çитеймест, лайăх кунсене кĕтсе сунтăхра выртать.

Писательсен союзне тытса тăма укçа-тенкĕ, пÿлĕм кирли пирки те чарăнса тăчĕ К.Яковлев. Социаллă пĕлтерĕшлĕ литература кăларас енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕсене писательсене явăçтармаллине те палăртрĕ. Унта çеç мар, пичетленнĕ кĕнекесене вырнаçтарас тĕлĕшпе те сăмах ăстисен сĕнĕвĕсене шута илмелле терĕ. Ку енĕпе лару-тăру йывăрлансах пырать. Сăмахран, 2011 çулта республикăри вулавăшсем валли кĕнеке туянма министерствăна 6 млн тенкĕ укçа уйăрса панă пулсан, 2015 çулта - 1,1 млн тенкĕ, 2016 çул валли вара 816 пин тенкĕ çеç палăртнă.

Константин Яковлев шухăшĕпе - писательсем хăйсен те пуçаруллăрах пулмалла. Чăвашсем пысăк йышпа пурăнакан регионсене час-часах тухса çÿремелле, халăхпа тĕл пулмалла, презентацисем ирттермелле, «çавра сĕтелсем» йĕркелемелле. Кĕскен - вулаканпа курнăçмалла, унăн шухăшĕпе паллашмалла.

Министр канашçи вырăнĕнче те писателе курма ĕмĕтленнине пĕлтерчĕ Константин Геннадиевич.

Вăл писатель ĕçне хисеплесе калаçнине туйса тĕлпулăва пынисен кăмăлĕ те уçăлчĕ ахăр, пĕрин хыççăн тепри сăмах илме пуçларĕ.

Анатолий Кибеч, сăмахран, писательсем чылай çул хăйсен еккипе пурăннине, вĕсен шăпи никама та шухăшлаттарманнине асăнчĕ. Çакăншăн, пĕр енчен, хамăрах айăплă терĕ.

Чăваш халăх писателĕ Сергей Павлов Культура министерстви çумĕнче çыравçăсемпе ĕçлекен канаш йĕркелеме, министерство коллегине сумлă пĕр-пĕр писателе кĕртме сĕнчĕ. «Мероприятисем ирттерме укçа-тенкĕ май пур таран ытларах палăртса хăвармалла», - терĕ. Союз вăйĕпе йĕркелекен ĕçсен пахалăхĕ, районсене тухса çÿресси тата ытти те ытларах чухне нухрат çуккипе çыхăннине асăнчĕ.

Лидия Филиппова шухăшĕпе - Константин Яковлев тĕлпулăва писательсен ĕçне тивĕçлĕ шайра йĕркелесе яма май паракан хатĕр программăпа килнĕ. «Сапаланчăк темиçе пĕрлĕхпе ăна пурнăçа кĕртеймĕн. Вăйлă пĕр организаци кирлĕ», - терĕ паллă публицист. Вăл çавăн пекех çамрăксемпе ĕçлессине вăйлатмаллине, вĕсем валли семинарсемпе ăсталăх класĕсене йĕркелемеллине те аса илтерчĕ.

Василий Пушкин шухăшĕпе те килĕшмелле: Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш уйрăмĕнче бюджет вырăнĕ çук пулсан малашлăхра пирĕн культурăпа ăслăлăх мĕнле аталанĕç?

Геннадий Максимов писатель «Хыпар» Издательство çурчĕн кăларăмĕсем тăван литературăна вулакан патне çитерекен чи кĕске çул пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Кăçал ку енĕпе тепĕр сумлă рубрика - «Кĕнеке çÿлĕкĕ» - уçнине асăнчĕ. Геннадий Аркадьевича çавăн пекех районсенчи библиотекăсем «Тăван Атăл» журнала сахал çырăнса илни те кулянтарать. Унтан та ытларах - вулавăшсем хупăнни. Тĕслĕх вырăнне хăйĕн тăван Каçал тăрăхне илсе кăтартрĕ. Унта, сăмахран, иртнĕ çулсенче çеç ултă библиотекăна хупнă. Оптимизаци тени тем патне те илсе çитерет иккен. Районăн маларахри ертÿçи вара /шĕкĕр Турра, пĕлтĕр ăна должноçран хăтарчĕç/ çак пулăма: «Библиотека сĕт памасть вĕт», - тесе пĕтĕмлетнĕ-мĕн.

Тухса калаçакансем татах пулчĕç: Юрий Артемьев, Валери Туркай, Денис Гордеев, Светлана Асамат, Виктор Овчаров, Елена Светлая, Василий Кервен. Кашнийĕн сăмахĕнче - чун ыратăвĕ, малашлăх тĕллевĕ.

Эрнекун ЧР Профессионал писательсен союзĕн черетлĕ съезчĕ иртет. Унта та хĕрÿ калаçу пулатех.

Надежда СМИРНОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.