Комментировать

22 Ноя, 2013

Акнă вăрă путланман

Васкавлă ĕç  пулсан та...
 

Хресчен çемйинче çитĕннĕ Степан Степанов, хăй çырса хăварнă тăрăх, 4-5 çулсенчех пиччĕшĕ пулăшнипе вулама вĕреннĕ. Ялти пуçламăш шкула сукмак такăрлатнă вăхăтра тантăшĕ Ваççили /Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă Василий Васькин поэт/ Степана çырма хăнăхтарнă. Вĕренес туртăмлă пулнă вăл. Шăхасанти колхоз çамрăкĕсен тĕслĕх шкулĕнче пĕлĕвне тарăнлатнă.

Тăватă ачаллă çемьере кун çути курнăскер яш чухне почтальонра тăрăшнă. Хаçат-журналпа куллен паллашнăскер хăй те статьясем çырма тытăннă. 1934 çулхи çу уйăхĕнче ăна Канаш район хаçатне ĕçлеме чĕннĕ. 1938 çулта Совет çарне тăнă. Унтан çуралнă тăрăхĕнче пĕр вăхăт пурăнсан вăрçа кайнă.

Унăн кун-çулĕ ялтах иртнĕ. Шел, унта пурăнакансенчен ăна лайăх ас тăвакан çукпа пĕрех. Апла пулин те çыравçă ятне, ĕçне манмаççĕ ентешĕсем. Тури Сурăмри вулавăшра пысăк стенд пур. Ăна курсан-вуласан писательпе çывăхрах паллашма пулать.

Сăмах ăсти çуралнă ялĕнчен инçех мар вырнаçнă Шуркасси шкулĕнче вĕренекенсем пултаруллă ентешĕсене пĕлеççĕ-ха. Анчах чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ каланă тăрăх - пĕлÿ çуртĕнче Степан Аслан ячĕпе пĕр стенд та çук. Унăн пурнăçĕпе пултарулăхне тĕпчесе ăслăлăхпа практика конференцийĕсене те хутшăнман.

«Çĕр кисренет» повеç авторĕн Зеленовкăра пурăнакан ывăлĕпе калаçрăм.

- Аттене чирлĕрех пулнăран ялта Хăрăк Çтаппан тетчĕç. Вăл ачасене питĕ çирĕп тытатчĕ. Çынсем килсен пире хăнасемпе пĕрле лартман, урама кăларатчĕ. Аннене вăл асаттенни пек вăрăм шур сухал ÿстересси çинчен каланă. Шÿтленĕ пуль, - аса илчĕ Валерий Асланин. - Атте çарта чухне тăванĕсем патне çырусем çÿретнĕ. Пĕррехинче вĕсене аннепе иккĕшĕ вуланă, хыççăн çунтарнă. Çакăншăн вĕсем кайран питĕ кулянатчĕç. Çырусене килте упрамасан та музейсемпе архивсене пама пулатчĕ-çке.

Кĕнеке шĕкĕлчеме юратаканскер, вĕсене çыхăну уйрăмĕ урлă çырăнса илекенскер сăн ÿкерчĕк альбомĕсене кăларчĕ. Вĕсен хушшинчен пĕр çыру тухса ÿкрĕ. Ăна çыравçă хĕрĕпе кĕрĕвне çемье çавăрнă ятпа саламласа шăрçаланă. «Çирĕп, телейлĕ çемье пултăр тесен пĕр-пĕрне пулăшăр, хисеплĕр тата юратăр. Çапла кăна эсир çирĕп те тулли пурнăç йĕркелеетĕр», - тенĕ вăл Зойăпа Сергее телей, ăнăçу сывлăх сунса.

Степан Степанович Аслан хушма ята епле тупнипе кăсăклантăм. Валерий Степанович каланă тăрăх - унăн ашшĕ хаçат-журналта пичетленнĕ чухне чи малтан «Яратай» тесе алă пуснă. Пĕррехинче вăл Кавказ тăрăхĕнчи çынсем çинчен çырнине вуланă. Унта Аслан йытă пирки каланă йĕркесене асăрханă, çавăнтанпа вулакансем Аслан пултарулăхĕпе паллашма тытăннă.

1956 çулта Канаш районĕн мухтавлă çыннине СССР писателĕсен союзне илнĕ. Çавăн чухне Мускава Степан Степанович мăшăрĕпе Ульяна Павловнăпа кайнă. Кил хуçине арăмĕ ялан пулăшса пынă. Хайлавсем шăрçалас ĕçре те унăн тÿпи пур. Хĕрарăм ялти сас-хурана илтсен юратнă çыннине тÿрех пĕлтернĕ. Халап çапма юратакансем патне çÿреме тăрăшнă. «Ялавра» /1997, 11 // Степан Асланăн «Хамăр палла-тăрансем» шÿтсен ярăмĕ пичетленнĕ. Вĕсенче вулакансем хăйсем пĕлнĕ çынсене - Тавăт Кирилине, Раман Мишшине, Тимакка Сахрунне, Мăтяк Петтине - асăрханă. Степан Аслан, литература ĕçне пикеннĕскер, пуçра кăсăклă шухăш çуралсан васкавлă ĕç пулсан та сĕтел хушшине вырнаçнă.

Шупашкарти агрегат заводĕнче 26 çул ĕçленĕ Валерий Степанович ашшĕпе пĕрле Тюмень тăрăхне вăрман касма çÿренине аса илчĕ. Унтан пĕренесем илсе килнĕ, йывăç çурт хăпартнă. Анчах кил хуçи çĕнĕ пÿртре нумай савăнса пурăнайман, ăна лартнă çулхинех çут тĕнчерен уйрăлнă. Ульяна Павловна 87-ре куç хупнă. Упăшкипе арăмĕн вил тăприсем юнашар.

Пурнăçра тĕлĕнмелли пулăм сахал мар. Çыравçăпа арăмĕ саккунлă мăшăр пулсан та пĕр уйăх иртсен çеç пĕр килте пурăнма пуçланă. Çавăн пек епле пулса тухнă-ха? 1919 çулта кĕркунне çуралнă Ульяна Павлова Шăхасанта çар хатĕрлевĕн курсĕсене пĕтернĕ. Çавăн хыççăн пикене çара ярасшăн пулнă. Ăна Степан «çăлнă» - хĕрпе каччă пĕрлешнĕ. Анчах пĕрле пурăнма васкаман. Кайран вара Ульяна Павловнăпа Степан Степанович ултă ачана çут тĕнчене илсе килнĕ. Шел те, Василийпе Виталий ывăлĕсем çĕре кĕнĕ.

Ульяна Павловна колхозра шутлавçăра, бригадирта тăрăшнă. Чылай çул почтальонра вăй хунă. Пĕр вăхăт Степановсем 25 кăларăм çырăнса илнĕ. Вĕсенче ял-йыш пьесăсем шыраса тупса спектакльсем лартнă. Савăк вăхăта çыравçă ывăлĕ Владислав ăшшăн аса илчĕ. Вăл та спектакльсене хутшăннă.

Шупашкарта çемйипе пурăнакан Владислав Асланин аслашшĕ Степан Васильевич /1879-1965/ улшуç пулнине асăнчĕ. Вăл пăрахăç тихасене туянса ура çине тăратнă, самăртнă, унтан вĕсене сутса тупăш тунă. Ĕçчен хресчен пурнăçа лайăхлатма май пур таран тăрăшнă. Вăл вăрман уçланкинче те тулă ÿстерсе вырнă, ăна Канаша, Хусана çити илсе кайса сутнă.

Çыравçă 40 çул тултарнă кун яла Николай Евстафьев, Валентин Абашев, Илпек Микулайĕ çитнĕ. Вĕсен «тимĕр урхамахĕ» лачакана кĕрсе ларнă. Вĕсене пулăшма Владислав та тухнă. 50 çулхи юбилее те хăнасемпе паллă тунă. «Хура çăкăр» роман авторĕ пуçтарăннисене менелник çинчен пĕр сехет ытла каласа кăтартнă.

Владислав Степанович ĕлĕкхи сăн ÿкерчĕксене кăтартрĕ. Арçын çывăх çыннисенчен юлнă тупрана тирпейлĕ упрать. Ашшĕ шăрçаланă сăвăсене хулăн тетраде пухнă, унтах çывăх çыннин кун-çулĕ çинчен кĕскен çырнă. Писатель пултарулăхĕ ывăлне те куçнă. Сăмах май, Степан Аслан сĕрме купăс калама та пĕлнĕ. Кĕçĕн Асланин пуçа килнĕ шухăшсене шурă хут çине куçарать. Музыкăна хăй тĕллĕн вĕреннĕскер çаврăмсене кĕвĕлесе юрра хывать, вĕсем валли нотăсене те хăех çырса хатĕрлет. Пултаруллăскертен ашшĕ мĕншĕн Шупашкарта тĕпленменни пирки ыйтрăм. Ара, çыравçăсенчен чылайăшĕ унта туртăннă-çке.

- Ял халăхĕ ун чухне хăйне хăй тăрантарма пултарнă. Хулара пурăнакансем вара выçăпа аптăранă, - терĕ вăл.

Тĕрлĕ ÿсĕмри валли

Степан Асланăн пирвайхи калавĕ /«Сăмакка айăкки»/ «Сунтал» журналта 1937 çултах пичетленнĕ. Литературăри ĕçĕ-хĕлĕ чи малтанах тетралогипе çуталса тăрать: «Ахрат» /1957, 1983/, «Алла-аллăн» /1958/, «Хăват» /1961, 1987/, «Сехмет» /1967/. «Ман атте пулас романри тĕп геройăн Макаç Макарĕн прототипĕ пулса тăчĕ. Макар амăшĕн Сăпанин прототипĕ - мăн акка. Çапах ку малтанлăха кăна-ха. Кусем мана романа пуçласа яма пулăшрĕç, ĕçлеме çул уçса пачĕç...» - «Ахрат» романа епле çырма пуçланине ăнлантарнă автор.

Çак хайлав чăваш хресченĕн ĕлĕкхи, революцичченхи пурнăçĕ çинчен. «Алла-аллăн» кĕнекере ялсенче колхозсем йĕркелени пирки каланă. «Хăватра» иртнĕ вăрçăн асаплă çулĕсене куратпăр. Писатель, хăй те салтакра пулнăскер, хаяр çав кунсем çинчен çырмасăр пултарайман. «Çук! Раççее никам çĕнтерекен пулман, пулас та çук. Авăк çилĕ тулса çитсен эпир хамăр та хаяр аçа-çиçĕм. Тĕнче кисренĕ! Çакă вăл пирĕн хăват. Пирĕн хăват - халăх хăвачĕ!» - çапла палăртать ывăлĕпе кĕрĕвне вăрçа ăсатнă Макар. Вăрçă темине хускатнине «Вăрман кайăкĕсем» хайлавра та куратпăр, Николай Веселов пек йăрă та паттăр, хастар арсемпе мăнаçланатпăр. Сăмах май, ăна Уçырма çынни пулăшнипе çырнă. Акил Григорьев ентешне сведенисем тупса панă.

Калав-повеç, романсем çырнăскер очерк, шÿтлĕ калав, фельетон жанрĕсене те аван пĕлнĕ. «Кулас килет», «Ик пуçана - пĕр çуна», «Пăтă пиçмерĕ» тата шÿтлĕ ытти хайлав та кашнин кăмăлне çĕклеме тивĕç.

Вун-вун хайлав çырнă Степан Степановичăн ĕçĕсене тишкернĕ май вăл мĕн тери пуян чун-чĕреллĕ пулни сисĕнет. «Çыраканăн, пурнăçран юлас мар тесен, вулама вăхăт тупмаллах. Кĕнеке, патша вăхăтĕнчи пурнăç çинчен пулсан та, ăна паянхи вăхăт шайĕпе кăтартса памалла-çке. Унсăрăн кама кирлĕ пулĕ вăл?» - çапла каланă Степан Аслан. Чăнах та, истори хайлавĕсене çырма тар нумай тăкмалла. Çапах кĕçĕн çултисем валли хайласси те çăмăл ĕç мар. Канаш районĕнче çуралса ÿснĕ чăваш арĕ ку енĕпе те тухăçлă ĕçленĕ. Пĕчĕккисем валли илемлĕ, интереслĕ хайлавсем çуралнă унăн: «Пулла кайсан», «Илемли», «Маруçпа Валерик», «Павăл савăнăçĕ»...

«Илемли» калавра ачасем шап-шурă качака путеккине юратаççĕ, ăна пÿртре усраççĕ. Кил хуçин арăмне купăста кукăлĕ пĕçерме кансĕрленĕрен пĕчĕкскере картише кăлараççĕ. Тепĕртакран ăна аран шыраса тупаççĕ. Ăçта пулнă-ха вăл?

«Пирĕн Илемли пÿрт тăрринче, мăрье çумĕнче тăра парать. Аслăк хыçĕпе, çатрака купи тăрăх улăхса кайнă-мĕн вăл унта. Анчах мĕншĕн хăпарнă-ши?

- Э-э, - терĕ анне, - ара унта мăрьерен купăста кукли шăрши тухать-çке».

«Маруçпа Валерик» хайлав ачасене тирпейлĕ пулма, таса çÿреме вĕрентет. Итлемен Валерик пек пулсан, апат çинĕ хыççăн пите çумасан шăна-пăван сырăнать, вĕлле хурчĕсем сăхаççĕ...

Степан Аслан чăваш литературинче акнă вăрă путланман. Вăл тĕрлĕ ÿсĕм валли паха чун çимĕçĕ хăварнă.

Елена ТРОФИМОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.