Комментировать

25 Дек, 2015

Çĕнĕ çула - çĕнĕ пÿртре

Кил-çурт çавăрма нихăçан та çăмăл пулман. Ытларах йышлă ача-пăчаллă çемьене. Шăпах çакна шута илсе патшалăх кунашкал кил-йыша ятарлă программăпа тивĕçтерет, кермен лартса парать. Нумаях пулмасть Комсомольски районĕнчи Тукайри Черновсен кил-çуртне те телей вирхĕнсе кĕнĕ.

Лаша - чунлă выльăх

Альбина Михайловнăпа Юрий Алексеевич 6 ача çитĕнтереççĕ. Тĕрĕсрех, çитĕнтернĕ тесен те юрать. Аслисем тăван йăваран вĕçсе тухса саланнă ĕнтĕ. Кĕçĕннисем Сергейпе Данил çеç ашшĕпе амăшĕ çумĕнче. Вĕсем хальлĕхе шкулта вĕренеççĕ. Пĕри - 7-мĕш класра, тепри - 1-мĕшĕнче. «Çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе 4-5 çул каярах вырăнти ял тăрăхне ыйту тăратрăмăр. Ун чухне аслă ывăл Алексей 18 çултаччĕ. Вăхăт самаях иртрĕ, ачасем те пĕрин хыççăн тепри хулана тухса кайрĕç», - калаçăва пуçларĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.

Кермене кăçалхи çĕртме уйăхĕнче тума пуçланă та чÿк уйăхĕнче вĕçленĕ. «Чÿкĕн 17-мĕшĕнче çĕнĕ çурт уççи пачĕç пире, - кăмăллăн калаçать Альбина Михайловна. - Çак куна кĕтсе илтĕмĕр. Вăл пирĕншĕн яланах асра юлĕ. Пуринчен ытларах кĕçĕн ывăл Данил савăнчĕ. Халĕ ачасем çĕнĕ çурта хăçан пурăнма куçасси пирки кăсăкланаççĕ».

Выльăх-чĕрлĕх чылай тытнăран çĕнĕ вырăна тÿрех куçма хĕн. Мĕншĕн тесен унта карта-хуралтă çук. Выльăха ăшă вите кирлĕ. Çапла, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усраççĕ Черновсем. Лаша та пур. «Хăйне тăранмалăх ĕçлет вăл, - сыпăнать калаçу. - Çулла пĕр канăç та çук уншăн. Вак-тĕвек ĕç тумашкăн ялан лаша кирлĕ. Ял-йыш çеç мар, кÿршĕ ялтан та килеççĕ ăна илме. Тепĕр чухне мăшăр тарăхнă май сутса мотоблок туянасси çинчен калать. Эпĕ вара яланах хирĕçлесе: «Мĕн тăватăн тимĕр-тăмăр купипе? Лаша - чунлă выльăх. Унсăр пурнăç çук», - тетĕп».

Килти ĕç-хĕле пурнăçлама ашшĕ-амăшне ачисем те пулăшаççĕ. Çулла выльăх апачĕ хатĕрленĕ май аслисемпе пĕрле Данил та сенĕк-кĕрепле тытать. Ĕне çеç мар, сысна та ĕрчетеççĕ вĕсем. Пысăк çемьене аш-пăш та, сĕт-турăх та чылай кирлĕ. Ытлашшине вара сутаççĕ.

 

Ача сасси янратăр

керменте

Альбина Михайловнăпа çĕнĕ кермене кайса куртăмăр. Икĕ хутлăскер таçтанах курăнса ларать. Çутă, таса пÿлĕмсене çĕнĕ сĕтел-пукан вырнаçтарнă. 126 тăваткал метрлă çуртра кашнийĕ валли кĕтес пур. Черновсемшĕн патшалăх пĕтĕмĕшле 3 млн яхăн тăкакланнă. «Савăнса пурăнма сывлăх çеç пултăр, - малалла сÿтĕлет сăмах çăмхи. - Пире ырă сĕнÿсем панăшăн, документсене пухма пулăшнăшăн ял тăрăхĕн пуçлăхне Ольга Андреевăна тата ытти ĕçчене тав тăватпăр. Патшалăха вара çĕре çити таймапуç».

Çĕнĕ çул уявĕ Черновсемшĕн урăхларах иртĕ. Шăпах керменте палăртасшăн ăна вĕсем. Альбина Михайловна каланă тăрăх - нумаях пулмасть туй халăхĕ те çĕнĕ пÿрте кĕрсе юрласа-ташласа савăннă. Чăваш йăлипе çамрăк мăшăра чи малтан çĕнĕ çурта илсе кĕмелле имĕш. Йăла-йĕркене пăсас темен кил хуçисем, сăмахсăрах килĕшнĕ. Çитес çул хăйсем те кĕмĕл туя палăртĕç. Альбина Михайловнăпа Юрий Алексеевич пурнăç çулĕпе 25 çул пĕрле утаççĕ. Иккĕшĕ те «Рассвет» хуçалăхра ĕçлеççĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ колхоз фермине 10 класс хыççăнах пырса кĕнĕ. Тĕрĕсрех, малтан Шупашкарти кулинари училищине вĕренме кĕнĕ вăл, анчах 1-2 уйăх хыççăн яла таврăннă. «Хулана чун туртмастчĕ, çавăнпах каялла килтĕм», - вăрттăнлăхне уçрĕ хĕрарăм. Амăшĕ, инкĕшĕ фермăра вăй хунă май ачаранах вĕсене пулăшма çÿренĕ. Ашшĕ те Мăрат лесничествинче лаша пăхнă. Выльăха юратасси унăн çакăнтан пуçланнă та. Çапла вара хулана колхоз фермипе улăштарнă хĕр.

«Тепĕр темиçе çултан дояркăра ĕçлекен пулĕ-ши? - пăшăрханчĕ вăл. - Укçа-тенкĕ те аванах тÿлеççĕ, анчах ку професси çамрăксене пачах кăсăклантармасть. Тивĕçлĕ канăва каякан дояркăсене ылмаштаракан тупăнсан тем пекехчĕ».

Черновсем ялтах ăраскал тупнă. Йăва çавăрса ача-пăча çитĕнтернĕ. Кашни кунах ĕçе утнă, пурнăç сукмакне такăрлатнă. Куç тулли пилĕк ывăлĕпе пĕр хĕрĕ вĕсемшĕн - Турă панă телей. Çĕнĕ çул умĕнхи парне вара - тепĕр телей.

Çитес çулсенчех керменпе юнашар вите-хуралтă çĕкленĕ. Картиш выльăх-чĕрлĕхпе тултăр, кил-çурт ача сассипе янратăр.

Валентина ПЕТРОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.