Комментировать

26 Дек, 2015

Аякри ялти аптраман таврашсем

Асăрханă пулĕ, Чăваш Ен картти çинче Итали çĕршывне аса илтерекен «пушмак» пур. Ку республикăн чиккинче, Шăмăршă тăрăхĕнче, тĕп хуларан 190 çухрăмра вырнаçнă. Юнашарах - Тутарстанри Çĕпрел районĕн ялĕсем. Саплăк, Çĕнĕ Упи, Кĕçĕн Упи, Çĕнĕ тата Кивĕ Тăваньел... Анат Чаткас ял тăрăхне кĕрекен Хĕрлĕ Васан шăп çав «пушмак» тĕпĕнче вырăн тупнă. Уйрăммăн ларать вăл. Çĕрĕ хĕсĕккине пăхмасăрах çав пĕчĕк утрав çинче тĕпленме тĕв тунă чăвашсем. Ун йĕри-тавра та - йăлтах тутар çĕрĕ. Килĕшÿ, чунпа çирĕп те чăтăмлă пулни, йывăрлăхра пуç усманни кунти халăха вăйран ÿкме паман. Инçетри чăваш ялне çитсе килме тахçанах ĕмĕт пурччĕ. Анат Чаткас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Лариса Николаевна Петрова пулăшнипе нумай пулмасть Хĕрлĕ Васан поселокĕнче пулса куртăмăр.

Чĕкеç асанне патĕнче

Ăна ял-йыш ăшă кăмăлĕшĕн, тараватлăхĕпе типтерлĕхĕшĕн хисеплет. Çавăнпа та чи малтан никам патне кĕмесĕр ун патĕнче чарăнтăмăр. Кинемие юратса Чĕкеç аппа, Чĕкеç асанне, Чĕкеç инке тесе чĕнеççĕ Хĕрлĕ Васанта. Вĕсен çемйинче те пепкесем пĕрин хыççăн тепри вилнĕ. Ашшĕпе амăшĕ аптраса çитнипе хĕрпĕрчине «Чĕкеç» ят панă.

Чĕкеç аппа /тепĕр майлă Александра Семеновна/ хĕр пуççăн ултă ачаллă арçынна качча тухнă. Тĕрĕссипе, юрату мĕн иккенне пĕлмесĕрех арăм пулса тăнă. Пĕрремĕш кунранах ун çине купи-купипе ĕç, тĕлĕнмелле пысăк яваплăх тиеннĕ. «Упăшкан мăшăрĕ чирлесе вилнĕччĕ. Нумай ачаллă тесе тиркешме те пĕлмен. Хĕрхентĕм тĕпренчĕксене. Арçын епле пăхайтăр-ха вĕсене? Кĕçĕнни шкула та каймастчĕ ун чухне. Мана «анне» тесе чĕнме тытăннăччĕ пĕчĕкскерсем. Ялтисенчен пĕри: «Сирĕн аннĕр мар вăл, сирĕн аннĕр масар çинче», - татса каларĕ ачасене. Ун хыççăн çав ăшă ята урăх илтеймерĕм. Тăватă хĕрпе икĕ ывăла хамăн ачасем пекех пăхрăм. Нушалантарман вĕсем мана, сĕтел тавра улттăн ларса тухатчĕç те - вĕсем çине пăхса чун савăнатчĕ. Çунă-тасатнă, апат пĕçернĕ, çав вăхăтрах колхоз ĕçĕнчен те юлман. Шел те, пĕри виçĕ çул каялла пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Тăван мар ывăлшăн та чун епле хытă ыратать», - куççульне шăлать ĕмĕр-ĕмĕр ĕçпе пиçĕхнĕ ăшпиллĕ кинеми.

Александра Семеновна Макаровăпа Николай Иванович Алякин 50 çул ытла пĕрле пурăнаççĕ. Ĕмĕр тăршшĕ фермăра тăрăшнă вĕсем, вăкăрсем самăртнă. Качакасем усраççĕ халь. 80 теçетке урлă каçнăскерсен лаша та пур. Пÿртĕнче пĕр-пĕр çамрăкăннинчен те типтерлĕ, кашни япали хăй вырăнĕнче. Чĕкеç аппа ял историне те аван пĕлет. Ку тăрăха 1927 çулта Хайпăларан, Васантан, Пуянкассинчен куçса килнĕ-мĕн. Çĕр çитмен, çемьесем пысăк пулнă, çамрăксем уйрăлса тухма тĕв тунă. «Хĕрлĕ Васанта аван пурăнма. Эпир кунта пурте пĕр çемьери пек. Кăвак çулăм, шыв пур, яла асфальт çул çитет. Лавкка тавраш çук та, анчах та чылайăшĕн машина пур, саккас парсан йăлтах кÿрсе параççĕ. Суту-илÿ лавкки килсен килогрампа мар, михĕсемпе, курупкасемпе илсе юлатпăр. Яланах саппаспа пурăнма хăнăхнă эпир, япала çителĕклĕ пултăр вăл. Таса апат-çимĕç çисе пурăнатпăр, пахчаçимĕçне хамăр ÿстеретпĕр, тăварлатпăр, йÿçĕтетпĕр», - ăшшăн калаçать Александра Семеновна.

«Пирĕн Чĕкеç асанне тĕ­лĕнмелле лăпкă, нихăçан та тарăхмасть. Пĕррехинче питĕ кирлипе такам патне телефонпа шăнкăравлать, тепĕр вĕçĕнче: «Абонент временно недоступен», - тени илтĕнет. Мĕскер тетĕр, хайхискер лăпкăн çеç «Лайăх, питĕ лайăх» тесе телефонне айккинелле илсе хурать», - кулса каласа кăтартать Лариса Николаевна.

Чĕкеç асаннене хирĕç пурăнакан Зинаида Герасимова кучченеçпе чупса каçрĕ. Савăнăçлă, кăмăлĕ уçă хăйĕн. 30 сотка çĕр çинче 11 тонна сахăр кăшманĕ ÿстернĕ вĕсем. Пылак çимĕçе сутса лайăх тупăш илнĕ, 11 михĕ сахăрлă пулнă кăçал. Республикăн кирек хăш районне кайсан та ĕç пирки кăна калаçать чăваш. Пурнăç тăвас тесе çурăм тарличченех тар тăкаççĕ вĕсем. Зинаида Васильевна ку яла Тутарстанри Çĕнĕ Упинчен качча килнĕ. Пенсие тухичченех бригадирта, сурăх фермин пуçлăхĕнче тăрăшнă вăл. Чăваш юррисене аван пĕлет, çавăнпах унсăрăн ку тăрăхра пĕр уяв иртмест пулĕ. Сцена çинче хăйĕн уçă сассипе ял çыннисене тыткăна илет.

Тĕслĕх çемье

Хĕрлĕ Васана хăна тавраш килсен чей ĕçме Корчагинсем патне илсе кĕреççĕ. «Вĕсен килĕнче яланах çутă, таса, хăтлă. Вячеслав Николаевичпа Зинаида Васильевна килен-каяна кирек хăçан та хапăл. Чун савăнать çавнашкал çынсемшĕн. Ĕмĕрех çапла вĕсем, качча кайсан çак çемьене кукăль пĕçерме килнĕччĕ эпĕ, ун чухнех тăванран та хаклă туйăннăччĕ вĕсем маншăн», - ырлать ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Лариса Петрова. Тĕлĕнмелле хитре çурт-йĕр, чăх-чĕп вĕçсе каçайми хуралтă çавăрнă Корчагинсем. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал усраççĕ, темĕн тĕрлĕ пахчаçимĕç ÿстереççĕ ÿркенменскерсем. «Лашасăр 21-мĕш ĕмĕрте те пурăнма çук. Мотоблокпа епле улăштарăн урхамаха? Янавар çавнашкал вăл, хуçи кирек мĕнле пулсан та ăна килне илсе çитерет», - тет Вячеслав Николаевич. Вячеслав чылай çул «Восход» хуçалăхра бригадирта, Зинаида санитаркăра, кайран клубра тăрăшнă. «Ĕçчен çын çукран та пур тăвать», - каларăш шăпах вĕсем пирки каланăн туйăнать.

Поселок чĕрĕлнĕ

Хĕрлĕ Васантан хальхи вăхăтра 3 ача Тутарстанри Упи шкулне вĕренме çÿрет. Тахçан кунта кĕçĕн классен шкулĕ те пулнă, ача сахалланса юлсан хупнă. Ялта фельдшер пункчĕ те, пĕчĕк клуб та пур. Ваттисен кунне, Амăшĕсен кунне те халăх туллиех пухăннă. Халь Çĕнĕ Çул уявне паллă тума хатĕрленеççĕ Хĕрлĕ Васансем.

Ялтисем Вячеслав Николаевич Павлов фермера ырă кăмăлĕшĕн тав тăваççĕ. «Вăл килнипе поселок чĕрĕлчĕ, çынсем валли ĕç вырăнĕ тупăнчĕ. Халăх та урăхларах пурăнма тытăнчĕ», - хăпартланса калаççĕ ялтисем. Вячеслав Николаевич пенсионерсене, ача çуратакансене тырăпа хавхалантарать-мĕн. Улăмне те нихăçан та шеллемест. Ку та паха, куншăн ял çыннисем тем пекех хĕпĕртеççĕ.

Пур - пĕрле, çук - çурмалла...

21 килрен 13-шĕнче пурнăç кĕрлет паян. Аваллăха ăша хывса, чăваш йăли-йĕркине мала хурса, ваттисене сума суса пурăнаççĕ Хĕрлĕ Васансем. Туй-çуйне, Мăнкунне, Çĕнĕ çулне тата ытти мĕнпур уявне пĕрле ирттереççĕ. Хуйхă-суйхăра та пĕрле. Çавăн пекех салтака та ăсатаççĕ, тĕне те кĕртеççĕ, ача та çăваççĕ. Пур - пĕрле, çук - çурмалла. Туслăх пĕрлештерсе тăрать вĕсене. Пĕчĕк ялта никамран нимĕн пытармалли те çук. Çавăнпах килсенче кукăль пĕçернине те, аншарли юхтарнине те пĕлсе тăраççĕ. Çамрăксем ашшĕ-амăшĕн вырăнне пăрахмаççĕ, хăйсем пурăнмасан та çурчĕсене сутма васкамаççĕ. Халĕччен çĕр çинчен çухалман Хĕрлĕ Васан поселокĕ тепĕр çĕр çултан та пурăнĕ-ха апла. Сăмах май, Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ Геннадий Большаков артист çак ялта çуралса ÿснĕ. Унăн тĕп килĕнче халь шăллĕ Евгений пурăнать.

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе, пахчаçимĕç ÿстерсе пурăнаççĕ аякри ялта. Çĕрпе пĕлсе усă кураççĕ, ăна пушă вырттармаççĕ кунта тĕпленнисем. Çулла пулсан кашнин килĕ умĕнчех - чăх-чĕп, хур-кăвакал... Ултă килре лаша усраççĕ. Вĕлле хурчĕ тытакан та пур. Паянхи кун та пурнăçа саплаштарса пымалли мелсене алăран вĕçертмеççĕ вĕсем. Çавăнпа тулăх та ытлă-çитлĕ пурăнаççĕ Хĕрлĕ Васансем.

 

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.