Комментировать

13 Мар, 2014

Чăваш ачисем хĕсметре те маттур

Мурманск облаçĕнчи «Чăваш Ен» культура обществин делегацийĕ Северодвинск хулин портĕнче тăракан «Ушаков адмирал» эскадра миноносецĕ çинче пулса курчĕ.

Хăнасене хисеп туса карап çинче ялав çĕклерĕç, митинг ирттерчĕç. Чăваш культура обществин ертÿçи Валериан Гаврилов тинĕс-çар флотĕнче хĕсметре тăракан яшсене, çав шутра чăваш каччисене те, çирĕп сывлăх, ăнăçу сунчĕ. Мурманскри «Шупашкар» пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Дмитрий Осипов карап экипажне телевизор тата Чăваш Республикинче туса кăларнă пылак çимĕçсем парнелерĕ.

Карап командирĕ, 1-мĕш рангри капитан Олег Гладкий чăваш ачисем службăра маттур пулнине палăртрĕ, чи хастаррисене черетлĕ звани парасси çинчен пĕлтерчĕ.

Карап историйĕпе паллашнă хыççăн уяв кают-компанире малалла тăсăлчĕ. Хăнасем моряксене чăваш юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Концерт вĕçленсен делегаципе пĕрле килнисем чăваш ачисемпе тĕл пулчĕç. Паллах, пурте хутшăнаймарĕç çак калаçăва - служба пырать-çке! Çапах та Алексей Иванов /Вăрмар районĕнчен/, Кирилл Леонтьев /Канаш хулинчен/, Николай Васильев /Чĕмпĕр облаçĕнчен/, Владислав Геронтьев ?Кемĕр облаçĕнчен%, Максим Муратов /Пушкăртстанран/ тăван чĕлхепе калаçса чунĕсене уçрĕç. Кайран пурте пĕрле асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç.

О.ПЕТРОВ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.