Çут тĕнчене килни хăех парне
янăрать Роза Шевлепин «Яшка пĕçернĕ чух çуралнă йĕркесем» ярăмри пĕр сăвă. Чăн та, чылай чухне хĕрарăм пурнăçри чи пысăк пулăмсем пирки тĕпел кукринче тăнă чухне шухăшлать-тавçăрать-тĕр. Маттур та вăр-варскер пушă вăхăт тупăнсанах палăртнине туса та хурать. Роза Ивановна пирки те çаплах каламалла. Çепĕç мăшăр, ырă кукамай-асанне ятне тивĕçнисĕр пуçне вăл общество пурнăçĕнче те хастарлăхĕпе палăрать. Ахальтен-и çыравçă тата педагог çеç мар, ЧР Писательсен союзĕн членĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Информатика академийĕн член-корреспонденчĕ, Чăваш хĕрарăмĕсен Эмине ячĕллĕ наци премийĕн лауреачĕ, Алексей Талвир ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ... Хисеплĕ ячĕсене асăнса та пĕтереймĕн.
Пултаруллă та хастар Роза Шевлепи 80 çул тултарнине кам ĕненĕ? Вăр-вар та чипер асанне-кукамай çап-çамрăк-ха, ахальтен мар çуралнă кунĕ тĕлне Наци библиотекинче йĕркеленĕ уявра хăйне «паян вунсаккăр тултартăм» тесе шÿтлерĕ.
- Пурнăç тыткăчи - хĕрарăмра. Енчен те эпĕ пурнăçăма творчествăпа çыхăнтарас тенĕ пулсан, вăл пач урăхла пулатчĕ-тĕр. Анчах та эпĕ чи малтан - хĕрарăм. Уншăн вара пĕрремĕш вырăнта - çемье, ачасем, мăнуксем. Вĕсем лайăх пулсассăн эпĕ кĕнеке те, сăвă та çыратăп. Мăшăрăма Михаил Николаевича та пулăшас пулать. Нумай ĕçлет вăл, республикăра та курăмлă çын. Паян çеç култăмăр-ха: çакăн пек арăмсăр кун пек упăшка, кун пек упăшкасăр çакăн пек арăм пулаймасть тесе. Пĕр-пĕрне ăнланса пурăнмалла. Харкашсан ĕç тума çук. Чи кирли - килĕшÿ, вăл пулсан телей тени те килет, çемьере те ăшă пулать, ачасем те кăмăллă çитĕнĕç. Çĕр çинче пурăнакан кашни çын телейлĕ - çут тĕнчене килни хăех парне. 80 çул пурăнатăп акă. Телей мар-и çакă? Хăшĕсем епле ир каяççĕ авă.
Пуçланă калав-хайлав, сăвă та нумай-ха. Пуçра мĕн чухлĕ шухăш тата! Анчах вăхăт çитмест, - тет Роза Шевлепи.
- Сирĕн çине пăхатăп та вунçиччĕри пекех эсир. Çывăх çынсем пĕр-пĕрне ăнланса, юратса пурăнсан вĕсем нихăçан та ватăлмаççĕ теççĕ. Сирĕн çине пăхатăп та: епле телейлĕ иксĕр те. Михаил Николаевич çитĕнĕвĕнче Роза Ивановнăн витĕмĕ те пысăк. Йывăр чухне ăна вăл ăшă сăмахпа пулăшнă, лăплантарнă, тĕрĕслĕхе тупма та пулăшнă. 60 çула яхăн пĕрле пурăнакансене ăмсанмалăх пурах, - сăмах илчĕ ЧР Культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев. Вăл юбиляра ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн саламне те çитерчĕ.
Кĕçĕннисене те, аслисене те хăйне евĕрлĕ, ырă шухăшлă сăвă-калавпа савăнтаракан çыравçа уявпа саламлама кам кăна пухăнмарĕ пуль: тус-тăванĕ, вĕренекенĕсем, пĕлĕшĕсем. Кашниех ăшăран та ăшă, çепĕç те ачаш сăмахсемпе ырлăх-сывлăх сунчĕ.
Татьяна НАУМОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.