Комментировать

29 Дек, 2015

Кĕçĕ чирĕ çаплах иртмест-ха

Кĕçĕн çулхи ачасем валли «Тетте» журнал тухса тăрать. Ăна икĕ чĕлхепе - чăвашла тата вырăсла - кăлараççĕ. Унăнах пĕр страници «Виçĕ чĕлхе - виçĕ ăс» рубрикăпа тухать. Кĕçĕн çулхисене акăлчанла та вĕрентеççĕ. Çитес вĕренÿ çулĕнчен пуçласа чăваш шкулĕсенче пĕр харăс икĕ ют чĕлхе вĕрентме тытăнмалла иккен. Вара «Теттен» те рубрикине улăштарма тивет-ши? Виçĕ ăс кăна тивĕçтермест кĕçĕ чирĕпе аптăракан «реформаторсене». Тăватă чĕлхе - тăватă ăс тени те тивĕçтерми пулсан мĕн тумалла?

Пирĕн ял çынни Свердловск хулинче çар службинче тăратчĕ. Кĕçĕн çулхин ачине çу каçма аслашшĕпе асламăшĕ патне килсе яратчĕç. Шухă та тавçăруллă ачаччĕ. Яла килнĕ вăхăтра вăл чăвашла пĕр сăмах та пĕлместчĕ. Виçĕ уйăхран вырăсла калаçма манса каятчĕ. Вĕренÿ çулĕнче пухнă виçĕ ăс çуллахи каникул вăхăтĕнче саланса пĕтет. Пĕр чĕлхе - пĕр ăс, ик чĕлхе - икĕ ăс, виç чĕлхе виçĕ ăс текен каларăшра йăнăш шырама кирлĕ мар. Кашни япалан хăйĕн вăхăчĕ, хăйĕн виçи пур. Кĕçĕн çулхи ачасене амăш сĕчĕпе сăрхăнса кĕнĕ тăван чĕлхене тĕплĕн вĕрентмелле. Тăван чĕлхене лайăх пĕлекен çын кăна ытти чĕлхесене те тĕплĕн вĕренеет.

Халĕ ĕнтĕ пурнăçăмăра кура эпир вырăс чĕлхине те тăван чĕлхе теме тытăнтăмăр. Вырăс чĕлхине чăваш чĕлхи вырăнне вĕрентместпĕр. Çакă икĕ чĕлхе шкул программисенче тахçанах хăйсен вырăнĕсене тупнă. Ют чĕлхе вара чăваш шкулĕсенче тĕп предметсен шутĕнче пулма пултараймасть. Çакна пĕле тăркач тăван чĕлхе вырăнне ют чĕлхене /халĕ тата харăсах икĕ ют чĕлхене/ хистесе вĕрентнине СУТĂННИЕХ темелле мар-и вара?

Пирĕн вăхăтра та вĕрентнĕ ют чĕлхесене. Анчах вырăс чĕлхи вырăнне те, чăваш чĕлхи вырăнне те мар. Ун чухне те вăл тĕп предмет мар, хушма предмет кăна пулнă. Вăтам шкулта эпир нимĕçле шакăртаттарсах калаçаттăмăр. Институтра та икĕ курс таранах ют чĕлхе вĕреннĕ. Район хаçачĕн редакцийĕнче ĕçленĕ чухне темиçе çулах «Нойес дойчланд» хаçат çырăнса илеттĕм. Анчах пурнăçра вăл мана пĕрре те кирлĕ пулмарĕ. Турист путевкипе икĕ хутченех Демократиллĕ Германи Республикинче пулса куртăм. Унта та пулин нимĕçле калаçма май килмерĕ. Пирĕн гид нимĕçле, нимĕç гичĕ вырăсла лайăх пĕлетчĕç. Вĕсем пирĕнтен утăм хăпми çÿрерĕç. Дрезденра темиçе турист хамăр тĕллĕн хула курса çÿреме шутларăмăр. Пĕр-пĕр чиркĕве кĕрсе орган сассине итлесшĕнччĕ. Тĕл пулнă пĕр çынран Томас Кирхенне мĕнле çитмелле тесе нимĕçле ыйтрăмăр кăна, ку вырăсла лайăх пĕлекенскер пулчĕ те, пире вырăслах каласа ăнлантарчĕ.

Мĕн тесе тăван чĕлхе вырăнне хисте-хистех ют чĕлхе вĕрентмелле-ха? Пин-пин çынран пĕри кăна полиглот пулаять. Ют чĕлхе специалисчĕ е дипломат пуласах тетĕн-тĕк, пирĕн çĕршывра майсем нумай. Репетитор тыт, курссене çырăн, ху тĕллĕн вĕрен. Çамрăксем хушшинче ют çĕршывсене пурăнма куçса каяс текенсем 20 процент таранах иккен. Хăш чĕлхе кирлĕ - вĕренччĕрех. Анчах каллех тăван чĕлхене хĕсĕрлесе мар.

Пурнăçăн хăйĕн нихçан кивелмен саккунĕсем пур. Вĕсенчен пĕри çакă: «Тăван чĕлхене ĕмĕрĕпе вĕренмелле, ĕмĕрĕпе вĕрентмелле».

Борис Ельцин Америкăн Пĕрлешÿллĕ Штачĕсенчен 300 таранах канашçăсем илсе килсен, пуçланчĕ те «реформаторсен» кĕçĕ чирĕ. Паян та иртмест. Сыватакан çук. Халăх сăмахĕ чиновник патне çитеймест. Совет саманинче вĕрентÿпе воспитани тытăмĕ тĕнчере чи лайăххи пулнине халĕ пурте йышăнаççĕ.

«Реформăна» Раççей Президенчĕн Администрацийĕнче ĕçлĕ хутсене акăлчанла çырнинчен пуçламаллаччĕ. Тахăшĕ кунтан хăраса ÿкнĕ пулас та, аркатăва литературăпа чĕлхерен пуçларĕç. Илемлĕ литературăна шкулсенче факультативлă майпа кăна вĕрентмелле тесе хушу кăларас патнех çитнĕччĕ, Раççей Президенчĕ В.Путин ăна чарса лартрĕ. Сочиненисене пă­рахăçланăччĕ, каллех Путин хута кĕчĕ. Халĕ ĕнтĕ вырăс литературине тĕп предметсен шутĕнчех вĕрентеççĕ. Вырăс чĕлхине лăскама паян та пăрахман-ха. Тăххăрмĕш класс хыççăн сочинени çырса экзамен тытсан, 10-мĕшпе 11-мĕш классенче ăна факультативлă майпа кăна вĕрентмелле иккен. Урăхла каласан, вĕренес килет-тĕк - вĕрен, килмест-тĕк - ан вĕрен. Вырăс шкулĕсенчи чĕлхепе литература учителĕсем тавлашу пуçланă. Путин хута кĕмесĕр ку ыйтăва та татса парассăн туйăнмасть.

Чăваш чĕлхине вара мĕнле кăна лăскамаççĕ! Ун хутне кĕрекен никам та çук. Чĕлхе хутне кĕрсе каласа пăхăр-ха пĕр-икĕ сăмах. Тÿрех «экстремист» ярлăк çакса ярĕç. Чăвашла реклама тума та чарнă. Имĕш, ку монополие хирĕçле йĕркене пăсни пулать. Чăваш патшалăхĕн шĕкĕр хулин урамĕсенче чăваш сăмахне те курмастпăр. Патшалăх радио каналĕ чăваш чĕлхине хăй тĕллĕн эфира тухма та чарнă. Ирхине 6 сехет те 10 минутрах Чăваш патшалăх гимнĕ янраса каять. Ун хыççăн пĕр диктор чăвашла «Чăваш Республикин тĕп хули Шупашкар калаçать», - тесе пĕлтерет те, тепĕр диктор çак сăмахсене вырăсла куçарса парать. Çитменнине тата чăвашла передачăсем валли уйăрнă вăхăтăн 20 проценчĕ кăна тивĕçет. Кама каласа ÿкĕте кĕртмелле ĕнтĕ? Чăваш халăхĕ тыткăна лекнĕ халăх мар. Чăвашсем ытти халăхсенчен маларах та хăйсен ирĕкĕпе Вырăс патшалăхне кĕнĕ. Нимĕнле условисемсĕр-мĕнсĕр. Шăпах çакна пула чăваш халăхĕ паянхи кунччен сыхланса юлайнă та. Чăваш халăхĕ хăйĕн патшалăхĕллĕ халăх пулнăранпа 100 çул çитнине паллă тума хатĕрленмешкĕн тытăннă ĕнтĕ. Хăйĕн патшалăхĕ пур халăх вара пĕтмест. Çакна лайăх пĕлнипех пулĕ кĕçĕ ернĕ «реформаторсем» Чăваш патшалăхĕн Конституцийĕнчен «ПАТШАЛĂХ» сăмаха хураттарса хучĕç. Патшалăхĕ хăй пулмасан унăн чĕлхи те пулмалла мар. «Реформаторсен» шучĕпе халĕ чăваш чĕлхи наци чĕлхи кăна пулса юлчĕ. Наци чĕлхине вара факультативлă майпа вĕрентни те çителĕклех.

Чăваш чĕлхи вĕрентекенсен пĕр семинарĕнче итлесе ларма тÿр килнĕччĕ. Вĕренÿ министрĕн çумĕ чăваш чĕлхин урокĕсенче отметка ан лартăр та ан лартăр тесе çине-çинех каланине шăлĕсене çыртнă учительсем пĕр хускалми итлесе ларни паян та куç умĕнче. Ку-çке ан вĕрентĕр чăваш чĕлхине, ан вĕрентĕр тениех пулать.

«Чĕлхе» сăмах нумай пĕлтерĕшлĕ. Чĕлхе тени халăх тени те пулать. Чĕлхе - халăх историйĕ, темиçе ăру ĕçлесе тунă пурлăх. Чĕлхе - халăх вилĕмсĕрлĕхĕ, нацин чи пĕл­терĕшлĕ палли. Çакна «реформаторсем» пĕлмеççĕ мар. Йăлтах-йăлтах малтан шухăшласа хурсах тăваççĕ. Çавăнпа ку таранчченхи «реформăсене» йăнăш теме çук. Ку вăл - чăваш нацине тĕп тумалли политика. Урăхла хак пама пултараймастăп.

Пирĕн вăхăтра та «винегрет» чĕлхипе калаçас текенсем пулман мар. Курнăçланма юратакансем ун чухне йышлăнах марччĕ. Ытларахăшĕ чăвашла та, вырăсла та таса калаçнă, тĕрĕс çырнă. Халĕ вара мĕн кăна курма-илтме тивмест пулĕ. Телепередачăна ертсе пыраканĕ чĕннĕ хăнасене чăвашлах ыйтусем парать. Кусем вырăсла хуравлаççĕ. Хĕрĕхсенчи арçын тележурналиста панă интервью анратсах ячĕ: «Аварийнăй домсенче жилецсене вновь строить тăвакан домсене переселять тăватпăр». Мĕн тума çакна эфира кăлармалла? Чăвашран мăшкăлласа кулма-и? Республикăн чĕлхе саккунне йышăнсан, Шупашкарта кантурсен, лавккасен, предприятисен чăвашла ячĕсем самаях нумайланнăччĕ. Халĕ темиçешĕ кăна сыхланкаласа юлнă. Вĕсенчен пĕри - «Кĕрĕк» предприяти. Миçе çул ĕнтĕ патшалăх радио каналĕ ăна «Кирĕк» тесе рекламăлать. Кăçал каллех апат-çимĕç лавккисен алăкĕсем çине «Кĕр сăрине» рекламăлакан плакатсем çыпăçтара-çыпăçтара тухрĕç. Асăннă радиоканал ăна «Керсари» теме пăрахмарĕ. Çакна пурне те хăйсенче чăваш юнĕ пур çынсемех тăваççĕ.

ЮНЕСКО «вилме выртнă» чĕлхесен списокне пичетленĕренпе ултă çул çитет ĕнтĕ. Ун чухне пирĕн чан çапма тытăнмаллаччĕ. Пĕлекенни пĕлчĕ, пĕлменни пĕлмесĕрех юлчĕ пулĕ. Паян вара ăна мансах кайрăмăр. Аса илтересех килет. Раççейре кăна 136 чĕлхе пĕтес патнех çитнĕ. Вĕсенчен 20 чĕлхе вилсе выртнă та ĕнтĕ. Хăрушлăхри чĕлхесен йышĕнче чăваш чĕлхи те пур. Историре пĕрре вилсе тепре чĕрĕлейнĕ чĕлхесем те çук мар. Вĕсенчен пĕри - чех чĕлхи. Гитлер оккупациленĕ çĕршыва Совет çарĕ ирĕке кăларсан ученăйсемпе политиксем çине тăнипе чĕлхене чĕртсе тăратайнă. Халĕ чехсем хăйсен чĕлхине çав тери упраççĕ. Прага урамĕсенче, сăмахран, ют чĕлхе сăмахĕ кураймастăн. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче турист путевкипе Прагăра икĕ хутчен те пулнă. Пире валли йÿнетнĕ таварсен лавккисем пурччĕ. Вĕсем, паллă ĕнтĕ, тăвăр урамсемпе тăкăрлăксенчеччĕ. Шыраса тупма та çукчĕ. «Ма таçтан-таçтан курăнмалла «Русский магазин» тесе çырса çапмастăр-ха?» тесе эпир кăна каламан. Юрамасть, влаç хушмасть. Чăваш чĕлхи вилсе выртсан ăна чĕртсе тăратаймастпăрах. Вăл сывă чухне ăна упрар-ха. Ăна тăвас тесен «реформаторсене» кĕçĕ чирĕнчен сыватмалла.

Шупашкар урамĕсенче чăваш сăмахĕсен саккунлă вырăнне акăлчан сăмахĕсем саккунсăр йышăннă. Раççей Федерацийĕн патшалăх чĕлхи çинчен калакан саккунпа килĕшÿллĕн кириллица Раççей Федерацийĕнче пур çĕрте те пĕртен-пĕр алфавит пулса тăрать. Апла-тăк Чăваш Республикин шĕкĕр хулин урамĕсенче нимĕнле латинизм та пулмалла мар. Туристсене илĕртме кирлĕ ку тени сăлтав шырани кăна. Чăваша хăйĕн чĕлхинчен пистерме кирлĕ ку. Шкултах ачасене хăйсем чăваш пулнинчен вăтанма вĕрентетпĕр. Çын çине тухсан, вĕсем хăйсем чăваш пулнине ним туса та йышăнмаççĕ. Хушамачĕ, ячĕ вĕсен вырăсла янăраççĕ. Чĕлхе акценчĕ çукпа пĕрех. Юлашки чĕрĕк ĕмĕр хушшинче чăвашсен йышĕ çур миллиона яхăнах чакрĕ. Халăх çыравĕнче çынсем хăйсене чăваш тесе çыртармаççĕ. Çавă кăна.

Нимĕнле калаçу та, тавлашу та пулма пултараймасть. Чăваш шкулĕсенче чăваш чĕлхине вырăс чĕлхипе пĕр пек, чăваш литературине вырăс литературипе пĕр пек вĕрентмелле. Вырăс литературипе чăваш чĕлхи валли те унта вырăн пулмалла. Виççĕмĕш е тăваттăмĕш ăса кăмăл хальлĕн вĕрентмелле.

Чĕлхе «реформаторĕсен» тепĕр ушкăнĕ урăхларах вăйă вылять. Тĕллевĕ вĕсен те çавах - чăвашсене ачаллах тăван чĕлхерен пистермелле. Хутлă сăмахсене уйрăмшар çырсан - вĕсем пĕр пĕлтерĕшлĕ, пĕрле çырсан - тепĕр пĕлтерĕшлĕ пулнине «реформаторсем» те лайăх пĕлеççĕ. Хирĕçлесе каламалли вĕсен нимĕн те çук. Илер-ха «çурçĕр» тата «çурутрав» сăмахсене. Пĕрле çырсан çурçĕр тени полночь, север тенисене уйрăм çырсан, половина земли тенине пĕлтерет. Çурутрав тени, пĕрле çырсан, полуостров тени, уйрăм çырсан половина острова тени пулать. Тÿрре тухма ĕнтĕ «реформаторсен» пĕр сăмах пур: ачасене вĕрентме çăмăл. Вĕренÿ çăмăл ĕç пулма пултараймасть. Çăмăл ĕçе урам вĕрентет. Шкулсен пĕр тĕллев кăна пулмалла - вĕренÿри йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентесси.

Денис ГОРДЕЕВ,

Чăваш наци конгресĕн

ваттисен Канашĕн хастарĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.