КУÇНЕ ВĂХĂТРА ТĔРĔСЛĔР
Окулист пепкен куç çивĕчлĕхне пуçласа вăл 11-12 уйăхсене çитсен тĕрĕслет. Çапах та ачан куçĕсем йĕркеллех пулнине хăвăр тĕллĕн маларах палăртас тесен тата пĕр-пĕр кăлтăк асăрхасан мĕн тумалла-ха? Специалистсем çапла сĕнеççĕ.
1. Пепкен куç шăрçи çутта мĕнле йышăнать? Тин çуралнă ачан куç шăрçисем хĕсĕк, диаметрĕ 2 миллиметра яхăн. Тĕттĕмрех пÿлĕмре куçĕсене фонарикпа çутатсан вĕсем тата ытларах хĕсĕнеççĕ. Çутă пайăркине пула ача канăçсăрланма, пуçне хыçалалла яма пултарать. Çак реакцисем пепкен куçĕсем йĕркеллине çирĕплетеççĕ.
2. Куç шăрçи мĕн тĕслĕ? Сăрăрах е шурă тĕслĕ пулсан ача катарактăпа çуралма пултарнă. Операцие вăл çулталăк тултариччен тумалла. Унсăрăн çутăсăр çутта сисĕмлĕ сетчатка йĕркеллĕ аталанаймасть, кайрантарах операци тусан та куç япăх курать.
3. Ачан куçĕ уçă чухне çÿлти куç хупанки куç шăрçине хупламасть-и? Çÿлти куç хупанки усăннине птоз теççĕ. Хупанкă куç шăрçин виççĕмĕш пайне кăна хуплани хăрушах мар: сетчаткăна çутă лекет, вăл аталанать. Анчах хупанкă куç шăрçин çуррине е ытларах пайне картласа тăрсан куçа йĕркеллĕ аталантарма хупанкине çÿлелле туртăнтарса лейкопластырьпе çирĕплетеççĕ.
4. Пĕр уйăхри пепке амăшĕн пичĕ е тетте çине тимлесе пăхма пултарать-и? Енчен те ачан куç шăрçисем енчен-енне куçаççĕ е ункăсем евĕр çаврăнаççĕ пулсан ку сисчĕвленмелли сăлтав пулма пултарать, ăна хăвăртрах офтальмолог патне илсе каймалла, тен, вăл куç нервĕн атрофийĕпе çуралнă. Чиртен май килнĕ таран иртерех, 3-4 уйăхранах, сиплеме тытăнмалла. Унсăрăн кая юлма пултаратăр.
5. Ача куçĕсем чалăш мар-и? Ку 3 уйăхрах курăнать. Пĕр куçĕ сăмса патнелле куçать, тепри тÿрĕ пăхать е пĕри тăнлавсем еннелле куçать, тепри тÿрĕ пăхать. Çакна асăрхасанах сиплеме тытăнмалла. Пепкене 6 уйăхрах куçлăх çырса пама пултараççĕ.
6. Кон?юнктивит вăраха тăсăлчĕ-и? Пепкене ача çуратмалли çуртран киле илсе килнĕ чухне куçĕсем шыçни, пÿрленсе тăни час-часах тĕл пулать. Педиатр альбуцид тумлатма сĕнет. Анчах пĕр уйăхран та кон?юнктивит иртмесен ку куççуль-сăмса каналĕ питĕрĕннипе çыхăнма пултарать. 2-3-мĕш эрнесенче те канал уçăлмасан, куçĕсем пÿрленсе тăрсан, куççуль юхсан тухтăр патне каймалла. Вăл урăхла сиплев çырса парĕ.