Комментировать

29 Дек, 2015

Туслăх кĕперĕ çирĕпленчĕ

Раççей коопераци университечĕн филиалĕнче - Шупашкарти коопераци институтĕнче интернационалла туслăхпа культура каçĕ иртрĕ. Ăна пуçараканĕ - институтри çамрăксен "Меридиан" общество организацийĕ. Интернационалла туслăхпа культурăна тĕпе хурса йĕркеленĕ пĕрлешĕве экономика факультечĕн пĕрремĕш курс студенчĕ Анна Сергеева ертсе пырать, унăн заместителĕ - юридици факультечĕн 1 курс студенчĕ Екатерина Хабурова, аслă шкула вĕренме Ямал-Ненец автономи округĕнчен килнĕскер.

Сăмах май, Шупашкарти коопераци институтĕнче вĕренекенсем Раççей Федерацийĕн 60 ытла регионĕнчен, 10 ытла çĕршывран пухăннă. Кашниех хăй çуралса ÿснĕ тăрăхри паллăрах вырăнсемпе мухтанма, тăван халăхĕн йăли-йĕркипе, историйĕпе мăнаçланма пултарать. Çапла институтра пĕрле вĕренекенсемпе çывăх калаçсах тавракурăма нумай анлăлатма май пур. Халăхсен туслăхĕн каçне ирттерес шухăш шăпах çак тĕллевпе тĕвĕленнĕ те ĕнтĕ.

Асăннă мероприятие хутшăннисен умĕнче институт ректорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Андреев профессор тухса калаçнă май акă мĕн палăртрĕ:

- Студент çулĕсенчи туслăх, ман шухăшăмпа, пурнăçра - чи çирĕппи. Кунта йĕркеленнĕ хутшăнусемпе çыхăнусем, курăр акă, ĕмĕрлĕхех пулса тăрĕç. Юлташăр урăх регионран е çĕршывран пулни чăрмав мар: туслăхшăн чикĕ çук. Чи пахи - эпир пурте çак аслă шкулта хамăра хăтлă туйни.

Халăхсен туслăхĕпе культурин каçĕн тĕпелĕнче Чăваш наци конгресĕн президенчĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов пулни мероприятин пĕлтерĕшне самай анлăлатрĕ. Николай Федорович институтра нацисен хушшинчи туслăха çул панине пархатарлă пулăм пек хакласа çакă халăхсен авалтан упраннă культурăпа ăс-хакăл пуянлăхне пулас ăрусем валли сыхласа хăварма пулăшнине палăртрĕ. Савăнăçлă уявра Валерий Андреевпа Николай Угаслов Коопераци институчĕпе Чăваш наци конгресĕ туслă çыхăнусем йĕркелесси пирки Килĕшÿ алă пусрĕç.

Туслăх каçĕн малаллахи пайне йĕр-келÿçĕсем тĕрлĕ регионтан вĕренме килнĕ студентсем хăйсен тăван çĕршывĕпе, халăхĕн хăйнеевĕрлĕхĕпе паллаштарнине халалларĕç. Интерактивлă технологисемпе усă курса хĕрсемпе каччăсем наци кухни, йăли-йĕрки, пĕтĕмĕшле культури çинчен каласа кăтартрĕç. Акă Мари Эл пики, управлени факультетĕнче тăваттăмĕш курсра вĕренекен Дарья Салишкина залра ларакансене тăван мари чĕлхипе юрă шăрантарса тыткăнларĕ. Сăмах май, Дарья хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнтарсах тăрать: тĕнчери, çĕршыври, республикăри вокал конкурсĕсенче лауреат ятне пĕрре мар çĕнсе илнĕ.

Уявра пирĕн тăрăха Коми Республикинчен, Бурятирен, Ямал-Ненец тата Ханты-Манси автономи округĕсенчен, Украинăран, Арменирен, Дагестанран вĕренме килнĕ студентсем хăйсен тăван çĕршывĕпе халăхне презентацилерĕç. Савăнăçлă каçăн хисеплĕ хăнисен хушшинче Японири Хоккайдо университетĕнчен Еврази-славян тĕпчев центрĕн ăслăлăх ĕçченĕ Массанорий Готто пулчĕ те - вăл та уява хутшăннисене хăйĕн çĕршывĕ çинчен кăсăклă каласа кăтартрĕ, яппун юррине янраттарчĕ. Институтри професси вăтам пĕлĕвĕн уйрăмĕнче тăрăшакан Александра Иванова хăнапа тĕл пулни кăмăлне çав тери çĕкленине яппунла каласа пĕлтерчĕ: "Эпĕ сирĕнпе тĕл пулнăшăн çав тери хĕпĕртетĕп, мĕншĕн тесен ĕçрен ирĕклĕ вăхăтра яппун чĕлхине вĕренетĕп. Асăннă тĕлпулу усăлăхне шансах тăратăп. Сирĕншĕн пирĕн институт алăкĕсем яланах уçă".

Чăн та, халăхсен хушшинчи туслăхпа культура каçĕ усăллă иртни пирки иккĕленÿ çук. Пĕр шухăшласан, пирĕн çĕршывпа ытти патшалăх хушшинчи çыхăнусем мĕнле йĕркеленессине уйрăм çынсен хутшăнăвĕ те витĕм кÿрет. Эппин, пуринпе те мирлĕ пурăнасчĕ. Хамăра кăна мар, юнашар пурăнакан, пирĕнтен нимĕнпе те кая мар халăхсене те хисеплесчĕ, пĕр-пĕринпе тимлĕ пуласчĕ. Çакнашкал пĕтĕмлетÿпе вĕçленчĕ савăнăçлă каç. Аслă шкулăн ырă та пархатарлă йăлисен никĕсĕнче халăхсен туслăхĕ яланах пуласси шанăç кÿчĕ.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.